Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Ачисене те хӑйсен пултарулӑхне, вӑйне шанма вӗрентсе ӳстереҫҫӗ Порфирьевсем.

Help to translate

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Иккӗшӗ те суйланӑ профессийӗсенче хӑйсен вырӑнне тупнӑ: республикӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Пирӗн районта тӑваттӑн вӗсем - хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑшманпа кӗрешнисем.

Help to translate

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Чӑнах та кунта ниме пӑхмасӑр, хирӗҫ нимӗн те ыйтмасӑр кирек кама пулӑшма хатӗррисем, районӑн обществӑлла пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансем, йывӑрлӑхри е хӳтлӗхсӗр ентешсене хӑйсен ӑшшине парнелекенсем пулчӗҫ теес килет.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Апла пулин те ашшӗсемпе амӑшӗсен хӑйсен тивӗҫӗсем пирки манмалла мар.

Help to translate

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Пӗрре, хӗвел анаспа, Алимпи хиртен таврӑнчӗ те хӑйсен килӗ умӗнчи пӗренесем ҫинче салтак тумтирӗ тӑхӑннӑ каччӑ ларнине курчӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫамрӑксенчен хӑйсен ирӗкӗпе каяс текенсем те пулаҫҫӗ пуль.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

«Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ.

«На сегодняшний день в России производители хмеля и солода не смогут обеспечивать рынок своей продукцией.

Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html

Пирӗн ачасем яланах сывӑ пулччӑр, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарччӑр, ҫемьере хӑтлӑх тата ырлӑх хуҫаланччӑр.

Пусть ваши дети всегда будут здоровы и радуют своими успехами, а в семьях царят уют и благополучие.

Олег Николаев Амӑшӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/27/gla ... aet-s-dnem

Ачи те пур хӑйсен, — терӗ тепӗр хӗрарӑмӗ.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗсене пирӗн пурнӑҫшӑн пачӗҫ, пӗтӗм халӑх телейӗшӗн, ачамӑрсемшӗн…

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Пӳрчӗ хӑйсен пысӑк та ҫӗнӗ.

Дом у самих был большой и новый.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӗр хӑйсен хапхи умне ҫитсен те Исаков ҫине тата тепӗр хут пӑхса илчӗ.

Дойдя до ворот своего дома, девушка еще раз взглянула на Исакова.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Министр шухӑшӗпе, ГТО - ятарласа палӑртнӑ тӗллев мар, унӑн тӗрӗслевӗ витӗр тухса ҫынсен хӑйсен пултарулӑхне хакламалла, ҫапла вара физкультурӑпа туслашса харпӑрхӑй сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне йӗлтӗрпе чупассипе, урапаллӑ тракторпа кӑткӑс та чӑрмавлӑ дистанцире тупӑшса тата кире пуканӗ йӑтса кӑтартрӗҫ, Пермь крайӗн тата Тутарстан командисем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Хӑйсен тӗлне машина чарӑннине асӑрхаса, Ваҫук аслашшӗпе амӑшӗ те урама тухрӗҫ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Акӑ ӑна аякран Куславкка вырӑсӗсем хӑйсен сулли ҫинчен асӑрханӑ.

Help to translate

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай вӑхӑт иртсен, пӳртрен Шӗшлӗпе вулӑсри тиек Виноградов тухрӗҫ (тиекӗн тӗп хушамачӗ Мемме; Мемме Ҫеркки, теҫҫӗ ӑна хӑйсен ялӗнче, халӗ — Сергей Васильевич Виноградов).

Help to translate

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ваҫҫа хӑй каласа кӑтартать, мухтанать вӑл Шӗшлӗ таврашӗсем хӑйсен киревсӗр ӗҫне чеелле тума пӗлнипе.

Help to translate

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешсем хӑйсен картузӗсене кӑшт йӑтам пек туса илчӗҫ те тӑрантас ҫинчен анма ҫӗкленчӗҫ.

Help to translate

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed