Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) more information about the word form can be found here.
— Чаплӑ Сулла, эпӗ ҫынсемпе япаласем ҫине санӑн вӑйлӑ пултарулӑху тӑрринчен пӑхма пултараймастӑп; анчах тӳрех калатӑп: ирӗклӗхе вара аскӑнлӑха ҫитиех юрататӑп, хӗссе тӑнине кураймастӑп — хӗсессине ырӑ кӑмӑлпа витсе е тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫленҫи пулнӑ пек туса пыраҫҫӗ пулин те.

— Не могу я, о прославленный Сулла, глядеть на людей и взвешивать события с высоты твоего величия, знаю только, что я от рождения люблю свободу и не выношу никаких уз, и прямо скажу — ненавижу тиранию, хотя бы она скрывалась под маской великодушия, хотя бы ею пользовались лицемерно, якобы для блага родины.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Килех, килех, — манӑн чипер галл, сана мар эп тытӑп, санӑн суллуна, санӑн пуллуна тытатӑп!

Приди, приди, красавец галл, я не тебя ищу, а рыбу…

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Санӑн, Киш, сунара мӗнле ҫӳрени ҫинчен пире каласа памалла пулать.

— Киш, ты должен объяснить, как ты охотишься.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Эсӗ усал турӑсемпе ҫыхӑну тытатӑн, теҫҫӗ, ҫавӑнпа санӑн сунару яланах ӑнӑҫлӑ пулса пырать тесе айӑплаҫҫӗ, — тенӗ вӑл ҫиллипе.

— Мы думаем, — сказал Уг-Глук многозначительно, — что ты имеешь дело со злыми духами и потому твоя охота удачна.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Хӑҫан та пулин эсир хӑвӑр ман патӑма пырса: «Киш, эпир санӑн сӑмахна итлесшӗн, пире эсӗ калани кирлӗ, ҫавӑн пек пирӗн ӗмӗт», тесе каличчен эпӗ сӑмах та хушмӑп.

Никогда, пока вы сами не придете ко мне и не будете упрашивать: «Киш, говори! Мы хотим этого!»

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Санӑн Уг-Глук арӑму пур, — тенӗ вара вӑл, — эсӗ уншӑн та калаҫатӑн.

— У тебя жена, Уг-Глук, — сказал он, — и ты за нее говоришь.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Эпӗ санӑн чӗрӳ талтлатнине илтетӗп.

Я слышала стук твоего сердца.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсем патнелле каякан тӗтӗм палкамӗсем витӗр Ар куҫӗсем санӑн ӑшун сӗмлӗхнелле, чунун тӗпнелле тинкереҫҫӗ.

Сквозь струи уходящего к звёздам дыма Глаза мужчины глядят в темноту твоего чрева, в дно души.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн упӑшку ташлакан чӗлхесен тепӗр енче ларать.

Муж твой сидит по другую сторону пляшущих языков.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн тусу хӑюллӑ та чӑрсӑр, вӑл — Тӳпен чӑн-чӑн ывӑлӗ, уншӑн ан кулян, ан хӑра.

— Твой друг отважен и дерзок, он истинный сын неба, не бойся за него.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн аллусем тимӗртен, чӗр куҫҫисем — чулран.

Твои руки из железа, колени — из камня.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн — ҫав тери чаплӑ-хитре сӑн.

У тебя прекрасное лицо.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ан пӑрах, — Лось Аэлитӑран флакон илчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, — ку санӑн — парне, Аэлита: тӗксӗм тумлам, пӗлӗт, тӳлеклӗх.

— Не бросай, — он взял у неё флакончик и сунул в карман, — это твой дар, Аэлита: тёмная капелька, сон, покой.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл мана… сана тата санӑн юлташна вӗлерме хушрӗ, — Аэлитӑн шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Он мне велел убить тебя и твоего товарища, — зубы Аэлиты блеснули.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпӗ санӑн куҫусенчен хӑрамастӑп.

Я не боюсь твоих глаз…

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита, пурӑнакан мӗн пурри, — салӑпа, ӳт аскӑнлӑхӗпе тулсах ларнӑскер, — чӑннипех те пӗтмеллине лӑпкӑн пӑхса-тӗмсӗлсе сӑнани ҫеҫ, санӑн чӗмӳ, пулса-ҫӗкленсе ҫитнӗскер, пурнӑҫӑн мӗскӗн сӑнавлӑхӗнче урӑх пулма килӗшменскер, ӑнунтан-ӑсунтан тухса ирӗкленни кӑна — пӗтет те…

Аэлита, только спокойное созерцание неизбежной гибели всего живущего, — этого пропитанного салом и похотью тела, только ожидание, когда твой дух, уже совершенный, не нуждающийся более в жалком опыте жизни, уйдёт за пределы сознания, перестанет быть.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн юну пӑтранать, пӑлханать…

Твоя кровь в смятении…

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Санӑн юн тӗпӗнчен авалхи-авалхи юлашкилӗх — хӗрлӗ тӗттӗмлӗх — тапма пуҫланӑ ахӑр, ку — пурнӑҫа тӑсас туртӑм-хӑват.

Со дна твоей крови поднимается древний осадок, — красная тьма, — это — жажда продления жизни.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Мӗнре санӑн хавху?

В чём твоя тревога?

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эпӗ санӑн шухӑшусен йӗрне япӑх ӑнланатӑп, Аэлита, — терӗ вӑл типпӗн, — санӑн шухӑшусенче — иккӗлӗх тата хире-хирӗҫлӗх.

— Я плохо понимаю ход твоих мыслей, Аэлита, — проговорил он суховато, — в твоих мыслях двойственность и противоречие.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed