Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑх саланнӑ вӑхӑтра чиркӳ хорӗпе шкул ачисен хорӗ пӗрле юрларӗҫ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Учитель хӑй кунта мӗншӗн килнине аса илчӗ те чиркӳ еннелле утрӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Музыкҫӑ кӑмӑлне кура тенӗ пекех, ҫак самантра чиркӳ чанӗсем хаваслӑн тинкӗлтете пуҫларӗҫ, хутран-ситрен пысӑк чанӗ тавралӑхри шӑплӑха чӗтретсе кӗрлерӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чиркӳ ҫумӗнче вӑл ытла мӗскӗннӗн курӑнать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫур сехет иртсен тин хӗр ура ҫине тӑрса сӑхсӑхрӗ те часовньӑран тухрӗ, каллех Пазухин ҫумӗпех, вӑл пуррине асӑрхамасӑр е асӑрхаман пек пулса, кӑн-кӑвак куҫӗсемпе тӳп-тӳрӗ малалла пӑхса, васкамасӑр утса иртрӗ, часах чиркӳ алӑкӗ хыҫӗнче ҫухалчӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кунашкал мӑнаҫлӑ чиркӳ чӑваш ҫӗрӗнче тепӗр виҫҫӗ пур-ши, ҫук-ши?
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Аслӑ сада чиркӳ икке уйӑрса ларать: хӗвеланӑҫ енчи пайӗнче хурӑн, ҫӑка, юман кашласа ӳсет; кунта — ҫӑва; хӗвелтухӑҫ енчинче — улма-ҫырла пахчи; унта, чие тӗмӗсем хушшинче, илемлӗ пӗчӗк часовня пур; вӑл аякран шурӑ чултан тунӑ тетте пек курӑнать.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫамрӑк ҫын, хытӑ именнипе, ӑна хирӗҫ нимӗн те тавӑрса калаймарӗ, чиркӳ садне васкаса кӗчӗ те тинех ҫӑмӑллӑн, кӑкӑр туллин сывласа ячӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ун умӗн кӗмӗл турилкке тытнӑ чиркӳ старости ҫул уҫса пычӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шалта, алкумӗнчен пуҫласа алтаре ҫитиех, лӑк тулли халӑх; тулта, чиркӳ картлашки ҫинче, — уксах-чӑлах, чӗлхесӗр-хӑлхасӑр, юхан-шӑтанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ыйткалакансем.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шампански кӗленчи кӗмӗл витнӗ чиркӳ тӑрри евӗр ҫуталса ларать, пӗҫернӗ кӑвакал урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, тӗтӗмленӗ селедка ҫӑварне симӗс сухан хыпнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Революци ӗҫӗнчен вара, революционер ятне ярас мар тенӗрен, ӗҫкӗ-ҫикӗсенчен, чиркӳ уявӗсемпе суту-илӳ ӗҫӗсенчен пушӑ вӑхӑтра сӑмах ҫӳретни кӑна тӑрса юлать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Патшапа чиркӳ ыйтсан, пуринчен малтан вӑл пулӑшма тӑрӑшать.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫав вӑхӑтрах чиркӳ чанӗ сасси, вут-кӑвара сӳнтерме чӗнсе, янӑрама тытӑнчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Турӑ саккунӗсене тата чиркӳ йӗркисене пӑхӑнмалли ҫинчен.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Касмухха тӳсеймерӗ, йӑпӑлти чиркӳ старостинчен кашкӑр пулса, шӑлне шӑтӑртаттарчӗ:
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗнтӗ пуҫсӑрланма пултаракан ҫын пек мар, пӗтӗмпех чиркӳ старости пек курӑнма тӑрӑшрӗ:
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чиркӳ влаҫӗнчисем пӗлсен, куншӑн ырлас ҫук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хӑвӑрах ӑнланмалла, Михаил Петрович, ку укҫаран ҫуррине ытла пачӑшкӑ илет, юрлакансене тӳлемелле тата чиркӳ тӳпине уйӑрса хывмалла.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппанпа Микула кӗнӗ ҫӗре Касмуххапа чиркӳ хуралҫисӗм тенкел ҫине пӑхӑр хуран пырса лартрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.