Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӗрӗ хӑй ҫине ҫӳхе, шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ хура халат уртса янӑ, аллинче — эрех чӑппи тултарнӑ черкке.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Санӑн пурнӑҫ халӗ те Аслӑ Шуйттан аллинче.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аллинче чӑнкӑр-чӑнкӑр тимӗр сӑнчӑр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сылтӑм аллинче пуртӑ, тепринпе пукан карлӑкӗ ҫине тӗреннӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сирӗн кил-ҫурт халӗ пӗтӗмпех ун аллинче.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр аллинче ҫӗҫӗ пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уҫҫӑнах курӑнчӗ: «качтаки» пӗр аллинче ҫунакан зажигалкине тытса пысӑках мар уҫланкӑра тӑрать иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тимлесерех пӑхрӗ те — «ҫутӑ хурт» ҫын аллинче «йӑшӑлтатать» иккен, ҫынни хӑй вар тӗпӗнче тӑрать пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, аллинче пуш сетка тытса (хӗлле тӑхӑнмалли ҫи-пуҫне аппӑшӗпе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех киле ӑсатнӑччӗ), Шупашкарӑн сӗвекрех пӗр урамӗн хӑма ҫапса майланӑ тротуарӗпе хӑйне перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшипе «симӗс пасаралла» мӑкӑлтатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
…Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр, аллинче ҫунакан зажигалкине тытса, инҫех те мар хӑйне тепӗр арҫын сӑнаса пӑшт пулса тӑнине сисмесӗр, чӗрине элексир пек сип кӳрекен «охо-хо-хо» сасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗ, хӑй те «эхе-хелесе» илчӗ, сӑмахпа та чӗнсе пӑхрӗ — хирӗҫ чӗв те пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аллинче тахӑш вӑхӑтра пухса ӗлкӗрнӗ пысӑк чечек сыххи.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Лида вӗтӗ-вӗтӗ чечеклӗ пурҫӑн кӗпепе, аллинче пӗчӗкрех чӑматан.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Каччӑ аллинче чечек ҫыххи пур иккен.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кӗтерне инке, аллинче чашӑк-тирӗк тытса, каллех хытса тӑчӗ:
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Лисук кинемей аллинче Хӗл Мучи кучченеҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл шурӑ ҫухаллӑ тӗксӗмрех хӗрлӗ тӗслӗ пальтоне вӗҫертсе янӑ, аллинче сӑнӳкерчӗксен альбомӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Эй, кам ҫупкӑ ҫиесси паллӑ мар-ха, хӗрсем кам аллинче тетӗр, апла ҫупкине манӑн мар, унӑн ҫимелле, ҫапла-и, Лена? — терӗ Василий Петрович йӑл та ял кулкаласа.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унӑн аллинче кирек епле ӗҫ те вӗресе кӑна тӑракан пулчӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Аллинче вӗр-ҫӗнӗ пысӑк чӑматан.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.