Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Тоня кӑвак шыв ҫине хуйхӑллӑн пӑхать, — унӑн куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ.

Тоня с тоской глядела на синеву реки, и глаза ее наполнились слезами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ара эсӗ вӗт ку! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн куҫӗсене хӑй ӗненмесӗр.

Ведь это же ты! — крикнул он, не веря своим глазам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ хам пек ҫынсен, эсир фронта хӑваланӑ ҫынсен куҫӗсене уҫса пытӑм.

И я открывал глаза таким же, как я, солдатам, которых вы на фронт гнали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ, хӗҫ пек вӑрӑм француз штыкӗ тӑхӑнтарнӑ пӑшалне малалла тӑсса, Серёжа ҫине мулкач пек сиксе пынӑ, Сергей унӑн хаяррӑн чарса пӑрахнӑ куҫӗсене пӗр самантлӑха ҫеҫ курса юлчӗ.

Летел тот на него, выкинув вперед винтовку, с длинным, как сабля, французским штыком, бежал заячьими прыжками, крича что-то несвязное, часть секунды видел Сергей его глаза, расширенные яростью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Зон хыҫӗнче, Тимошенкӑн электричество хунарӗнчен ӳкекен ҫутӑ ҫине куҫӗсене хӗскелесе, халат тӑхӑннӑ хӗрӗсем тӑраҫҫӗ.

За спиной Зона, накинув халаты, щурясь от света электрического фонарика Тимошенко, стояли дочери.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Малти ретре сӑмсисене пудрӑпа шуратнӑ гимназисткӑсем, тӗрлӗ еннелле куҫӗсене вылятса, хӑйсем хушшинче калаҫса лараҫҫӗ.

В переднем ряду гимназистки старших классов, с напудренными носиками и лукаво стреляющими по сторонам глазками, переговаривались между собой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл унӑн ҫӳҫен шӑршине сисет, тӗттӗмрех ӑна унӑн куҫӗсене курнӑн туйӑнать.

Он чувствует запах ее волос и, кажется, видит ее глаза.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

Ее глаза широко раскрылись.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Черняк куҫӗсене чарса пӑрахрӗ.

Черняк насторожился:

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Долинник ҫак кулӑшла ӗҫ пулса пынине куҫӗсене чарса пӑрахсах пӑхса тӑчӗ.

Долинник смотрел на эту комедию широко раскрытыми глазами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Старик хӑйне ирӗке кӑларнине часах ӗненмерӗ, вӑл эсаул ҫине пӑхса, суккӑртарах куҫӗсене мӑч-мӑч хупса: — Апла пулсан, мана кайма юрать-им? — тесе ыйтрӗ.

Старик не сразу поверил, что его отпускают, и, обращаясь к есаулу, заморгал подслеповатыми глазами: — Значит, мне уйти дозволяется?

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мобилизациленнисен речӗсем умӗнчен иртнӗ чухне вӑл, куҫӗсене йӗрӗнчӗклӗн хӗссе, тутисене ҫырткаласа пычӗ.

Проходя вдоль рядов мобилизованных, презрительно сощурил глаза, нервно покусывая губы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Уйӑрӑлса кайнӑ чух кулкаласа, хура куҫӗсене шанчӑклӑн вылятса илчӗ.

И, уходя, улыбнулась ему обещающими карими с поволокой глазами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мӗн пуҫламалла? — куҫӗсене чарса пӑрахрӗ вӑл Саломыга ҫине.

— Чего начинать? — вылупил он бессмысленные глаза на Саломыгу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ытах та хӗрсе ташлакан пуп хӗрӗн юбки ҫӗклене-ҫӗклене каять, кашни ҫӗкленмессерен юбка айӗнчен пурҫӑн трико курӑнса, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ арҫынсене савӑнтарса илет.

Взметнувшиеся вверх веером юбки открывали восхищенным воякам шелковое трико не в меру расходившейся поповны.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав пӑлхавлӑ вунтӑххӑрмӗш ҫулхи апрель кунӗсенче хӑраса ӳкнӗ обыватель ирсеренех ыйӑхлӑ куҫӗсене тӑрмаласа кантӑкне уҫать те хӑйӗнчен маларах вӑраннӑ кӳршинчен ыйтать:

В тот апрель мятежного девятнадцатого года насмерть перепуганный, обалделый обыватель, продирая утром заспанные глаза, открывая окна своих домишек, тревожно спрашивал ранее проснувшегося соседа:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ, морж пек, шыва пӗрӗхет, аллисемпе хӑвӑрттӑн шыв ҫине ҫапса пырса, ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑнӑ выртать, пуҫхӗрлӗ чикеленсе илет, ывӑнса ҫитсен, месерле выртса ишет, ҫутӑ хӗвеле хирӗҫ пулсан, куҫӗсене хӗсет те аллисене сарса пӑрахать, кӑшт кукӑрӑлса, вилнӗ пек хускалми пулса выртать.

Он фыркает, как морж, разрезая воду короткими саженками, переворачивается, кувыркается, ныряет и, наконец, устав, ложится на спину, зажмурив глаза от яркого солнца, замирает, распластав руки и чуть изогнувшись.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫерҫи Варӗ ятлӑ ялӑн хӗрринче, хӑрӑмпа витӗннӗ, стенипе ҫул енне тӳртӗн пӑхса ларакан кивӗ, шӑтӑк-ҫурӑк тимӗрҫ лаҫҫин вучаххи умӗнче, вутӑ ҫуттинчен куҫӗсене хӗскелесе, Политовский ларать: вӑл вӑрӑм хӗскӗчпе хӗп-хӗрлӗ тимӗр татӑкне ҫавӑркалать.

В старенькой кузнице, повернувшейся своей закопченной стеной к дороге на отшибе села Воробьева Балка, у огневой глотки печи, слегка жмурясь от яркого света, Политовский длинными щипцами ворочал уже накалившийся докрасна кусок железа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Политовский куҫӗсене ялтӑртаттарса илчӗ.

Политовский блеснул глазами:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сухарько, Виктор енне тайӑлса, куҫӗсене хӗссе калаҫать:

Сухарько, подмигивая, нагнувшись к Виктору, говорил:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed