Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кухньӑра, лавккара, хапха умне пухӑнса тӑнӑ ҫынсем хушшинче, кашни кунах вӑл: пурнӑҫӑм начар, манӑнни пек ухмах улпут пуррине халиччен илтмен, тесе ӳпкелешет, пӗр сӑмахпа каласан, ун патӗнче тертленсе пурӑниччен вилни авантарах, тет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӑҫта чӗнсен те ҫавах ниҫта та каймастӑн вӗт, халиччен те тухса курман.— Да ведь куда ни позовешь, никуда не идешь, и до сих пор не выходила.
Арӑма театра чӗнсен // Сувар. «Сувар», 2019.09.10
Ҫавӑн чух хама киле кам лартса ҫитернине халиччен те пулин пӗлейместӗп эпӗ…
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Часах вунпӗр сехет, эпӗ ҫаплах тӑман-ха, халиччен ҫӑвӑнман-ха?— Одиннадцать часов скоро, а я еще не встал, не умылся до сих пор?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
И. А. Гончаров произведенийӗсене халиччен чӑвашла куҫарман, тесен те юрать («Обломов тӗлӗкӗ» сыпӑкран ҫеҫ пӗр пӗчӗк пай куҫарнӑччӗ), ҫавӑнпа «Обломова» пӗтӗмпех чӑвашла куҫарса кӑларни пысӑк ӗҫ шутланать.
И. А. Гончаровӑн паллӑ романӗ чӑвашла // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халиччен кун пекки ниҫта та пулман, пулас та ҫук».Такого никогда еще не было, нет и не может быть нигде в мире».
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Крылов ҫинчен эпир халиччен те илтнӗ, паллах, анчах та вӑл тӗнчери мӗнпур карапсене, вӗсем шывра хӑйсене мӗнле тытассине ҫакӑн пек тӗплӗн пӗлет тесе шухӑшлама та пултарайман.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун пек пысӑк пӑрахутсем халиччен ку каналпа ҫӳремен-ха.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫынсем никама та итлемен вырӑс ҫынни Гетски канал тӑрӑх халиччен пулман тавар тиенӗ пӑрахута мӗнле илсе тухнине курма пынӑ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун пек тӗслӗх тӗнчере халиччен пулман-ха.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫак эллингра 200 метр тӑршшӗ карап халиччен нихӑҫан та туман-ха.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Патакӗ халиччен никам та ҫӗнтереймен Кутейников генерала пырса тивнӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун пек кӑткӑс тинӗс ҫар похочӗ халиччен пулман та пулӗ.Предстоял неслыханный по своим трудностям военно-морской поход.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӑна Тинӗс вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренмелли курссем те ҫук, авторитетлӑ ҫынсем пичетре те халиччен нимех те ҫырман.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халиччен сайра-хутра кӑна сӑнавсем ирттерекен бассейнра тинех наука опычӗсене анлӑн ирттерме пуҫлаҫҫӗ.
Вунтӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл тӗнчери ученӑйсем халиччен татса парайман задачӑсене пурнӑҫласа математикӑри ҫӗнӗ меслетсене аталантарчӗ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халӑх эпосӗ сӑнласа кӑтартакан ашапатман пекех вӑл, йӑлт ҫавӑ: шалалла туртӑнса кӗнӗ ырхан пичӗ, аялта шӑп-шӗвӗр, вӑрӑм, ленчешкеленнӗ янах пулса тӑнӑ та, усӑннӑ, тӑсмак сӑмсипе кӑшт ҫеҫ перӗнеймен; путса аннӑ шӑлсӑр ҫӑварӗ, тем чӑмлать тейӗн, пӗр вӗҫӗмсӗр хускалкалать; тахҫан кӑвак пулнӑ, халӗ тӗсне ҫухатнӑ куҫӗсем сивӗ, ҫаврака, ӳпӗнчӗк, хупанкисем питӗ кӗске те хӗрлӗ, пӑхасса темле халиччен курман усал вӗҫен кайӑк евӗр пӑхать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Мӗн тери интереслӗ ҫулҫӳрев кӗтет вӗсене: кӗҫех вӗсем канӑҫсӑр тинӗсе тухӗҫ, тинӗс шывӗ мӗн тути каланине пӗлӗҫ, ҫиле хирӗҫ тӑрӗҫ, халиччен ӳкерчӗксем ҫинче е музейсенче ҫеҫ курнӑ бригсемпе фрегатсем, клиперсем сӑмсипе хумсене ҫурса ишнине пӑхса киленӗҫ.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Итлекенсене вӑл лешсем халиччен пӗлмен япала ҫинчен каласа парса, шухӑшне тӗплӗн те уҫҫӑн ӑнлантарса интереслентерсе янӑ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун пекки халиччен нихӑҫан та пулман.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.