Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юн the word is in our database.
юн (тĕпĕ: юн) more information about the word form can be found here.
Каласан ӗненмӗр, тӑвансем, кашни вӑрӑм туни — ҫерҫи пек, юн кӳпсе тултарсан вара ҫерҫирен те пысӑкрах пулать, чӑннине калатӑп!

Не поверите, братушки, каждый — чуть не с воробья, а как крови насосется, то даже поболее воробья становится, истинно говорю!

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал юн юхтарнӑшӑн мана турӑ ҫилленнӗ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна тӑватӑ пӳрне пама тиврӗ.

Боженька рассерчал на меня за это крови пролитие, вот и пришлось пожертвовать ему четыре пальца.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн мана ҫисе ярас пек пӑхатӑн эсӗ: ман куҫран та питрен ҫеҫ пӑхатӑн?! — чунӗ тӑвӑлса килнипе чышкине чӑмӑртанӑ сулахай аллипе хӑмсарса кӑшкӑрса ячӗ вӑл; унӑн ҫаврака кӗске мӑйӗнчи юн тымарӗсем тӑртанса кайрӗҫ.

— Что ты на меня вылупился и только в глаза мне глядишь да на морду?\! — возбужденно потрясая сжатой в кулак левой рукой, закричал он, и на его круглой короткой шее вздулись синие вены.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ.

Все, что волновало его долгие дни и годы, все, что гнало когда-то к сердцу горячую кровь и заставляло его сжиматься от обиды, ревности и боли, — все это со смертью Тимофея ушло сейчас куда-то далеко и безвозвратно.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лифчикӗ ӑна сасартӑках тӑвӑрланса кайрӗ, лӗпкисене юн тапса тулчӗ.

Лифчик вдруг стал ей тесен, и кровь гулко застучала в висках.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Анчах мӗншӗн ун питӗнче юн пулнӑ-ха апла?

— Но почему же у него кровь на лице?

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов питӗнчен юн тарса пӗтрӗ.

Кровь отхлынула от лица Давыдова.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хэ Сяо-сянь ачан юн таппине тӗрӗслесе пӑхма тытӑнчӗ.

лекарь стал проверять у ребенка пульс,

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Унӑн мӑйӗ ҫинчи ҫӑмӗ йӗпенсен, йывӑҫ сӳсмен юн тухичченех шӑйӑрса пӑрахма пултарать, вара уйпа ӗҫлесси те пӗтрӗ.

Как толечко намокнет у него шерсть на шее — враз ярмом потрешь шею до крови, и тогда уж на нем отработался.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй те ҫуннӑ, ӑшӑтайнӑ сивӗ ҫӑлкуҫ шывне, Ҫунӑ вилмеллех хӑрушӑ суранӗсене; Ах, суранӑмсем, ытла та юн суратӑр-ҫке, Харсӑр чун-чӗрем вӑйне пит хавшататӑр-ҫке…»

Он грел, согревал ключеву воду, Обливал, обмывал раны смертные: «Уж вы, раны мои, раны, кровью изошли, Тяжелым-тяжело к ретиву сердцу пришли!..»

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку вӑл — ҫиелтен ҫапла, анчах ҫав тӗксен ӳт ӑшне ҫурри таран тирӗнсе ларнӑ тӗксӗм кӑвак шӑммисенчен вара ӑшӑ та тӑварлӑрах юн шӑрши кӗрсе тӑрать…

Это — сверху, а от синего пенька, до половины вонзающегося в мясо, исходит запах теплой и солонцеватой крови…

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн шуратман йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗпи чӗп-чӗрӗ юн, хуларанах тӑхӑнса килнӗ кӗске йӗмми (кивелнипе йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсем ҫӳҫеленсе кайнӑскер), чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ, ярханах янӑ ҫухи айӗнчен татуировка туса эрешленӗ хурарах кӑкри курӑнса тӑрать.

Парусиновая рубаха его была в крови, короткие городские штаны (с бахромой внизу от ветхости) разорваны на коленях, из распахнутого ворота высматривала смуглая татуированная грудь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑлхине юн юхмаллах ҫурса пӑрахрӗҫ, сӑмси-тутисене ҫапса ватса пӗтерчӗҫ, анчах вӑл, малти шӑлӗ ҫуккине кӑтартса, шыҫса хӑпарса тухнӑ тутисемпе ҫапах та кулкалать-ха, хӑй ҫумне уйрӑмах хаяррӑн пырса ҫулӑхакан хӗрарӑмсене васкамасӑр, вӑйсӑррӑн тӗрте-тӗрте ярать.

Ему до крови рассекли ухо, разбили губы и нос, но он все еще улыбался вспухшими губами, выказывая нехваток переднего зуба, неторопливо и несильно отталкивал особенно свирепо наседавших баб.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, тӗрткелесе илӗр-ха ӑна пӑртак, сӑмсинчен юн пӗрхӗнсе тухтӑр!..

А ну, толканите-ка его, чтобы у него юшка из носу брызнула!..

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӳсӗркелесе, юн сурса пурӑнать вара Дымок, ӗмӗрех йӗрсе ларакан инкӗшин кӑмаки ҫинче.

Покашляет Дымок, похаркает кровью на печи у вечно плачущей тетки.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна темиҫе хут та карланкинчен юн пӗрхӗнсе юхакан пуличченех хӗненӗ.

Неоднократно был избиваем так, что кровь шла у него горлом.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юн сӑхма юратакан ҫурхи шӑнасем лашасене ӑшалантараҫҫӗ, вӗсен тарланӑ пӗҫҫисем ҫине, сусменпе шӑйӑрӑлса пӗтнӗ мӑйӗсем ҫине пырса лараҫҫӗ.

Падкая на кровь весенняя муха секла лошадей, садилась на потные стегна, на потертые хомутами зашеины.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

… — Балабинӑн сасси ҫинҫен янраса тухрӗ, тӑвӑнса тӑракан хулӑн мӑйӗ калама ҫук хытӑ карӑнса кайрӗ, кӑштах тӗкӗнсенех пӳрне айӗнчен юн пӗрхӗнсе тухассӑн туйӑнать.

… — Голос Балабина перешел на тонкий фальцет, тугая шея так набрякла, что казалось, тронь ее слегка, и из-под пальца свистнет освобожденная кровь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн тӑнлавӗсем ҫинчи юн тымарӗсен ҫыхланчӑк эрешӗсем карӑнса кайрӗҫ.

На висках его вздулись путаные сетчатки вен.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн чӗри аманнӑ пек хыттӑн тапма пуҫларӗ, пуҫне юн пырса капланчӗ, тӑнлавӗсем хӗрсе кайрӗҫ, ӑшӗ пӑтранса килчӗ, пырне питӗрсе лартрӗ.

С надсадным звоном у него застучало сердце, кровь кинулась в голову, загорелись виски, легкая пьянящая тошнота подкатила к горлу.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed