Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ урама, пӗр вӗҫӗнчен теприне ҫитиччен, сӑнаса пӑхса илтӗм.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла, хӑйӗн тӗрӗс тесе ӗненсе тӑнӑ шухӑшнех хирӗҫ пула, нимӗн пӗлмен, ним сӑнаса курман ҫынсем калани хыҫҫӑн каякан хисеплӗ ҫарҫыннине эпӗ ҫемҫелӗхӗшӗн шеллемесӗр тӑма пултараймарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ те хама Петька тахҫанах парнеленӗ тӑхлан тултарнӑ сахапа пересси ҫинчен (эпӗ ӑна анне вилнине пула ҫаплах-ха сӑнаса пӑхаймастӑп) шухӑшлатӑп-ши?!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан эпӗ тӗмсем хушшинче пытанса, чылайччен шухӑшласа, кайӑксем юрланине итлесе, анне хамран аякран аякка кайнине сӑнаса лартӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ленӑпа Енисей таврашсене сӑнаса тӗпчерӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ҫеҫ чухларӑм; вӗсене ман пиркиех каланӑ ӗнтӗ; эпӗ мӗскӗне кӗтмен ҫӗртенех унӑн ӑраскалне каласа патӑм; инстинктӑм улталамарӗ ҫав мана: унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗнче эпӗ вилӗм ҫывхарнине кӑтартакан паллӑна тӗрӗс сӑнаса илтӗм иккен.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сире кӑтартса пани кирлӗ: — хӑвӑр ҫинчех сӑнаса пӑхма сӗнетӗп сире этем хӑй пурнӑҫне хӑй тыткалама пултарнине.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий ӑна тискер кайӑк пек сӑнаса ҫӳрет, куҫне те илмест унран: мӗн те пулин хурсах тавлашатӑп, вӑл хӑйне княгиньӑпа паллаштарӑр тесе ыранах камран та пулин ыйтать ӗнтӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Этем чунӗн историйӗ, начар чун ҫинчен калать пулин те, пӗтӗм халӑх историйӗнчен интереслӗрех те, усӑллӑрах та пулӗ-и, тен, уйрӑммӑнах ҫав историе хӑйне хӑй сӑнаса пиҫӗхнӗ ӑс-тӑнпа ҫырнӑ пулсан, кӑмӑла хускатассипе е тӗлӗнтерессипе мухтанма юратмасӑр ҫырнӑ пулсан, усӑллӑ пулма кирлӗ.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ хам асӑрханине кӑна калатӑп, хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫеҫ, ҫавӑнпа манӑн сире ҫапла калани тӗрӗс тесе пӗр сӑмахсӑрах ӗнентерес шухӑшӑм ҫук.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӗр ҫинчен сӑнаса тӑни халь пӗлтерчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полковник хӑйӗн секундомерӗ ҫинче, ҫаврашка тӑрӑх, секундӑсене кӑтартакан хӗрлӗ стрелка малалла сиксе пынине сӑнаса тӑчӗ.Полковник следил, как на его секундомере, пульсируя, двигалась по кругу красная секундная стрелка.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев вӗсене кӑмӑллӑн кулкаласа сӑнаса ларчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр ҫинчен сӑнаса пӗлнӗ даннӑйсем тӑрӑх тата агентурнӑй пӗлтерӳсем ҫирӗплетсе панипе ҫакӑн пек вывод тума май панӑ: нимӗҫсен командованийӗ, совет танкӗсем «Курская дуга» пуҫланнӑ ҫӗрте прорыв тунипе пулса тӑнӑ хӑрушлӑха тивӗҫлипе хакласа, кунта «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадрӑна чӗнсе илнӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камӑн, ман пек, чул тусем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, вӗсен тӗлӗнтермӗш сӑн-сӑпатне темӗнччен сӑнаса, ту ҫинчи таса та сиплӗ сывлӑша тӑрана пӗлмесӗр ҫӑтма тӳрӗ килнӗ, ҫав ӑнланатех ӗнтӗ манӑн ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене ӳкерсе, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартас килнине.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак пикировщиксене тӗнчипех пӗлнӗ, вӗсене Геринг Испанири мирлӗ хуласем ҫинчех сӑнаса пӑхнӑ, Польша, Франци, Голланди, Дани, Бельги тата Югослави ҫинчи ҫапӑҫусенче вӗсем хӑрушла чапа тухнӑ, нимӗҫсен ҫак ҫӗнӗ япали ҫинчен вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче пӗтӗм тӗнчери хаҫатсем ҫав тери хӑрушла историсем каласа панӑ, анчах Совет Союзӗн анлӑ хирӗсем ҫинче вӗсем часах кивелнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Алексее урӑххи пӑшӑрхантарчӗ: оружейниксем тупӑсене тӗрӗсленӗ-ши; ҫапӑҫура сӑнаса пӑхман ҫӗнӗ шлемра мегафон ӗҫлеме пӑрахмӗ-ши; Петров кая ан юлтӑрччӗ, ҫапӑҫӑва кӗмелле пулсан, вӑл ҫухалса ан кайтӑрччӗ; туя ӑҫта-ха? — Василий Васильевич парнине ҫухатас марччӗ; унтан тата — ҫӗр-пӳртре манса хӑварнӑ романа кам та пулин ҫаклатса ан кайтӑрччӗ, ӗнер ӑна чи интереслӗ вырӑна вуласа ҫитнӗччӗ, — ҫакӑн пек пулчӗҫ ун шухӑшӗсем…
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та ҫапӑҫӑвӑн малтанхи тапхӑрӗнче танкистсем те, вӗсемпе ҫыхӑнса таракан лётчик-истребительсем те ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫӑва сӑнаса тӑракансем ҫеҫ пулнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсен хаярлӑхӗ ӳссех пынине сӑнаса, вӑл хӑйӗн резервисене тылра тытса усранӑ, тӑшманӑн ҫапӑҫӑва малтан кӗнӗ вӑйӗсен хевти чакасса кӗтнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее вӗсене сӑнаса ларма кулӑшла, ҫав вӑхӑтрах кӑштах кичем те пулчӗ: вӗсем иккӗшӗ те ҫав тери ҫамрӑк пулнӑ, вӗсемпе танлаштарсан, вӑл хӑйне хӑй ватӑ, ывӑннӑ, нумай пурӑннӑ ҫын пек туйрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950