Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллинчи тӗтреллӗн курӑнакан саспаллисене тимлесе тинкернипе куҫӗсем шывлансах ҫитрӗҫ унӑн.
Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.
Куҫӗсем урса кайнӑ вӑкӑрӑнни пек юнпа тулнӑ Аптрашканӑн.
Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.
Кӑшт ҫеҫ пите-питӗн пырса ҫапӑнмарӗҫ, куҫӗсем шӗл-кӑваррӑн ялкӑшса илчӗҫ…
25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иккӗшӗн те куҫӗсем тӗл пулса, ҫутӑлса илчӗҫ, анчах пӗри те нимӗн те шарламарӗ.
24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Асӑрхас пулать Укахви куҫӗсем кам ҫинелле хӗм сапнине.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Секретарӗн куҫӗсем пысӑк, кӑвак, куҫ хупанкисем сарӑрах.
16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Арестленӗ ҫын ҫӳлелле пӑхрӗ, мӑнаҫлӑн, ирӗклӗн, куҫӗсем шупка-сенкер хӗлхем сапрӗҫ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑйӗн кинне тӳрех палласа та илеймерӗ вӑл — питӗ начарланса кайнӑскере: куҫӗсем тавра — хура ҫаврашкасем: саралса кайнӑ питӗнче вӗҫлеке сӑмса кӑнтарса тӑрать.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Халӗ вара каласа пар, мӗнле организацире тӑратӑн, — следователь тӳрех «эс» теме пуҫларӗ, сӑмси вӑрӑмланчӗ унӑн, куҫӗсем сарӑлчӗҫ, пичӗ шуралчӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӗненместӗп, — ялтӑрарӗҫ тӑлӑх арӑм куҫӗсем.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пичӗ тискер, куҫӗсем чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Куҫӗсем, сӗт пек шурӑ пичӗ ҫинче, ну чӑнах ашшӗнни пек, сӗлекине юхтарса амӑшӗн кӑкӑрне сӑнаҫҫӗ.
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мӗнпур ушкӑнран уполномоченнӑйӗн чӑрсӑр куҫӗсем Ваҫилене уйӑрса илчӗҫ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Атя, Нюра аппа патне кайса килетпӗр, — унӑн куҫӗсем каллех вылянчӑклӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Ваҫилеҫӗм, тархаслатӑп сана, ытлашшине ан ҫыр», — пырса тӑрӑнчӗҫ унӑн куҫӗсем упӑшки ачаш саламсем хыҫҫӑн палӑртса хуни ҫине.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Куҫҫуле пула куҫӗсем тӑртанса кайрӗҫ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗр самантлӑха кӑна, ҫур самантлӑха тесен те тӗрӗсрех-тӗр, вӗсен — кашкӑр амипе хӗрарӑмӑн куҫӗсем тӗл пулчӗҫ, ҫапах та Ваҫиле унӑн куҫӗсем ырӑ та йӑваш пулнине асӑрхаса ӗлкӗрчӗ, шеллесе те илчӗ: ара, амӑшӗ-ҫке вӑл, ачисем выҫӑ ун.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫул ҫинче виҫӗ хура мӗлке, куҫӗсем ҫутатса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӗрарӑм хӗрелсе кайрӗ, кӗтмен ҫӗртен пулнипе чӗтресе те илчӗ, тӳпе пек сенкер куҫӗсем йӑлӑннӑ пек пӑхрӗҫ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑт, йӑнӑшмарӑм пулас… — старикӗн йӗпе куҫӗсем ыррӑн йӑлтӑртатрӗҫ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.