Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Муркаш the word is in our database.
Муркаш (тĕпĕ: муркаш) more information about the word form can be found here.
Культурӑпа кану учрежденийӗсенчи хастар ӗҫченсенчен кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртри культура ҫурчӗн ертӳҫине Лидия Сеприхановӑна, Канаш районӗнчи Сиккассинчи Ирина Андреевӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи культура ҫуртне ертсе пыракан Галина Соловьевӑна, Муркаш районӗнчи Москакассинчи Галина Голубевӑна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫине Эльвира Альмешкинӑна, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи Лев Иванова палӑртнӑ.

Help to translate

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Акӑ республикӑри чи лайӑх культурӑпа кану учрежденисен йышне ҫаксем лекнӗ: Улатӑр районӗнчи - Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи - Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи - Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи, Комсомольски районӗнчи - Урмаелти, Муркаш районӗнчи - Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи - Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи - Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи - Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсем.

Help to translate

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Манӑн сӑмахӑм Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Зоя Никифоровна Емельянова ҫинчен пырӗ.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ултӑ муниципалитетра (Йӗпреҫ, Муркаш, Пӑрачкав, Комсомольски, Етӗрне районӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкар хули) строительство ӗҫӗсем «шӑнса ларнӑпа» пӗрех – кӑтартусем ҫук.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакна та манма кирлӗ мар, районсене пӗрлештернине кура ку ӑмӑртӑва Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Сӗнтӗр ҫывӑхӗнчи ачасем те килнӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шаптак ялӗнче 85 ҫулти кинемей мунчи ҫунма пуҫланӑ.

Help to translate

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Анчах Николайпа Марина часах тӗл пулайман, мӗншӗн тесен Муркаш районӗпе Челябинск хушши - пин ҫухрӑм ытла.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Иртнӗ ҫул Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр ҫитӗннӗ ачасем валли виҫӗ хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Турнира ҫичӗ команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Ехремкассипе Элӗк, Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗсен, Тури Выла, Тивӗш (Муркаш районӗ), Мӑн Шетмӗ (Краноармейски районӗ) ялӗсен тата «Новый путь» кооперативӑн командисем.

Help to translate

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов Канаш тата Муркаш районӗсенче тӑлӑхсен прависене пӑснӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтернӗ.

Help to translate

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен республикӑри уйрӑмӗ район-хулари пуҫламӑш 12 организацирен тӑрать: тӗслӗхрен, Шупашкар хулинчи - 800, Канашри - 234, Муркаш, Вӑрнар районӗнчисем 200 ытла ҫынна хӑйсен хӳттине илнӗ.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫул-хи кӑтартусем тӑрӑх пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарас енӗпе пӗрремӗш вырӑна - Ишлей райповӗ, иккӗмӗш вырӑна - Ҫӗрпӳ райповӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Муркаш райповӗ тухнӑ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Муркаш алӑ ӑстисем хатӗрленӗ пусма халӗ Раҫҫей регионӗсен архивӗсенче упранасси иккӗлентермест - ун умӗнче, унпа пӗрле нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Муркаш районӗн депутатсен Пухӑвӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен парламенчӗ пархатарлӑ тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Хальхинче те кун йӗркине Муркаш районӗнчи ҫамрӑксемпе тӗл пулассине кӗртни республика ертӳлӗхӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ вӑйне ӗненнине ҫирӗплетет.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ростислав Тимофеевӑн сӑмахӗнче муниципалитет аталану ҫулӗпе утни аван курӑнчӗ.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Юратаҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Районӑн хӑвачӗсем пӗчӗк мар. Ахальтен мар эсир иртнӗ ҫула тивӗҫлӗ вӗҫленӗ», - Муркаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнакансене ҫапла пысӑк хак панинчен пуҫларӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетессине тата 2016 ҫулхи тӗллевсене палӑртассине халалланӑ анлӑ канашлӑва.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Help to translate

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Муркаш районӗнчи Орининти культура ҫуртӗнче вырǎнти халǎх театрӗн курав-конкурс иртнӗ.

В Моргаушском районе в доме культуры Орининти прошел смотр-конкурс местного народного театра.

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Муркаш районӗнчи Исетерккӑ ялӗнчи Иустинӑпа Лаврентий Лаврентьевсем 9 ачана кун ҫути кӑтартнӑ.

Иустина и Лаврентий Лаврентьевы из деревни Изедеркино Моргаушского района дали жизнь 9 детям.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed