Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утрӗ (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Лаша сывлӑшра явӑнакан ӳпресемпе хӑмӑртарах тӗслӗ усал вӑрӑмтунасене хӳрипе ӳркевлӗн хӑваласа утрӗ.

Конь шел, лениво отгоняя хвостом густо кишевшую в воздухе мошкару, коричневых злых комаров.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Питӗ хыпаланса утрӗ вӑл.

Уж очень быстро шла.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилӗм танатине ҫакланса чӑлханнӑ ҫирӗм пилӗк коммунист строй варрипе утрӗ.

Двадцать пять обреченных на смерть коммунистов шли сквозь строй.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ҫуран пычӗ, унпа юнашар, австри карабинне хатӗр тытса, Выпряжкин утрӗ, хыҫалтан кӑмӑлӗ тулнӑ помощник юланутпа пычӗ.

Он шел пешком, рядом с ним шагал Выпряжкин, нес наперевес австрийский карабин, а позади ехал верхом довольный помкомвзвода.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗсре кутӑнлашса утрӗ, тихине йыхӑрса, икӗ хутчен кӗҫенсе ячӗ.

Кобыла пошла нехотя, два раза заржала, прикликая жеребенка.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка патакпа кӗлеленӗ калинккене тӗртсе уҫрӗ те хыҫалти картишнелле утрӗ.

Мишка открыл калитку, прикляченную хворостом, вошел на задний баз.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич ҫуна хыҫӗнчен тытса утрӗ.

Мирон Григорьевич держался за кошелку саней.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Арестленисем ҫиччӗн малта пычӗҫ, икӗ милидионер хыҫалтан утрӗ.

Семь человек арестованных и два милиционера пошли позади.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӑйне хӑй пурнӑҫӑн алӑк урати урлӑ тин кӑна ярса пуснӑ пек туйса утрӗ, унччен ӑна ытла та тӗтреллӗн курӑнни сасартӑк куҫӗ умне яр-уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Григорий шел, испытывая такое чувство, будто перешагнул порог, и то, что казалось неясным, неожиданно встало с предельной яркостью.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сывпуллашрӗ те тухса утрӗ хӑй.

Попрощался и ушел.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑтра ҫӳҫли Григорие чавсинчен тытса пычӗ; йывӑррӑн сывласа, юнашар утрӗ.

Курчавый левой рукой держался за локоть Григория; тяжело дыша, ступал рядом.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл йӗнер ҫинчен анчӗ те утне тепӗр хӗрлӗармееца пачӗ, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне йӑлтӑртаттарса, сапаланчӑк ретсем умӗпе утрӗ.

Он спешился, отдал коня, пошел впереди цепи, поблескивая обнаженной шашкой.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан Аникушка арӑмӗ патӗнче чарӑнчӗ, япалисене пӳрте кӗртсе хучӗ те, кил хуҫи арӑмӗ каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра, килне тухса утрӗ.

Степан остановился у Аникушкиной жены, снес в хату свои пожитки и, пока хозяйка собирала ему вечерять, пошел к своему дому.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗртсе хӗвел пӗҫертекен урампа Мишка халӗ конвоирсӑрах утрӗ.

По раскаленным улицам Мишка шел уже без конвоира.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн калаҫса тӑрасси килмерӗ, пропуск илчӗ те тӳрех билет патне утрӗ.

Он не был склонен вести разговоры и, получив пропуск, сейчас же пошел покупать билет.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушӑран вӑл чарӑнса тӑчӗ, атӑ тӗпне ҫыпӑҫнӑ ҫӑра пылчӑка хырса пӑрахрӗ те унтан каллех тӳрленсе кӗре кӗлеткине йывӑррӑн та ӗшенчӗклӗн ҫӗклесе утрӗ, йӳле янӑ пиншакӑн йӗпе сӑранне кӑшӑртаттарса пычӗ.

Изредка он останавливался, счищал с каблуков комья приставшей грязи; выпрямляясь, тяжко и устало нес свое грузное тело, скрипел мокрой кожей распахнутой куртки.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, аллисемпе сарлакан хӑлаҫланса, тачанка патнелле утрӗ.

Подтелков, широко кидая руками, зашагал к тачанке.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑр шухӑшсемпе сӗмленсе пынӑ май Иван Алексеевич пуҫне чиксе утрӗ.

Раздумчиво глядя под ноги, шел Иван Алексеевич.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл шӑл витӗр шӑхӑрса, чӑпӑрккипе хӑмсаркаласа, пӳртрен тухса утрӗ.

Он вышел, насвистывая, с силой махая плеткой.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старик, пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илсе, килӗ еннелле утрӗ, кӗрӳшне ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:

Старик затоптался на месте и пошел к своему двору, зятю сердито крикнул:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed