Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Тӑлӑх арӑмсене те, тӑлӑх ачасене те ан хӗсӗрлӗр; 23. эсӗ вӗсене хӗсӗрлесессӗн, вӗсем Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗҫ те, Эпӗ вӗсем йӗнине илтӗп, 24. вара Манӑн ҫиллӗм тулса ҫитӗ, сире хӗҫпе вӗлерсе тухӑп, арӑмӑрсем тӑлӑх арӑм пулса юлӗҫ, ачӑрсем тӑлӑха тӑрса юлӗҫ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Юмӑҫсене чӗрӗ ан хӑвар.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Моисее каланӑ: пирӗнпе эсӗ калаҫ, эпир сана итлӗпӗр, анчах пирӗнпе Турӑ ан калаҫтӑрччӗ, пирӗн вилес марччӗ, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ан вӑрла.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ан аскӑнлан.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ан вӗлер.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл халӑха каланӑ: виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑрӑр; арӑмӑрсене ан тӗкӗнӗр, тенӗ.15. И сказал народу: будьте готовы к третьему дню; не прикасайтесь к женам.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и? 29. астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей вӗсене: ҫакна никам та ирччен ан хӑвартӑр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр, ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр, ҫакна Вӑл халӗ сирӗншӗн тӑвӗ, халӗ хӑвӑр куракан Египет ҫыннисене урӑх ӗмӗрне те курас ҫук; 14. Ҫӳлхуҫа сирӗншӗн ҫӗнтерсе пырӗ, эсир вара лӑпкӑ пулӑр, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫыннисене мӗншӗн кӑларса ятӑмӑр-ха, вӗсем пирӗншӗн ан ӗҫлеччӗр тесе-и? тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей халӑха каланӑ: эсир Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, тухнӑ ҫакӑ куна асра тытӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире унтан хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫийӗр: 4. эсир паян, авив# уйӑхӗнче, тухатӑр.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей Израиль [ывӑлӗсен] пур аслӑ ҫыннине чӗнсе пуҫтарнӑ та вӗсене каланӑ: килӗр-йышӑр тӑрӑх хӑвӑр валли путек суйласа илӗр те пасха пусӑр; 22. пӗр пайӑрка иссоп илсе, ӑна савӑтри юнпа йӗпетӗр те алӑксен урлавӗпе икӗ янахне ҫав савӑтри юнпа сӗрсе тухӑр; ирччен хӑвӑр ҫуртӑр алӑкӗнчен никам та ан тухӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Йӳҫӗтсе пӗҫернине нимӗн те ан ҫийӗр; хӑвӑр кирек ӑҫта пулсан та тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр, тенӗ.20. Ничего квасного не ешьте; во всяком местопребывании вашем ешьте пресный хлеб.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Фараон Моисее каланӑ: кай ман патӑмран; сыхлан, манӑн куҫӑм умне урӑх ан курӑн; манӑн сӑнӑма курнӑ кун эсӗ вилмелле пулӑн, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр; 26. пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.