Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр the word is in our database.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) more information about the word form can be found here.
Сӑнӗпе тӗксӗмленсе, чун-чӗрене хумхантаракан вичкӗн уҫӑмлӑхпа аса илчӗ Листницкин февраль уйӑхӗнчи каҫ пулас умӗн сӳнсе пыракан эреветлӗ капӑр куна; куҫӗ умне Могилев хулинчи губернатор ҫурчӗ, сивӗпе пасарнӑ тимӗр карта тата картан тепӗр енче — тӗтреллӗ ҫӳхе чаршавпа карталаннӑ лутра хӗвелӗн пайӑркисемпе йӑрӑм-йӑрӑм хӗрелсе чӗнтӗрленнӗ йӑлтӑркка юр тухса тӑчӗ…

Бледнея, с глубочайшей волнующей яркостью воскресил он в памяти февральский богатый красками исход дня, губернаторский дом в Могилеве, чугунную запотевшую от мороза ограду и снег по ту сторону ее, испещренный червонными бликами низкого, покрытого морозно-дымчатым флером, солнца.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарлака урамӑн тепӗр енне каҫсанах Листницкий сотня вырнаҫнӑ ҫурт ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Перейдя на другую сторону Листницкий, повернулся, разглядывая дом, где расположилась сотня.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тивӗҫлӗ ҫынсемпе килӗшӳ тӑвӑр та халех тепӗр алӑк кастарма калаҫса татӑлӑр, — сӑмахӗсене сӑрхӑнтарчӗ вӑл, унпа кӑмӑлсӑрланнине тепӗр хут ҫӗнетме тӑрӑшса.

— Войдите в соглашение с кем требуется и договоритесь вот о чем: нам необходимо прорубить еще одну дверь.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ халех стенана тепӗр хут шуратма хушатӑп.

Я сейчас же прикажу вновь выбелить стену.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунах вӑл 14-мӗш полк вырнаҫса тӑнӑ Двинск хулине тухса кайрӗ те тепӗр талӑкран полк командирне, Быкадоров полковника дивизи штабӗ хӑйне кунта куҫарни ҫинчен кайса пӗлтерчӗ.

В этот же день он выехал в Двинск, где находился 14-й полк, а через сутки уже представился командиру полка, полковнику Быкадорову.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утне тепӗр хут таканлаттарасси ҫинчен калаҫса татӑлас тесе, Петро уттине хӑвӑртлатма пикенчӗ.

Он ускорил шаги с целью переговорить относительно перековки коня.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр талӑкран полк фронт ҫывӑхнех пырса ҫитрӗ.

Через сутки полк был уже неподалеку от фронта.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр хут фронта таврӑнма хушса янӑ приказа пурте кӗретӗн кӑмӑлсӑрланса кӗтсе илеҫҫӗ.

Приказ о возвращении на фронт встречен был открытым ропотом.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бригадӑна тыла илсе тухса хӗлле тӑхӑнмалли вӗр-ҫӗнӗ тумсем панӑ, пӗр талӑк хушши калама ҫук селӗм тӑрантарнӑ, тепӗр кунне вара, вакунсем ҫине вырнаҫтарса, инҫе ҫула кӑларса янӑ.

Бригаду отвели в тыл, снабдили новым зимним обмундированием, сутки превосходно кормили, на другой день, погрузив в вагоны, отправили.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр минутран ун хыҫӗнчен ватӑ Листницкий кӑштӑртатса тухрӗ.

Через минуту следом за ней вышел сам старый Листницкий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр чух пурнӑҫӗ те унӑн, юри йӑпатса йӗкӗлтенӗ пек, хӑй еккипе йӳнеҫӗнсе пычӗ, тепӗр чух шыва путарнӑ ҫын мӑйӗнчи чул пек йывӑррӑн ҫакӑнса тӑчӗ.

Иногда и она с ним заигрывала, иногда висела, как камень на шее утопленника.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, Донӑн тепӗр айккинче, кӑнтӑр ҫиле лӑскаса хӑваланинчен тарса ӳкесшӗн пулнӑ пек, пӗр вырӑнта тӗлсӗррӗн хӑлаҫланса чупрӗҫ кӗмӗл туратлӑ тирексем.

За Доном, понукаемые южным волнующим ветром, стремились в недвижном зыбком беге тополя.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тутипе мӑйӑхне ывӑҫ тупанӗпе майӗпен сӑтӑркаласа, куҫӗпе черкке тӗпнелле сӑхса илчӗ, унтан, пуҫне каялла каҫӑртрӗ те черкке тӗпӗнче тӑлӑххӑн юлнӑ тумлама тепӗр хут хура шӑллӑ ҫӑварне силлерӗ; вара, тин вӑл сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, хӑяр ҫыртса илсе, куҫне вӑрахчен киленчӗклӗн мӑчлаттарса хӗстерчӗ.

Медленно вытирая ладонью губы и усы, он стрельнул глазами на дно рюмки, — запрокинув голову, стряхнул в раззявленный чернозубый рот сиротинку-каплю и только тогда перевел дух, закусывая огурцом, блаженно и долго щурясь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сан патна, хӑта, эпӗ тепӗр ӗҫпеле килнӗччӗ те…

Я к тебе, сваток, по другому делу…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫыру илнӗренпе нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Мелеховсен килне тепӗр асар-писер тип шар тулхӑрса пырса кӗчӗ.

Следом за письмом проведала мелеховский курень другая беда.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑк тӗлӗнче тепӗр хут вӑл хай ҫине тӗплӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ, кофтипе тутӑрӗ ҫинчи тусана шӑлкаласа, хуняшшӗ ҫине пӑхмасӑр каласа хучӗ:

У дверей она еще раз внимательно оглядела себя, стряхнула с кофты и платка пыль, сказала, не глядя на свекра:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем унта, Дарйӑпа иккӗшӗ, мӗн ҫинчен сӑмахлани паллӑ мар, анчах тепӗр темиҫе минутранах тутӑрне хулпуҫҫийӗ ҫине сӳсе антарнӑ инкӗшӗ, тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне салатса, куҫҫулӗ юхтарса, лаҫран ыткӑнса тухнине Дуняшка аванах курса юлчӗ.

О чем они вдвоем с Дарьей говорили — неизвестно, но Дуняшка видела, как спустя несколько минут Дарья выскочила из стряпки со сбитым на плечи платком, растрепанная и в слезах.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑн пек килсе тухнинчен ытла та тӗлӗннипеле, Пантелей Прокофьевич тепӗр чухне хӑй тӗллӗн савӑнса калаҫрӗ:

Пантелей Прокофьевич, дивясь такому случаю, сам с собою рассуждал:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йывӑр ҫӳренӗ чухне кансӗртерех килчӗ-ха Наталйӑна: пӗҫ кӑкӗсем туртса ыратнӑ пирки, тепӗр чух вӑл кунӗ-кунӗпе те пӳртрен тухса кураймастчӗ, утнӑ чухне питне-куҫне пӗркелентерсе хуратчӗ те аран-аран ҫеҫ ураран ура ирттерсе пусатчӗ.

Беременность Наталья переносила болезненно, иногда целыми днями нельзя было ходить из-за мучительных болей в ногах, двигалась, приволакивая ногу, морщась.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, ту ҫамкин чӑнкӑ тайлӑмӗн тепӗр енче, нимӗҫсем патӗнче, пичӗ ҫил каснипе хӗрелнӗ тата сӑмси тирӗ виселенсе хӑйпӑннӑ саксонец-лейтенант пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса тӑнӑ; хӑйсен салтакӗсем хушшинче йӑлкӑшса кулса, вӗҫкӗнле харсӑрланса калаҫать:

Там, за увалом, у немцев, лейтенант-саксонец, с красным от ветра лицом и облупившимся носом, откидываясь всем корпусом назад, улыбаясь, кричал задорно солдатам:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed