Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Юратакан хӗрарӑмӑн куҫӗсем мӗнле пулнине эпӗ халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ», — шутланӑ Григорий, май уйӑхӗнчех пулнӑ чи паллӑ тӗлпулусенчен пӗрне аса илсе.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна ҫакна лайӑх пӗлнӗ, кунсӑр пуҫне тата Аршинцева бригадӑри парторг, ҫавӑнпа ӑна Татьяна хӑйӗн чи ҫывӑх помощници тума шутланӑ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Халӗ манӑн пурне те пӗлмелле», — шутланӑ вӑл, ҫак сӑмахсем уншӑн пысӑк вырӑнта тӑнӑ.«Теперь мне все нужно уметь», — думала она, эти слова для нее были важными.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пуҫне тайса урисем ҫине пӑхнӑ та, ҫӗр мӗнле ҫемҫелсе, пылчӑкланса кайни ҫинчен шутланӑ, анчах унӑн пуҫне Соньӑна аса илтерекен шухӑшсем пыра-пыра кӗнӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫитет вӑхӑт, вара эпӗ те Наталья Павловна пек пулӑп, тесе шутланӑ Ирина: унӑн куҫӗсем тавра та пӗркеленчӗксем пуҫтарӑнӗҫ, ҫулсем иртнӗ май унӑн ҫӳҫӗ те шуралӗ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек пӗр-пӗрне пӑхнине вӗсем, тен, хӑйсем те туйнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем, кулса, кашни хӑй ӑшӗнче шутланӑ: Наталья Павловна тахҫан ӗлӗк хӑй те Ирина пек хитре те ҫамрӑк пулни ҫинчен; ҫакӑн пекех ӑна та кирек епле кӗпе те килӗшнӗ; унӑн ҫамрӑк кӑвак куҫӗсем те ҫакӑн пекех йӑлтӑртатнӑ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ҫакӑншӑн пӗтӗмпех Тутаринов айӑплӑ тесе шутланӑ.И он был глубоко убежден, что это случилось по вине Тутаринова.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсир района эп шутланӑ пек ертсе пымастӑр…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Мӗншӗн апла шутланӑ вара эсӗ?
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑпкари хӗрача кама хывнине пӗлме кансӗр пулсан та, хӑнасем карчӑка кӳрентерме хӑяйман, ҫывӑрса выртакан хӗрача питне курса, пурте вӑл чӑн-чӑнах Василиса Ниловнӑна пӑхнӑ тесе шутланӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей йӑнӑшнӑ пултӑр — вӑл хӗрӳ ҫын, пурнӑҫра пурне те пӗлсе ҫитереймест-ха, эпӗ, эпӗ мӗн шутланӑ?..
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл ӗнтӗ хӑйне Андрей Нецветов арӑмӗ тесе шутланӑ, телейлӗ пулнӑ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ҫӗр Татьяна ыйӑх килменнипе аптранӑ: ӗнер Ильяпа калаҫнине шикленсе аса илнӗ вӑл, хӑйӗн, хусах арӑмӑн, хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ ҫинчен, кӗҫӗр ҫеҫенхиртен килмелле пулнӑ, анчах темшӗн килмен Григорий ҫинчен шутланӑ…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Наталья Павловна Кондратьевпа пӗрле районсенче пӗр ҫӗрте ҫеҫ мар пулса курнӑ, вӑл ҫавӑн пек час-часах пӗччен пурӑнассипе хӑнӑхнӑ, райком секретарӗсен арӑмӗсем пурте шӑпах ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пулас очеркӑн планӗ ҫинчен шутланӑ чухне ун куҫӗ умне сӑртсем тӑрринче курнисем йӑлтах илемлӗ картина пек тухса тӑнӑ.Он обдумывал план будущего очерка, и все, что он видел в горах, вставало перед ним.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Историрен ҫакӑ паллӑ: пирӗн асаттесемпе вӗсен ашшӗсем ҫакӑнти вырӑнсенче кам ӑҫта кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнта вырнаҫнӑ, кам ӑҫта шутланӑ ҫавӑнта ҫурт лартнӑ, — ун чухне ҫынсем планне-мӗнне пӗлмен, илемлӗх ҫинчен никам та шутламан.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эсӗ тата мӗнле шутланӑ? — ыйтрӗ Ирина.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Капан ҫинче инҫе кайма пулӗ-ши тесе шутланӑ евӗр, Сергей кӗрлесе юхакан шыв ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗн ҫӑра та ҫаплах типсе ҫитеймен куҫхаршийӗсене пӳрнисемпе сӑтӑрса якатрӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вырӑссен вӑрман ҫулӗ ҫинче тӑракан малти постне пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн роти ял еннелле ыткӑнсан, Рудольф Митман советсен пӗчӗкҫеҫ «бандине», ӑнсӑртран ҫапса, темиҫе минут хушшинчех пӗтерсе тӑкма пулать, тесе шутланӑ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Таҫта малта, инҫетре, ҫак ушкӑн кайма шутланӑ ҫӗрте, нимӗҫ самолёчӗсем ҫулсем тӗлне хунарсем ҫакса тухнӑ, — ҫӗрлехи тӗттӗм вӗсен хӑрушӑ та вилӗ ҫутинчен аяккалла тӑрать.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.