Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗннисем кӑшт маларах пеме пуҫлаччӗр тесе, пӗр симӗс ракета ярасшӑнччӗ.Собираюсь давать одну зелёную, чтобы наши перенесли огонь немного подалее.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ӑна та, ыттисем пекех тирпейлӗн, симӗс плащ-палатка сарнӑ, пуҫ вӗҫӗнче ҫавнашкалах пиртен тунӑ алшӑллипе витнӗ япаласен миххи тӑнӑ; анчах алшӑлли ҫинче виҫкӗтеслӗ икӗ ҫыру тата нумай тӗслӗ сӑрсемпе пичетленӗ «Красноармеец» журналӑн номерӗ выртнӑ, — вӗсене фронтри почтальон Кузьминский ҫук чух илсе пынӑ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Капитан Ахунбаев, симӗс шлемне ӗнси ҫинелле шутарса лартса тӗксӗмрех сарлака ҫамкине пӗркелентерсе, витӗр курӑнакан линейкӑна хӑйӗн картти тӑрӑх пуклакрах пӳрнисемпе унталла та кунталла шутаркаланӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Аллисене кӑкӑрӗ ҫине хытӑ чӑмӑртаса, ҫӗрулми пек хуралнӑ урисене хутлатса, ача симӗс тӗслӗ, шӑршлӑ шывра выртса ҫывӑрнӑ ҫӗртех йывӑррӑн аташнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«вӑрмансене вӑрман паркӗсен зонисенче вырнаҫнӑ вӑрмансен, симӗс зонӑсенче вырнаҫнӑ вӑрмансен шутне кӗртесси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 32 от 07 мая 2019 г.
ӑ) тӑваттӑмӗш абзаца «унӑн лаптӑкӗ ҫинчен» сӑмахсем хыҫҫӑн «, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн лаптӑкне улӑштарасси ҫинчен» сӑмахсем хушса хурас.
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №52 от 10 июля 2019 г.
а) виҫҫӗмӗш абзаца «унӑн лаптӑкӗ ҫинчен» сӑмахсем хыҫҫӑн «, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн лаптӑкне улӑштарасси ҫинчен йышӑну» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №52 от 10 июля 2019 г.
Астӑватӑп: ӗне ҫитерсе таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӑкӑр ҫине ҫу сӗреттӗмӗр, ӑна ҫинӗ май симӗс курӑкпа чупаттӑмӑр.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
«Симӗс ҫутӑ» ытларах «пирӗннисем» валли ҫуталса тӑчӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Малалла ҫырнине вулакан, тен, юмах вырӑнне йышӑнӗ, анчах ку чӑн: машина Тамарӑн кукамӑшӗн килӗн хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, кил хуҫи вырӑнне юлнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм симӗс кавир тӗкӗ евӗр тикӗссӗн шӑтса тухнӑ курӑк ҫине ярса пусрӗ, унӑн куҫне тӳрех малти пахчан картин виҫҫӗмӗш юпи ҫинче ларакан кӑсӑя курӑнчӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ака уйӑхӗн малтанхи кунӗсенченех ӑшӑтма пуҫларӗ, юрӗ те тахҫанах кайса пӗтнӗ, таврана симӗс карса илнӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ҫав пӑч-тӗттӗм ҫӗртен ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутиллӗ симӗс айлӑма пӑхса тӑма питӗ интереслӗ: кунта поэзи те темӗнле вӑрттӑнлӑх та пур.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пичӗн икӗ енӗпе те унӑн муталанчӑк кӑвак сухал; сомбреро айӗнчен кӑтраланса тӑракӑн вӑрам тӑ кӑвак ҫӳҫӗ усӑнсӑ аннӑ, куҫӗсене вӑл симӗс куҫлӑхпа хупланӑ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пӗр пӗчек симӗс хурт сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫийӗпе шуса пырать.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вут ҫути вӗсен санӗ-пичӗсене ҫутатса тӑчӗ, хулӑн йывӑҫ вуллисемпе йӑлтартатакан симӗс курӑк ҫине тата виноград ҫулҫисем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫута ӳкрӗ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тӗтреллӗн курӑнакан анлӑ шыв талккӑшӗ ҫине симӗс тӗслӗрех ҫӑлтӑр ҫутисем ӳкнӗ, ҫав шыв талккӑшӗ тӗлӗнче ҫӳлтерехре пӗр ик-виҫ хӑй ҫути йӑлтӑртатни тӑрӑх ҫеҫ хула ӑҫта ларнине пӗлме пулать.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Симӗс тутӑхни?
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн ҫинче симӗс тутӑхни пулма пултарать.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том вара ҫапла каларӗ: «Ҫак ухӑ ӑҫта кайса ӳкет, мӗскӗн Робин Гуда ҫавӑнта, симӗс вӑрман ӑшне, йывӑҫ айне пытарӑр», — терӗ.и Том произнес: «Куда упадет эта стрела, там и похороните бедного Робин Гуда под зеленым деревом».
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫак тапхӑрта симӗс вӑрман хӗрринчен вылямалли шӑвӑҫ труба сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ.Как раз в эту минуту под зелеными сводами леса послышался слабый звук жестяной игрушечной трубы.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.