Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) more information about the word form can be found here.
— Эсир сӑнаса кӑна пӑхӑр.

— Ничего, вы попробуйте.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ак, вӑл манӑн енне ҫывӑххӑн пӗшкӗнсен, ӑна эп чиперрӗн сӑнаса илтӗм: Амед ҫав-ҫавах, чӑн ӗнтӗ — хулпуҫҫийӗсем ӗлӗкхинчен нумай сарлакарах.

А теперь, когда он наклонился близко, я снова разглядела его и увидела, что хотя он и вырос, стал шире в плечах и резче чертами лица, но все в нем осталось таким же.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӗт бидонӗсем йӑтнӑ Жмырев такама шырать — поезд ҫине сӑнаса пӑхкалать.

Жмырев тащил два молочных бидона и внимательно оглядывал поезд, кого-то выискивая.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир хамӑра вутпа кӗрешес ӗҫре сӑнаса пӑхрӑмӑр.

Мы попробовали себя в борьбе с огнем.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗҫӗ акӑ мӗнле тӑрать иккен-ха: «Св. Мария» 1912-мӗш ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914-мӗш ҫулхи апреле ҫитиччен тинӗсре епле куҫса пынине карттӑ тӑрӑх сӑнаса пӑхнӑ май, В. профессор ҫав широтара 64° долготара халиччен этеме паллӑ пулман ҫӗр пур тесе шухӑшлать.

Дело в том, что, изучив карту дрейфа «Св. Марии» с октября 1912 по апрель 1914 года, профессор В. высказал предположение, что на широте 78°02′ и долготе 64° должна находиться ещё неизвестная земля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанах вӑл тинкерсе, кӑмӑлласа вуланӑ; сасартӑк унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ, — Марья Ивановна, унӑн пур хусканӑвӗсене те сӑнаса пынӑскер, лешӗн сӑнӗ, тин ҫеҫ кӑмӑллӑ та лӑпкӑскер, пачах улшӑнса, хаяррӑн туйӑнакан пулса кайнинчен хӑраса ӳкнӗ.

Сначала она читала с видом внимательным и благосклонным; но вдруг лицо ее переменилось, — и Марья Ивановна, следовавшая глазами за всеми ее движениями, испугалась строгому выражению этого лица, за минуту столь приятному и спокойному.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Дама ӑна тинкерсе пӑхнӑ; Марья Ивановна та, ун ҫинелле пӑхса, ӑна ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех сӑнаса илме ӗлкернӗ.

Дама пристально на нее смотрела; а Марья Ивановна, со своей стороны бросив несколько косвенных взглядов, успела рассмотреть ее с ног до головы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӗсене, Саня картинисем иккенне пӗлмесӗрех, Саня живопиҫе вӗреннине, Художество академине кӗме хатӗрленнине пӗлмесӗрех чылайччен сӑнаса тӑтӑм.

и я долго изучал их, не зная, что это Санины Картины, что она учится живописи и мечтает об Академии художеств.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Расщепей пӗр самант ачасен чӗмсӗрлӗхне сӑнаса тӑчӗ, ахӑрнех, вӑл ҫак шӑплӑхра темӗскер пуррине туйрӗ пулас!

Расщепей прислушался к молчанию ребят и, видимо, что-то уловил в нем.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

мӗн кирлӗ — пӗтӗмпех сӑнаса пӗлетӗп, тытас пулсан — отрядран тӑрса юлнӑ ача тетӗп.

разгляжу все, что надо, а если поймают, что ж — скажу, что отстал от отряда.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл бинокльпе сӑнаса тӑрать.

Глаза его были закрыты окулярами бинокля.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара эпир татах та, татах та сӑнаса пӑхрӑмӑр.

И мы пробовали еще раз и еще раз.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ытах та килтӗр пулсан, тепре сӑнаса пӑхар эппин.

Раз уж пришли, давайте еще раз попробуем.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Куна, Евстафьич, Устя валли сӑнаса пӑхас тетпӗр, — ӑнлантарать гримӗра Расщепей.

— Вот, Евстафьич, — объяснил гримеру Расщепей, — на Устю будем пробовать.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӑнаса пӑхар-ха, пленка мӗн калӗ тата.

Проверим, как на пленке получится.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Унӑн пичӗ таса, манӑн… кӑштах сартут шатрисем пур, — каларӑм эп, портрет ҫине сӑнаса пӑхса.

— У нее тут лицо чистое, а у меня… встречаются кое-где веснушки, — сказала я, рассмотрев внимательно портрет.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахальтен мар унӑн сӑнаса пӑхакан савӑш куҫӗсем мана ӗнерех ытла та паллӑн туйӑнчӗҫ.

Поэтому мне и показались еще вчера на мосту такими знакомыми эти веселые, любопытные глаза.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Темшӗн вӑл мана хама сыхласа ларнӑ пек туйӑнчӗ, хӑрах куҫӑн, кайӑк пек, пулӑнни пек тухса тӑран ҫавра куҫӗпе сӑнаса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

Мне почудилось, что он незаметно следит за мной, как птица, одним круглым, плоским глазом.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Элле сана та хаяр мужик патне-и? — хӑй пуҫласа пачӗ шофер, тӗкӗр ҫине ӳкнӗ манӑн пите сӑнаса.

— Что, для мужика, наверно, сердитого? — вдруг сам заговорил шофер, поглядывая на меня в зеркало.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан пирӗн сӑнаса пӑхмалла.

Мы должны попробовать сперва.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed