Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗпе (тĕпĕ: ай) more information about the word form can be found here.
Петрона вӑл ыррӑнах кӗтсе илчӗ, сӗтел хушшине лартрӗ, ашшӗ Петро ҫуни ҫинчен айккисем пасарнӑ, утӑ ванчӑкӗ ларса тулнӑ кӑкшӑма ҫӗклесе кӗрсен, сарӑрах хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ.

Он встретил Петра по-хорошему, усадил его за стол, улыбнулся в рыжеватые усы, когда отец его принес из Петровых саней, запушенных инеем, осыпанный сенной трухой кувшин.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑвак пӗрчӗллӗ йӑштӑркка юр ура айӗпе сахӑр пек кӑчӑртатать.

Под ногами сахарно похрупывал снег, зернисто-синий, сыпкий.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аҫамӑн йӗпе пашлӑкӗ айӗпе Григорий ҫинелле ӑшшӑн ейӗлсе кулакан куҫӗсене ҫутӑлтарать.

Из-под мокрого капюшона зипуна блестела на Григория влажной улыбкой, смеющимися глазами.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лутра ӳснӗ вӑрман улмуҫҫийӗ айӗпе Григорий тӑшманӑн инҫетри речӗсем ҫине бинокльпе пӑхрӗ.

Из-под приземистой дикой яблоньки Григорий глядел в бинокль на далекие цепи противника.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн кӑвакраххӑн йӑлтӑртатакан ҫаврака хура куҫӗ телейлӗ пӑлханупа ҫуталса нӳрелчӗ, грексенни пек тачка сӑмси айӗпе ӑшӑ кулӑ шӑвӑнса иртрӗ.

Его выпуклые черные до синевы глаза влажнели от счастливого волнения, мясистый, как у грека, нос клонила книзу улыбка.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ярах ӗнтӗ, чунӑм, яр, хӗрлӗ мӑкӑнӗм! — усӑнчӑк хура мӑйӑхӗ айӗпе кулкаласа тилмӗрчӗ Григорий, унӑн аллисенчен хуллен вӗҫерӗнме пикенсе.

— Пусти, любушка, пусти, моя ягодка! — упрашивал Григорий, улыбаясь в черный поникший ус, мягко пытаясь освободиться.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрӗ, тӗссӗртерех ҫӳхе тутине чӑмӑртаса, куҫ хӑрпӑкӗсен айӗпе Григорий ҫине хӑвӑрт пӑха-пӑха илнине вӑл асӑрхамасть те.

Он не замечал, как дочь его из-под ресниц быстро поглядывала на Григория, сжимая тонкие неяркие губы.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Меркулов хура кӑтра сухалӗ айӗпе кулса, Томилина хуллен каларӗ:

В черную курчавую бородку улыбнулся Меркулов, шепнул Томилину:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич, талӗ тирӗ пек хӗрлӗ сухалӗ айӗпе кулкаласа, чие хуллинчен тунӑ чӑпӑркка аврине вылятса илчӗ; ахӑртнех, чунӗ лӑпланчӗ пулас, сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ:

Мирон Григорьевич усмехнулся в лисью рыжевень бороды и поиграл вишневым кнутовищем; он, видно, успокоившись, перевел разговор:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсен эшкерӗ ҫине куҫ айӗпе пӑхса, Подтелков усал сӑмахсемпе ятлаҫса илет, унтан, Лагутин хӑй ҫине хӑяккӑн пӑхса пынине асӑрхать те, ыйтать:

Исподлобья поглядывая на нее, Подтелков громко, безобразно ругается и вдруг спрашивает, поймав сбоку взгляд Лагутина:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старик, шӑртланса тӑракан кӑвак куҫ харшисен айӗпе тӗксӗммӗн пӑхса, туйипе вылякаласа тӑчӗ.

Старик, насупясь, глядел из-под кустистых седых бровей, покачивал чакушкой.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каргинран, — хӑюллӑн хуравларӗ ача, пуҫ ҫинчен витнӗ пиншакӗ айӗпе кулса пӑхса.

— Каргин, — бойко ответил парнишка, улыбаясь из-под накинутой на голову курточки.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗри-тавра куҫ ывӑтса илсе, ӑшӑ тунсӑхпа тӗмсӗлекен тӗссӗр кӑвак куҫӗсене тутӑр айӗпе ҫутӑлтарса, Марье тӑкӑрлӑкпа иртсе пыракан Мишка ҫине пӑхса илчӗ; ҫемҫен йӑл кулса, шурӑ тумламсемпе тӗрленнӗ пичӗпе йӑлкӑшса, кӑкӑр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа малалла юхтарчӗ:

Оглядываясь, поблескивая из-под платка серыми теплыми глазами, Марья смотрела на проходившего Мишку и, улыбаясь, светлея забрызганным белыми пятнами лицом, вела низким любовно-грудным голосом:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишка ӑна сывлӑх сунчӗ; хӗрарӑм, куҫне чӗкеҫ ҫунатти пек чалпашрах куҫ харшисен айӗпе ҫутӑлтарса, йӑл кулса ыйтрӗ:

Мишка поздоровался с ней, и она, блеснув из-под разлатых бровей улыбкой, спросила:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫурма уҫӑ куҫӗсене ҫӳлелле чарса хунипех ҫывӑрать, куҫ хупаххисен айӗпе ҫаврака куҫ шӑрҫисен сарӑ ҫути юнӑхса палӑрать.

Он спал с полузакрытыми, заведенными вверх глазами, из-под век воспаленно блестела желтизна выпуклых белков.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫӗсем усӑк куҫ харшисен айӗпе тӗтреллӗн ҫутӑлса пӑхӑҫҫӗ.

Под обвисшими бровями тускло, слюдяным блеском, туманились глаза.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ланкашка патӗнчи хӑйӑрлӑ ҫыран айӗпе вӗре ҫӑлсем тапса тухаҫҫӗ — хӗл каҫипе те унта шыв пӑрланса лармасть; сарлака шыв куҫӗн симӗс кӗленчи ӑшӑ сывлӑшпа сывлать те, Дон тӑрӑх выртакан хӗллехи ҫул, ҫак вырӑнтан шиклӗн пӑрӑнса, питӗ аякран ҫаврӑнса каять.

Около прорвы из супесного берега бьют ключи — лед там не смерзается всю зиму, теплится зеленым широким полудужьем полынья, и дорога по Дону опасливо обегает ее, делает крутой скачок в сторону.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пит-куҫне шӑмарса куҫ айӗпе сиввӗн пӑхакан ывӑлӗ каснӑ-лартнӑ Мелеховсене хывнӑ: ҫавнашкалах вичкӗн те хура куҫлӑ, куҫ харшийӗ сарлака, сенкертерех ҫутӑ куҫ шурри ҫаврака, хӑй ҫырӑ ӳтлӗ.

Насупленный, угрюмоглазый сынишка вылит был в мелеховскую породу: тот же удлиненный разрез черных, чуть строгих глаз, размашистый рисунок бровей, синие выпуклые белки и смуглая кожа.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хирӗҫ пулакан казаксем вӗсене пуҫ тайса иртеҫҫӗ, хӗрарӑмсем кил хушшисемпе чӳрече кантӑкӗсенчен алӑ айӗпе пӑха-пӑха юлаҫҫӗ; чӑхсем, кӑтикле-кӑтикле, ҫилпеле вӗҫекен уртӑл курӑкӗ пек, урам урлӑ вӗҫсе каҫаҫҫӗ.

Встречавшиеся казаки кланялись, с базов и из окон куреней из-под ладоней глядели бабы; через улицу, кудахтая, перекати-полем катились куры.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич ун еннелле ҫаврӑнчӗ те, пасарнӑ сухалӗ айӗпе чеен кулса, куҫне хӗстерчӗ:

Пантелей Прокофьевич, поворачиваясь и ухмыляясь в заиндевевшую бороду, мигнул:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed