Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр the word is in our database.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) more information about the word form can be found here.
— Мӗнле тетӗн? — шӗвӗр кӗмӗрчеклӗ хӑлхине Иван Алексеевич еннелле тытса тепӗр хут ыйтрӗ Валет, унпа юнашар пӗчӗкҫӗ кӑсӑя пек сиккелесе пынӑ май.

— Как? — переспросил Валет, синичкой подпрыгивая рядом с большим своим спутником, наставляя острый хрящ уха.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан вӗсем наступление кӗмелли район ҫывӑхӗнчи Аслӑ Порекпа Кӗҫӗн Порек ялӗсене ҫитсе чарӑнаҫҫӗ.

Через три дня остановились неподалеку от района наступления — в деревнях Большие и Малые Порек.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр икӗ сехетрен каллех наступлени пуҫласа яраҫҫӗ.

Через два часа наступление возобновилось сызнова.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр кунне вара пачах урӑхла тумланнӑ тата паллама ҫук сӑрланса пӗтнӗ Бунчук, 441-мӗш Оршански полк салтакӗ — кӑкӑртан суранланнине пула ҫар службинчен яланлӑха хӑтӑлнӑ Николай Ухватов докуменчӗсемпе местечкӑран тухса, станци еннелле ҫул тытрӗ.

А через день Бунчук, переодетый и подкрашенный до неузнаваемости, с документами на имя солдата 441-го Оршанского полка Николая Ухватова, получившего чистую отставку по случаю ранения в грудь, вышел из местечка, направляясь на станцию.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран кӗтесре ларакан пӗр пӗчӗк те илемсӗр пӳрт умне пырса чӳрече хуппи ҫурӑкӗнчен карӑнса пӑхрӗ, хӑй тӗллӗн кулкаласа, калинккерен кӗрсе кайрӗ.

Минут через двадцать подошел к угловому неказистому домику, заглянул в щель ставни и, улыбнувшись, решительно вошел в калитку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Местечкӑн тепӗр вӗҫӗнче вӑл чылайччен пушӑ тӑкӑрлӑк тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, кашни чухӑн кил-ҫуртӑн тӗксӗм мӗлкисене сӑнаса пӑхрӗ.

На противоположном краю местечка Бунчук долго ходил по пустому переулку, засматривая в ворота, изучающе разглядывая форму каждого бедного домишка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна тепӗр хут ҫирӗпленме вӑйлӑ алӑ, ҫапӑҫури пысӑк ҫӗнтерӳсем тата малалла куҫса пыни кирлӗ.

Нужны сильная рука, крупный успех, движение вперед.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр хут позицие кӗрес пирки сӑмах-мӗн пулсанах, казаксен пичӗ-куҫӗсем улшӑнса тӗксӗмленеҫҫӗ, усӑк куҫ харшийӗсем айӗнчен тарӑхупа курайманлӑхӑн сивӗ ҫутисем ҫиҫсе илеҫҫӗ.

Стоило заикнуться о выступлении на позиции, как сразу менялось выражение лиц и под спущенными веками растекались недовольство, угрюмая неприязнь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр кунтан полка позицирен илсе тухса, тыла, пӗр вунӑ ҫухрӑма, кайса тӑратрӗҫ.

Через день полк сняли с позиций и отвели в тыл, верст за десять.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр ирпеле чӑтма ҫук хӑраса ӳкнӗ вахмистр Листницкийсен ҫӗр пӳртне вӑркӑнса пырса кӗчӗ, пӗр хушӑ хуҫкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн, аван мар хыпар пӗлтерчӗ:

На другой день утром смущенный вахмистр вошел в землянку Листницкого; помявшись, сообщил:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Донесение дивизи штабне ҫитерсе пама Листницкий тепӗр ирхине вестовоя кӑларса ячӗ; ирхи апат ҫырткаларӗ те ҫӗр пӳртртен тухрӗ.

Наутро Листницкий отправил с вестовым в штаб дивизии донесение; позавтракав, вышел из землянки.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр вун пилӗк минут иртсен, Листницкий, Меркулов ларнӑ пукан ҫине вырнаҫса ларса, кӑранташӑн шӗп-шӗвӗр вӗҫне кӑшт хуҫрӗ те, ӳкерчӗкӗн тепӗр енне шултра та сапаланчӑк саспаллисемпе ҫырма пуҫларӗ:

Листницкий сел на табурет, на котором за четверть часа до этого сидел Меркулов, — на обратной стороне рисунка, ломая остро очиненное жало карандаша, размашисто написал:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паян вӗсем траншейӑсенче выртаҫҫӗ, тепӗр чухне уйӑхӗ-уйӑхӗпе выртаҫҫӗ.

Сегодня они лежат в траншеях, лежат иногда месяцами.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук аллинче тытса тӑнӑ темле хут таткине пӑркӑчласа хӗстернӗ пек пӗтӗрсе хучӗ те силлесе кӑтартрӗ, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрӑхтарса, тепӗр хут каларӗ:

 — Бунчук быстрым жестом скрутил в тугой жгут какую-то бумагу, бывшую у него в руках, потряс ею, процедил сквозь зубы:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сережа, пӗтӗм чунтан, тӑван ывӑлӑма каланӑ пек, калатӑп сана, тепӗр ҫулталӑкран сан кӑкӑру ҫинче, вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемшӗн илнӗ наградӑсемпе юнашар, ӗҫри хастарлӑхшӑн панӑ награда пултӑр…

И вот, Сережа, от всей души желаю тебе, как сыну родному, чтобы через год или два на твоей груди рядом с наградами за военные подвиги появился бы орден за подвиги трудовые…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр кун Сергей генерал патӗнче хӑнара пулчӗ.

На второй день вечером Сергей гостил у генерала.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр минутранах Сталина курасса аса илсен, унӑн ӳт-пӗвӗ машинӑпа пӗрлешсе кайнӑнах туйӑнчӗ, чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ, ҫӗр тӗрлӗ саслӑ моторсен музыки хӑлхара тӗлӗнмелле янӑрарӗ.

Тело его точно слилось с машиной, сердце забилось учащенно, в ушах с необыкновенной силой загремела стоголосая музыка моторов.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ҫук, ҫук, — шухӑшларӗ Сергей, — кунти ҫынсем — хӑнасем мар, вӗсем Мускавӑн аслӑ урамне мӗн куҫ курнӑ таранах тӑрса тухнӑ пурлӑхӑн хуҫисем, вӗсем хӑйсем тунӑ хӗҫпӑшала тепӗр хут пӑхма тата ҫав хӗҫпӑшалпа хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулне утса тухнӑ ҫынсене курма килнӗ…»

«Нет, нет, — думал Сергей, — это не гости явились к нам, а хозяева всего, что я вижу на обширной московской улице, и пришли они сюда, чтобы еще раз посмотреть на сделанное их же руками оружие и чтобы взглянуть в лица тем, кто прошел с этим оружием такой беспримерный путь…»

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна алӑ тытса, кашни хӑй сӗтелӗ патне сӗтӗрет, официанткӑна тепӗр курка сӑра лартса пама кӑшкӑраҫҫӗ.

Пожимали ему руки, каждый тянул к своему столу, крикнув официантке, чтобы та захватила лишнюю кружку пива.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машинӑсем ян-ян кӑшкӑрса иртнӗ пекех, унта та кунта никель йӑлтӑртатать, пӗр машина тепӗр машина патне пырса тӑрать, чӑнкӑртатаҫҫӗ тормозсем.

Так же, как машины громко кричали, там и ятм сверкал никель, одна машина подходила к другой, визжали тормоза.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed