Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бюрора хӑш-пӗр коммунистсен ӗҫне пӑхса тухас умӗн Ксени вӗсене хӑй те, сирӗн хӑвӑр йӑнӑша йышӑнма хӑюлӑх ҫитерес пулать, тесе пӗрре ҫеҫ мар ӗнентерме тӑрӑшнӑ, ҫапах та Анохинӑн юлашки сӑмахӗсем ӑна темӗншӗн тарӑхтарса ячӗҫ, вӑл, хӑй ӑшӗнче кулса илсе, ыйтрӗ:
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ахалех кӳренетӗн эсӗ, — терӗ Анохин, хӑй ӑшӗнче Лизӑ кайма тӑнишӗн савӑнса, ҫав вӑхӑтрах, тепӗр тӗрлӗ шухӑш тытса, вӑл юлма пултарассинчен хӑраса.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Турӑҫӑм! Мӗн калать вӑл? — шухӑшларӗ Иннокентий, ӑшӗнче ҫамрӑк работнике хӗрхенсе. — Пулса-иртни ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине пӗлме чӗннӗ-ши ӑна Коробин кунта?
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аникей кухньӑран пиччӗшне чӗнчӗ, Ворожнев, ҫуллӑ тутисене шӑлкаласа, хӑй ӑшӗнче кулса, пӗчӗк алӑк урати урлӑ каҫрӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ман райком авторитетне пӗтермелле мар! — терӗ те Ксени хӑй ӑшӗнче, чӑмӑртанӑ чышкисемпе сӗтел ҫине пусса, куҫӗсене пӗр вылятмасӑр тимлӗн итлесе ларакан ҫынсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл пӗр самант тӑвӑр трибунӑ ӑшӗнче ҫаврӑнкаласа тӑчӗ, халӑх пӗр чарӑнмасӑр кулнӑ май трибунӑна вырӑнтан куҫарчӗ те хӑй ҫине тӑхӑннӑ пек туса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, халӗ Ксени ҫакна Лузгин пирки халӑха хускатса ярса, хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, тунине ӑнланчӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аникей пукан ҫинче кӑшт каҫӑрӑларах ларчӗ, Дымшакова куҫӗсене хӗссе, ӑшӗнче кулкаласа итлерӗ.Аникей снова сидел на стуле, чуть откинувшись на спинку, и, щурясь, с ухмылкой слушал Дымшакова.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Маччаран ҫакнӑ лампӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнче ишнӗн туйӑнать.Висячая лампа под потолком будто плыла в облаке табачного дыма.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл рысака кӑшт кантарать те каллех юртӑпа ярать, анчах чӑпӑрккапа хӑваламасть, ӑшӗнче ҫеҫ ыйтать: вӑйна ан хӗрхен-ха, утӑм, пулӑшсам, ӗмӗрне те манмӑп!
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Паллах, машинӑна пӑрахса каяс пулсан — ку айван япала пулать, — терӗ Мажаров хӑй ӑшӗнче. — Хӑраса ӳкни, урӑх нимӗн те мар. Тата мӗн кӑтартатӑп-ха эпӗ кайнипе?
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Нимех те мар, — мӑкӑртатрӗ Константин, ҫул ҫинче ӑнсӑртран тӗл пулнӑ хӗре ӑшӗнче тав туса.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Апла пулсан, эсир пирӗнпе ларса пыма пултаратӑр, — темскертен вӑтанса, анчах каллех хӑй ӑшӗнче савӑнса, сӗнчӗ Васенӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Мӗншӗн кунта Ксенине тӗл пулмастӑп тесе шутларӑм-ха эпӗ? — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӳрте кӗрсен, вӑл хӑй ӑшӗнче савӑнса кулнӑ, сӑмавар лартма хушнӑ, каллех вӗретнӗ тӑварлӑ шыв ӗҫме ларнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте ахӑлтатса кулса янӑ, Игнат Савельевич та ӑшӗнче кулса илнӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӑсатаканнисем каяканнисемпе сывпуллашнӑ вӑхӑтра, ӑсатаканнисем вакунра пулнӑ чухне, Мажаров лара-тӑра пӗлмерӗ, хӑйне ӑшӗнче тусӗсене чӗнменшӗн вӑрҫрӗ, ятларӗ, — вӗсем ӑна ҫул ҫине ӑшӑ сӑмахсем калатчӗҫ, аллине хыттӑн тытса чӑмӑртатчӗҫ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени хуравламарӗ, кӗпе-йӗме чӳхесе пӗтерчӗ, пӗшкӗнсе кӗвенте айне тӑчӗ те, ҫемҫен яра-яра пусса, шыв хӗрринчен ерипен утрӗ, хулпуҫҫисем ҫине пуснипе хӑйне ӑшӗнче ҫӑмӑлтарах пулнине туйрӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Мӗн тӑвасшӑн-ха эпӗ? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Ксени хӑй ӑшӗнче, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса выртакан шыв ҫине тӗлсӗр пӑхса.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Коробин хут купи ӑшӗнче чаваланчӗ те кӑвак конверт шыраса тупрӗ.— Коробин порылся в стопке бумаг и отыскал голубенький конверт.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн кашни хусканӑвӗнче ӗҫе васкамасӑр, тӗплӗн тума хӑнӑхни сисӗнсе тӑрать, ку вара Вершининӑн нихҫан та ҫителӗклӗ пулман, ҫакӑншӑн вӑл юлашки вӑхӑтра хӑй ӑшӗнче хытах асапланнӑ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.