Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗл the word is in our database.
Кӗл (тĕпĕ: кӗл) more information about the word form can be found here.
Унӑн тӗксӗм сӑнӗ, сухалне яп-яка хыртарнӑран-и е кӗҫӗр ҫӗнӗ вырӑнта йӗркеллӗ ҫывӑрайманран, кӗл сапнӑ евӗр тӗссӗррӗн курӑнать.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуп ҫине пӗр ывӑҫ кӗл юлсан ӑна ывӑҫласа пыл ҫине сапрӗ тет те пурне те тӗлӗнтерсе ним мар чӑмласа ячӗ тет.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтанхи эрнесенче вӑл унчченхи пекех вырӑнпа выртрӗ пулин те ялан вӑй илсе ура ҫине тӑрасси ҫинчен, Урасметран уйрӑлса тухса таҫта ял вӗҫне мунча пек ҫурт лартасси, хӑйне сыватнӑшӑн унта ӗмӗр пӳлӗхҫе кӗл туса пурӑнасси ҫинчен калаҫатчӗ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вун ултта ҫитсен, 1484 ҫулта, аллах Магмет-Эминь тӑрӑшса кӗл тунине илтрӗ те ҫӗр ҫине телей ярса пачӗ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн пур ҫурт-йӗрӳнтен пӗрре куҫ хупса иличчен кӗл кӑна тӑрса юлӗ.

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иштерек ӑна кӗлетрен виҫӗ тӗрке тире ним хирӗҫмесӗрех илсе тухса пачӗ, икӗ ҫулшӑн ясак тӳленине паллӑ тунӑ тӑмхана хӑй аллипе тӗрӗслерӗ, тинех хӑтӑлтӑмӑр иккен тесе турра кӗл турӗ.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ку вырӑнтан яланах сывламасӑр тенӗ пек иртет, пӳлӗхҫӗсене кӗл тумасӑр пӗр утӑм та утмасть.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑх-ха эс ӑна, мӑхамет тӗнне йышӑннӑ, хӑй ҫавах чӑвашла кӗл тӑвать.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫапла кӗл тунине Булат Ширин е сеид курасчӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те питпе алӑк еннелле ҫаврӑнса чӑваш йӑлипе турра кӗл турӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Темшӗн ӑш вӑркать, хам та пӗлместӗп, — тарӑннӑн сывларӗ лешӗ вуттине пӑтратнӑ май, тимӗр кӑмакаран кӗл кӑларса.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыран, халӑха пуҫтарса, кун пирки кӗл тӑвӑпӑр, ырӑ ҫыннӑмӑрсем! — терӗ те пачӑшкӑ, турттарса килнӗ япаласене чиркӳ алӑкӗ патне илсе пыма хушрӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрлӗ таварпа килнӗ тутара тусанлӑ ҫулсемпе нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн пит-куҫӗ те, тӳпеттейӗ те кӗл тӗслӗ пулса кайнӑ пирки палламалла мар: ватӑ-ши вӑл, ҫамрӑк-ши?

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тусанӗ те пирӗн енчи кӗл пек мар, хӑмӑр хура, — терӗ Виктӑр.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юман кутӗнче Ухилле мучи аллисене ҫӗклесе кӗл туни курӑнать.

У дуба, воздев кверху руки, творит молитву дед Ухилле.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Кӗл шывӗпе те ҫурӑм, учитель, — тасалмасть, сӑмала ҫыпӑҫнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗрене хушӑкӗсене имҫам та нумай сапнӑ, вӗри кӗл шывӗпе те ҫӑва-ҫӑва шуратнӑ стенасене — пурпӗрех хӑтӑлайман ҫав хӗрлӗ прусаксенчен кил хуҫисем.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Камӑн ку — пирус юлашки? — тӗпчесе ыйтрӗ Хӗветӗр Мӗкӗтерен, кӗл ҫинчен пирус юлашки тупса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Фельдшер парса хӑварнӑ юн юхма чаракан эмел кӗленчи кантӑк янаххи ҫинче ларнӑ, урайӗнче — кравать умӗнче — пӑхӑр таз, тӗпне кӗл сапнӑ.

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ваҫинкке карчӑкӗ чӗлӗмӗн тимӗр хуплашкине уҫса кӗл хуранне пралукпа йӗркеллӗн чавса илчӗ те кукӑр пуҫне сак хӗррине ик-виҫӗ хутчен шаккарӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed