Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче Иисус тата урӑх хӑватсем те нумай тунӑ, анчах вӗсем ҫинчен ҫак кӗнекере ҫырман; 31. ҫакна сире Иисус Турӑ Ывӑлӗ Христос иккенне ӗнентересшӗн, ӗненсе, Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗр кунне уява пынӑ темӗн чухлӗ халӑх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен, 13. пальма турачӗсем тытса, Ӑна кӗтсе илме тухнӑ, вӗсем: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекенӗ, Израиль Патшийӗ мухтавлӑ! тесе кӑшкӑрнӑ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эпӗ Аттем ячӗпе килтӗм, эсир Мана йышӑнмастӑр; тепӗри кам та пулин хӑй ячӗпе килет те — эсир ӑна йышӑнатӑр.43. Я пришел во имя Отца Моего, и не принимаете Меня; а если иной придет во имя свое, его примете.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун пеккисене Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкӗтлесе, хытарсах калатпӑр: вӗсем пӗр шавламасӑр ӗҫлесе хӑйсен ҫӑкӑрне ҫиччӗр.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тӑвансем, эпир сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе хистесех калатпӑр: вӑхӑтне ӗҫсӗр ирттерекен, эпир вӗрентнӗ пек пурӑнман тӑвансенчен аякра тӑрӑр.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе эпӗ сире ҫак ҫырӑва мӗнпур сӑваплӑ тӑванӑмӑра вуласа пама хушатӑп.27. Заклинаю вас Господом прочитать сие послание всем святым братиям.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр.2. ибо вы знаете, какие мы дали вам заповеди от Господа Иисуса.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсир кирек мӗн тусассӑн та — сӑмахпа-и, ӗҫпе-и — пурне те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр.17. И все, что вы делаете, словом или делом, все делайте во имя Господа Иисуса Христа,
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Яланах пуриншӗн те Атте Турра Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тав туса тӑрӑр, 21. пӗр-пӗрне Турӑран хӑраса итлесе тӑрӑр.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Христос Иисуса ӗненнипе эсир пурсӑр та Турӑ ывӑлӗсем пултӑр; 27. пурсӑр та эсир Христос ячӗпе тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлешрӗр.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе илнӗ чура Ҫӳлхуҫашӑн — ирӗклӗ ҫын; ҫавӑн пекех чӗнсе илнӗ ирӗклӗ ҫын — Христос чури.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсир те хӑшӗсем ҫавсем пек пурӑнаттӑр, эсир ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе, Туррӑмӑр Сывлӑшӗпе ҫӑвӑнтӑр, тасалтӑр, тӳрре тухрӑр.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ ӳтӗмпе сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пулса, сирӗнпе пӗрлех тӑнӑ пек, ҫапла тума йышӑнтӑм: 4-5. эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе пӗрле пуҫтарӑнсассӑн, — сывлӑшӑмпа эпӗ те сирӗнпе пӗрле пулӑп, — ҫавӑн пек ӗҫ тунӑ ҫынна Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑвачӗпе сирӗн шуйттан аллине памалла: ӗнтӗ ӳчӗ ҫылӑха пула асаплантӑр, чунӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче ҫӑлӑнса юлтӑр.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп: 15. Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тавах Турра: Криспа Гаийсӗр пуҫне эпӗ сире никама та тӗне кӗртмен: 15. ман ҫинчен никам та: «вӑл пире хӑй ячӗпе тӗне кӗртрӗ» тесе калас ҫук.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ара, Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им? сирӗншӗн Павел пӑталаннӑ-им? е эсир Павел ячӗпе тӗне кӗтӗр-и?13. Разве разделился Христос? разве Павел распялся за вас? или во имя Павла вы крестились?
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.