Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискер the word is in our database.
тискер (тĕпĕ: тискер) more information about the word form can be found here.
Иван Алексеевич куҫ илмесӗр ингуш офицерӗн тискер кайӑкла йӗрсе хунӑ шурӑ шӑлӗсемпе сулахай тӑнлавӗ тӑрӑх чалӑшшӑн каҫакан кӑвак ҫӗвеке ҫине пӑхса тӑчӗ.

Иван Алексеевич глядел неотрывно на ингуша-офицера, на зверино-белый оскал его зубов, на косую серую полоску пота, перерезавшую левый висок.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тискер дивизи представительне калама ирӗк памӑр-и?

Разрешите сказать слово представителю Дикой дивизии?

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунтан тытӑнса вара хӑрушӑ тискер каварӑн хура ҫипписем Дон, Кубань, Терек, Урал, Уссури тӑрӑхӗнчи казаксен ҫӗрӗсем тӑрӑх чикӗрен чикке, станицӑран станицӑна хура эрешмен карти пек тӑсӑлса каяҫҫӗ.

По Дону, по Кубани, по Тереку, по Уралу, по Уссури, по казачьим землям от грани до грани, от станичного юрта до другого, черной паутиной раскинулись с того дня нити большого заговора.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑрласенче пӳрт карнизӗсем тӑрӑх, улӑм шерепеллӗ ҫи виттисем ҫинчен, тикӗт пек хӑп-хӑмӑр шыв юхса капланать, ҫатан картасем ҫинче чакӑлти чакаксем антӑхса чакӑлтатаҫҫӗ тата хутор халӑхӗ Мирон Григорьевич патӗнче хӗл каҫаракан ӑратлӑ вӑкӑр, ҫуркунне ир асапланса килнӗшӗн пӑлханса ӳкнӗскер, тискер сасӑпа ӳлесе мӗкӗрет.

Днями по карнизам куреней с соломенных сосульчатых крыш стекала дегтярная вода, надрывно чечекали на плетнях сороки, и, обуреваемый преждевременным томлением весны, ревел зимовавший на базу у Мирона Григорьевича общественный бугай.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйӗн те ҫав унӑн ҫак тискер кайӑкӑннипе пӗрешкелли сахал мар: утнӑ чух тукмак пек йӑванса утать, симӗс те кӗҫ-вӗҫ сиксе тухас пек пысӑк куҫӗсем ялан куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ; пуҫне те пулин кашкӑр майлах лӳперрӗн пӑркалать: контузи пулнӑ мӑйне хускатмасть, ӑҫта та пулин пӑхмалла пулсан, пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнса пӑхать.

Было много в нем от звериной этой породы: в походке увалистой — шаг в шаг, в манере глядеть исподлобья зелеными зрачкастыми глазами; даже в повороте головы: никогда не вертел Митька контуженной шеей — поворачивался всем корпусом, коли надо было оглянуться.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирвайхи чӑлт шурӑ юр ҫуса кайсанах, ҫынсен куҫӗсене сӑрт-тусем ҫинче тискер кайӑксен йӗрӗсем курӑнкала пусларӗҫ: вӑрҫӑ шуйхӑнтарнӑ кашкӑрсем, пӑшисемпе хир качакисем, халиччен ҫын ҫӳремен вырӑнсене пӑрахса, ҫӗршыв варринелле тарса каяҫҫӗ.

И на первом чистом снегу в горах чаще попадались на глаза людям следы зверей: волки, лоси, дикие козы, вспугнутые войной, покинувшие дикие урочища, уходили в глубь страны.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен 12-мӗш полкӗ этем ҫӳремен лачакаллӑ-шурлӑхлӑ тискер вырӑна вырнаҫса тӑнӑ.

На участке, болотистом и диком, разместился 12-й казачий полк.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ӗнтӗ сӑмахпа каламалла мар тискер сасӑпа ӳлеме пуҫларӗ Лиховидов:

Уже с каким-то ожесточением Лиховидов выл:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— In den zukunftigen Klassenkampfen werden wir denselben ausgängen sein, nicht wahr denosse? — хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса каларӗ те баварец, пысӑк та тӗссӗр кӑвак тискер кайӑк евӗр, хӑвӑрт кӑна бруствер ҫине сиксе хӑпарчӗ.

Баварец шепнул: — In den zukunftigen Klassenkampfen werden wir in denselben ausgängen sein, nicht wahr, Genosse? — и большим серым зверем вспрыгнул на бруствер.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калас пулать, Лиховидов пек тискер сӑнлӑ ҫынсем казаксен хушшинче сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаланӑ.

Надо сказать, Лиховидов — казак редко зверского вида, редко бывал среди казаков.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑра тискер кайӑксем пек уйӑрса тӑракан йӗплӗ пралук картасем урлӑ пӗр-пӗрне алӑ тӑсса парӑр.

Через проволочные заграждения, которыми, как зверей, отделили вас друг от друга, протяните друг другу руки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑра вилнӗ е сусӑрланса юлнӑ ҫӗршер, пин ҫынсем, ҫӗршер пин тӑлӑх-туратсемпе упӑшкасӑр арӑмсем — акӑ ӑҫта илсе ҫитерчӗ халӑха тискер вилӗмӗн хӑрушӑ вучахӗ.

Сотни тысяч убитых и искалеченных, сотни тысяч сирот и вдов — вот результаты этой бойни.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ ҫул хӗрринче Шелудивая ту хӑйӗн тискер тумӗпе тӑрать, вӑл пачах ҫара, ун ҫинче ним йӗркесӗр чулсем выртса тухнӑ.

Вот встала у дороги Шелудивая в своем диком наряде с совершенно голыми, в беспорядке торчащими камнями.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Иртсе кайӑр часрах, мӗн чарӑнтӑр! — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӗсене юланутпа сиккипе иртсе пыракан офицер, — тискер кайӑксем эсир, эсрелӗсем!..

— Езжай, что стали! — крикнул на них скакавший мимо офицер, — эка звери, хамье!..

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ҫывхарма тытӑнсанах кӑкарса хунӑ утсем хӑлхисене лӑпчӑтаҫҫӗ, пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, — вӗсем патне этем мар, пӗр-пӗр тискер кайӑк пырать тейӗн.

Когда подходил он к коновязи, — кони пряли ушами, сбивались в одну кучу, будто зверь шел к ним, а не человек.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тискер те кулӑшла ҫын эсӗ, — терӗ Григорий, Чубатый пичӗ ҫине тинкерсе пӑхса.

— Дикой ты и чудак, — сказал Григорий, внимательно осматривая лицо Чубатого.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксемпе нимӗҫсем, хӑранипе тискер кайӑк пек пулса ҫитнӗскерсем, ӑҫтан килчӗ унтан пӗр-пӗрне касаҫҫӗ, чикеҫҫӗ: ҫурӑмран, алӑсенчен, учӗсене, хӗҫпӑшалсене…

Озверев от страха, казаки и немцы кололи и рубили по чем попало: по спинам, по рукам, по лошадям и оружию…

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яла вӗсем юншӑн антӑхакан тискер кайӑксем пек пырса кӗчӗҫ, — ҫын пурӑнакан ҫурт-йӗрсем патне хӗллехи сӗм ҫӗрсенче кашкӑрсем ҫапла пырса тухаҫҫӗ, — анчах та урамсем пуш-пушах.

Въехали хищниками, — так в голубую зимнюю ночь появляются около жилья волки, — но улицы пустовали.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, йӑлтах сиксе илсе, унӑн пӳрнисене ҫатӑртаттарса тытрӗ те хӑйӑлтатакан тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

Подпрыгнув, склещил на его руке грязные пальцы, дичалым хриплым голосом крикнул:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ытла тискер.

Очень дик.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed