Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Лешсем the word is in our database.
Лешсем (тĕпĕ: лешсем) more information about the word form can be found here.
Лешсем тӗне кӗнӗ те, хутшӑнмаҫҫӗ халь вӗсем.

Те крестились и посему не общаются теперь с ним.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешсем ашшӗ тум-тирне сӗтӗресшӗн, амӑшӗ те ачисем майлӑ.

Дети готовы напялить отцовские наряды, и мать на их стороне.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ҫӑпатине хамӑр тӑватпӑр!» — теҫҫӗ лешсем.

— А мы сами их плетем, лапти-то! — не остались в долгу ребята.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем ыйтаҫҫӗ:

Те спрашивают.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Киле таврӑн, — теҫҫӗ лешсем, — пусӑрӑнса пурӑнма вӑрен.

«Возвращайся домой, научись терпенью.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗверен мӑнастир архимандричӗ вӗсене темле те ӳкӗтлесе, темле те хӑтӑрса пӑхать, анчах лешсем ним тусан та парӑнмаҫҫӗ, ӳкӗте кӗмеҫҫӗ.

Архимандрит из монастыря долга уговаривал братьев отступиться от магометанства и принять веру Христову, но те ни в какую.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем килӗшмеҫҫӗ пулас, Сӗве хулинчен тӳресем Хусана тепӗр хут ыйтса ҫырса яраҫҫӗ, таркӑнӗсене те тӗттӗм касаматрах тытаҫҫӗ-ха.

Те, видимо, стати отказываться, и свияжские слуги закона снова послали запрос в Казань: как быть? а пока братьев заключили в темный каземат.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем пире атте ачаранах тутара кӑларса хӑварнӑ тесе каласа параҫҫӗ.

Отвечают братья: сызмальства нас отец в татар обратил.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ял ҫыннисем ан тупайччӑр тесе вӗсем ялтан яла куҫса ҫӳреҫҫӗ, ячӗсене те улӑштарса пӑхаҫҫӗ, анчах лешсем пур пӗер тупаҫҫӗ-тупаҫҫех.

Путал следы, менял имена, менял одну деревню на другую, и все равно находили его односельчане.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тырӑ акса, тырӑ тума пултаратпӑр», — теҫҫӗ лешсем.

— Хлеб растить-возделывать, — ответили те.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем хӑраса кӗпӗр! каялла чакаҫҫӗ.

Все в страхе ринулись врассыпную.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрӗнкӗ пулсан та ҫын ӑсне ҫитерет: вӑл хуллен кӑна сӑнаса тӑрать, ушкӑнтан Лӗхтинккапа Шахруна палласа илет те лешсем тухса кайсан тин стараста патне чупать.

Приглядевшись, признал среди грабителей Лехтинку и Шахруна и, как только они ушли с ворованными товарами со двора, побежал к старосте.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан лешсем кайма тытӑнсан вуҫех те пӑрахса тарчӗ.

А потом, когда те собрались уходить, она тоже убежала.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем вара мӗн юр ӳкичченех ирӗкре ҫӳреҫҫӗ.

И до самого снега они бродят там на воле.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗртте ҫывӑрман та пек, Мултиер яшт тӑрса ларчӗ те ачисем еннелле кӑнн пӑхса илчӗ, лешсем чиперех ҫывӑрнине кура хӑй те урапа ҫине выртрӗ, ҫав самантрах харлаттарма пуҫларӗ.

Будто и не спал Мульдиер: живо сел на телеге и, глянув в сторону спящих ребятишек и убедившись, что все они спят, тут же лег и захрапел снова.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем шӑй-шай кӑшкӑраҫҫӗ те пӑр-р-р! анчах саланса каяҫҫӗ.

Те с визгом бросились врассыпную.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем хура тесен ку ҫын та тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкет: «Чӑнах та хура иккен!»

А скажи вдруг эти люди тут же, мол, черное это, так этот человек, не моргнув глазом, тоже подтвердит: да, и вправду черное!

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лешсем ӗнтӗ тусӗсене тахҫанах ҫухатнӑ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, ура айне кӑвар хунӑ пек, ташласа, пӗтӗм чӗререн хумханса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хыҫҫӑн тухнӑ темиҫе ҫынна, вӑл шутра Нилова, Мӗтри кӗрешӳ техникипе ҫӗнтерчӗ — лешсем мӗнле те пулин йӑнӑш тӑвасса сыхлать те ку йанӑшпа усӑ курса вара ҫавӑрса ҫапать.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Натали агрономпа бригадирсене «Ухмахсем, мӗн хӑтланатӑр эсир?» тесе вӑрҫать, лешсем ӑна итлемесӗр хуран тавра чупкаласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed