Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗ (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Ҫӗтмен ҫеремсемпе, алтӑк-путаклӑ вырӑнсемпе, ҫулсӑр-мӗнсӗр утрӗ вӑл; вӑрман хӗрринчи юр ӑшне кӗре-кӗре ларчӗ, хартлаткаласа, лапамлӑ варсене ана-ана кайрӗ.

Шла уже целиной, бездорожьем, стряла в глубоком у леса снегу; храпя, спускалась в ложбинки.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх кӑна лапчӑтса хуратӑп та акӑ! — терӗ те Христоня, лутра пӳллӗ казака ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе, хӑй умӗнчен аяккалла сирсе тӑратрӗ, малалла хирӗнсе утрӗ.

Раздавлю, стал-быть! — пообещал Христоня и, легко приподняв, передвинул мелкорослого казака, шагнул вперед.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Уҫӑ сывлӑша сывла-сывла илнӗ май вӑл пӳлӗнчӗклӗн хашлатса утрӗ, мӗншӗн тесен шӑршлама лекнӗ ҫав ун 1916 ҫулта, Дубка патӗнче, нимӗҫсен антӑхтаракан газне.

Хватая легкими воздух, задыхался, потому что пришлось в 1916 году понюхать под Дубно немецких удушливых газов.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук, Аннӑпа Крутогоров ҫавӑтнипе, аманнӑ ҫынсене тиенӗ, пулеметлӑ лав хыҫҫӑн утрӗ.

Бунчук шел за повозкой с пулеметом и ранеными, поддерживаемый Анной и Крутогоровым.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри чӗлӗм мӑкӑрлантарса пычӗ, тепри чӗркуҫҫине винтовка затворӗпе ҫапӑнтарса утрӗ, виҫҫӗмӗшӗ тимлесех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ пальто арки ҫине пӑхса пычӗ.

Один курил, другой на ходу стукал по колену затвором винтовки, третий сосредоточенно разглядывал измазанные полы своего пальто.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӑх ушкӑнӗ ҫине куҫӗпе тирӗнсе, Бунчук васкамасӑр малалла утрӗ.

Бунчук шел, медленно буравя толпу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук калинкке алӑкне уҫса кӗчӗ те, пӳртпе тӑвӑр кил хушши ҫине хумханчӑклӑн пӑхса, хыпаланса крыльца еннелле утрӗ.

Бунчук, открывая калитку, взволнованно обежал глазами дом и тесный дворик, спеша, зашагал к крыльцу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Брезент айӗнчен Ирина сиксе тухрӗ, ури айӗнчи пылчӑка та, ҫӑвакан ҫумӑрне те пӑхмасӑрах, вӑл Сергей патнелле утрӗ.

Из шатра выпрыгнула Ирина и, не видя ни дождя, ни луж под ногами, пошла к Сергею.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

…Туйи ҫине таянса, Федор Лукич шыв хӗррипе пӗр васкамасӑр утрӗ.

…Опираясь на палку, Федор Лукич неторопливо шел по берегу речки.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Афанасий лашисене тӑварчӗ те, табак енчӗкне кӑларса, пӗр васкамасӑр хӑйӗн юлташӗсем патнелле утрӗ

Афанасий распряг своих лошадей и, вынув кисет, не спеша направился в круг.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савӑнса кайнӑ Шура юлташӗ патне утрӗ.

Шура ушла к своей подруге.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Манӑн та ҫавӑн пекех, нимсӗрех каласчӗ», — шухӑшласа утрӗ кладовоя Тимофей Ильич.

«Вот так бы и мне, безо всего», — рассуждал Тимофей Ильич, направляясь в кладовую.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫхине сакӑр сехетре Сергей исполкомран тухса, ҫав юр тарӑх килнелле утрӗ.

Сергей в восьмом часу вечера вышел из исполкома и направился домой.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Юр ҫинче пута-пута утрӗ те утрӗ вӑл, ура айне пӑхса пырса хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне аса илчӗ.

Он шел по снегу то и дело проваливаясь, смотря себе под ноги он вспоминал свою жизнь.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пуҫне усрӗ те ҫул тӑрӑх хӑвӑрт утрӗ.

Он низко наклонил голову и быстрыми шагами пошел, по дороге.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашов та килкартинелле утрӗ, хай ҫырнӑ сӑмахӗнчен ӗнтӗ вӑл пӗр сӑмахне те аса илеймерӗ.

Артамашов тоже пошел во двор и уже не мог вспомнить ни одного слова из своей написанной речи.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хохлаков йывӑррӑн тӑрса, чӳрече патнелле утрӗ.

Хохлаков тяжело поднялся и отошел к окну.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бурка аркине сирсе, вӑл юр ҫине сиксе анчӗ те, ҫунапа юнашар утрӗ.

Откинув полу бурки, он соскочил на снег и пошел рядом с санями.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина пуҫӗнчи шел тутӑрне тӳрлетрӗ те пуҫне ҫӳле тытса лавсем патнелле утрӗ.

Ирина оправила на голове шаль и, высоко подняв голову, пошла к обозу.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильич, саламатпа атӑ кунчине ҫапкаласа, ӑйӑр патне васкаса утрӗ.

Тимофей Ильич, ударяя плеткой о голенище, торопливо зашагал к жеребцу.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed