Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ан тив, пирӗн патӑмӑрта пыйтӑсем ҫӑварӗсене улӑм пӗрчи хыпса ҫӳренине хӑй куҫӗпе куртӑр! — малалла калама хӗтӗртрӗҫ Пантелемона хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан кӳршисем, ӑна чавсисемпе тӗрткелесе.

— Пусть посмотрит, как вши у нас ползают с соломой во рту! — подзадоривали отвечавшего соседи по парте, подталкивая его локтем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хородничану хӑйпе пӗрле килнӗ тӗлӗнмелле ҫын ҫине мӗскӗннӗн те ҫухалса кайса пӑхрӗ, анчах лешӗ, ӑна ытлашши пакӑлтатни ним тума та кирлӗ маррине систерсе, ҫийӗнчех аллипе сулчӗ.

Хородничану бросил покорный и растерянный взгляд на посетителя, но тот, сделав короткий знак рукой, дал ему понять, что все его словоизвержение ни к чему.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Виктор, — паллаштарчӗ вӑл хӑйпе.

— Виктор, — назвал он себя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫук-ҫук, пирӗн пӗр ҫулпах каймалла, юлташсем, пӗр ҫулпах, — терӗ вӑл татӑклӑн, вӗсене хӑйпе пӗрле уттарса.

— Нет-нет, нам по дороге, товарищи, нам по дороге, — сказала она серьезно, увлекая их за собой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Доруца! — ҫаннинчен туртрӗ ӑна хӑйпе пӗр парта хушшинче ларакан юлташӗ, пуҫӗпе кӑштах уҫӑлса тӑракан алӑк еннелле кӑтартса.

— Доруца! — потянул его за рукав сосед по парте, указывая головой на приоткрывшуюся дверь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тата хӑйпе пӗрле комсомолта тӑнӑ юлташӗсен ҫав вӑрҫӑра та хӑйсем ремесленнӑй шкулта вӗреннӗ чухне кӗрешнӗ тӑшмансемпех — фашистла вӑрӑ-хурахсемпе — ҫапӑҫма тивнӗ.

Help to translate

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

— Пилӗк ыратать-ха манӑн, радикулит пулмарӗ-ши тетӗп, уткаласа ҫӳренӗ май иртсе каяканччӗ-ха, — сӑмахлать Тимахви хӑйпе хӑй.

Help to translate

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Кӑшт тӑхтасан, хӑйпе хӑй мӑкӑртатса, чунне пусарчӗ.

Help to translate

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Мӗн ҫинчен ыйтасшӑн-ши? — хӑйпе хӑй калаҫрӗ вӑл.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Хӑйпе чухне пурин ҫинчен те мантарса яма пултаракан ҫак чиперккене вилес пек юратса пӑрахрӑм.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ларнӑ-ларман ҫак этем мана хӑйпе паллаштарма тытӑнчӗ.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ку кӗнекене музыкҫӑ ялан хӑйпе пӗрле чиксе ҫӳрет.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Федор Павлов тек чӑтса лараймарӗ, шӑппӑн тӑрса, кӑвак пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине ҫакрӗ, шурӑ кӗпе ҫийӗн тирпейлӗ ҫыхнӑ кӑвак галстукне пушатрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ, вара хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсне алла тытрӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑхӑтлӑха тӑлӑха юлнӑ ҫемйине вӑл хӑйпе пӗрле пысӑк хаваслӑх, виҫесӗр телей илсе килчӗ…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Виҫҫӗмӗш кунне Поля ӑна хӑйпе пӗрле пасара илсе кайрӗ, ҫул ҫинче хултан ҫакӑнса пычӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак чапа тухнӑ колхоз председателӗ ҫинчен эпӗ нумай илтнӗ, хаҫатсенче те час-часах ун статйисене е ун ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, анчах хӑйпе халӗ пӗрремӗш хут ҫывӑххӑн курса калаҫатӑп.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— «Шуҫӑм» колхоз председателӗ паян парткома килнеччӗ пулас, шыраса тупӑр та ӑна хӑйпе пӗрле кайӑр…

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӳрте кӗрсенех Таньӑна ыталаса чуп турӗ те ташша яра пачӗ, унтан тусне те хӑйпе пӗрле ҫавӑрттарма тытӑнчӗ, юлашкинчен, ахӑлтатса кулса, сак ҫине ӳкрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗнеке вулама питӗ юратнипе, литературӑри килӗшӳллӗ хӗр сӑнарӗсене ялан хӑйпе танлаштарма хӑнӑхнӑскер, халӗ вӑл хӑйне чӑнласах Наташа Ростова пек туйрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed