Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Чылай ҫӗре ҫитсе курнӑ тата правленире Кабирпе нумайччен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн та вӑл ҫавӑн ҫинченех шухӑшларӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑшпӗр руководительсем ун пек ҫынна активист теҫҫӗ, — вӑл пур ҫӗре те ҫитет, хӗрӳллӗ сӑмах калать, сӗнӳсем парать, унран ытла ӗҫшӗн хыпса ҫунакан ҫын та ҫук пек.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кашни ялта колхозниксен пухӑвӗнче пулатӑп, комсомолецсен пуххисене ҫӳретӗп, ӑҫта кӑна мӗнле канашлу пулать, унта пур ҫӗре те пыратӑп.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пур ҫӗре те ҫитсе курасшӑнччӗ, ниҫта та ҫитеймерӗм, — пӗр пытармасӑр каларӗ Ятман.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак вӑрҫӑ пӗтет те, ҫемье ҫӗнӗрен пӗр ҫӗре пуҫтарӑнать.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялтан тухнӑ ҫӗре вӗсем паллашма та ӗлкӗрчӗҫ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Б.Хмельницкий урамӗнчи 50-мӗш №-лӗ авариллӗ ҫуртран халӑха урӑх ҫӗре вырнаҫтарассине асӑннӑ Олег Николаев.

Help to translate

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Икӗ тӑванла халӑх пӗр-пӗринпе вӑрҫӑнни никама та савӑнтармасть, ҫамрӑк салтаксем Тӑван ҫӗршыв чысне хӳтӗлесе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/

Вӗсене ӑшшӑн йышӑнса парнесем панӑ Василий Иванович тахҫанах ҫӗре кӗнӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӑй шутласа хунӑ ҫӗре ҫитмеллех, арӑмӗпе ывӑлне тамӑкран хӑтармаллах.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӑхсах паллӑ, йышлӑн пулнӑ, — терӗ Ахтупай лаша йӗррисене ҫӗре ансах тӗрӗслесе.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе арҫын лашасем тупса хыҫалтан хӑвалама тухнӑ ҫӗре вӑхӑт чылай иртрӗ, хир еннелле темӗнччен юрттарсан та вӗсем никама та тӗл пулмарӗҫ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл килнӗ ҫӗре Сююнбикене хан керменӗнчен те кӑларса яман, ҫӳлти хутра пусма вӗҫӗнче юри сарнӑ палас ҫинче хӗрарӑмсен пӗчӗк ушкӑнӗпе Джанали арӑмӗ тӑрать.

Help to translate

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пит нумай ҫӗре ҫитнӗ-ҫке ху.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атӑл тӑрӑх вырӑссем патне хӑпарас пуль е урӑх ҫӗре вӗҫтерес.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑчӗ те ҫавӑн пек пулчӗ ӗнер — килтисем пурте тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтнӗччӗ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эппин, ҫул ҫӳренсем ҫитес ҫӗре ҫитрӗҫ те пулас.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вилсен те пӗр масар ҫине ҫӗре кӗмелле ан пултӑр вӑл Урасметпа.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чиперччӗ, ҫав тери хӳхӗмччӗ вӑл, пӗр-пӗр ҫӗре кайсан ҫынсем тӗлӗнсе пӑхса юлатчӗҫ, анчах яшлӑхра хӑйне тивӗҫлӗ ҫын тупаймарӗ.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урама пӗр ҫын та тухмарӗ, ача-пӑча ҫеҫ мар, мӑннисем те хапхисене питӗрсе, карта алӑкӗсене пӑявпа ҫыхса лартса тӗрлӗ ҫӗре тарса пӗтрӗҫ.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed