Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи the word is in our database.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) more information about the word form can be found here.
Канлӗччӗ, лӑпкӑччӗ, ытармалла мар илемлӗччӗ 1519 ҫулхи ҫуркунне!

Help to translate

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӗн вӑл вун ҫичӗ ҫулхи каччӑшӑн тӗкме!

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсасем кулаҫҫӗ — мӗне кирлӗ халь ӑна, вун тӑватӑ ҫулхи ҫамрӑка, Крымри иҫӗм ҫырлинчен тунӑ хӑватлӑ эрехпе чӑваш сим пылӗ?

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ ҫулхи Магмет-Эмине вырӑссен аслӑ княҫӗ III Иван хӑйӗн тӑванне йышӑннӑ пек йышӑнчӗ, Али хана хӑваласа ярса престол пама пулчӗ, вӑхӑтлӑха пурӑнма Кашира хулине парнелерӗ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӗве кӗрсе ҫитмен вун ултӑ ҫулхи хӗр ачан мӗнле айӑп пултӑр-ха?

Help to translate

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нургали ҫулпа Ахтупайран нумай аслӑ мар пулсан та авланма ӗлкӗрнӗ иккен, унӑн ялта ҫамрӑк арӑмӗпе икӗ ҫулхи ывӑл ачи пур.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улача кӗпи кӗскерех пулни вун ултӑ ҫулхи Эрнепие пӗве ҫитмен хӗр ача пек кӑтартать.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл нумай та каяймарӗ, ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем хушшинче палланӑ ҫыннӑн ҫав тери тӑван пит-куҫӗ курӑнса кайрӗ.

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вун ҫичӗ ҫулхи тантӑшсем, Карамышпа Тукай, ашшӗсем патӗнче ҫар ӗҫне вӗренетчӗҫ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет Ахтупай вӑйӗпе чӑрсӑрлӑхӗ ҫинчен халиччен пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, анчах ҫапах та вун ҫич ҫулхи качча икӗ вӑйпитти ҫын илсе килейми паттӑр тесе шутлама пултарайман.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старик, пӳртрен йӳле пилӗкӗнех тухнӑ, ҫийӗнчи шурӑ кӗпи чӗркуҫҫи таран усӑнса тӑрать.

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл макӑра-макӑра ҫунакан пӳрте икӗ ҫулхи хӗрача тӑрса юлни ҫинчен пӗлтернӗ.

Она плакала и говорила, что в доме осталась двухлетняя девочка.

Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.

— Вунултӑ ҫулхи ача ӑҫтан суха тума пултартӑр?..

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитмӗл икӗ ҫулхи патвар старик, ун умне темӗнле йывӑрлӑх пыра-пыра тухнӑ пулсан та, парӑнман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унччен те ҫакӑн пек хутах пулнӑччӗ — 1918-мӗш ҫулхи кӗркунне, — ӑнлантарчӗ Яковлев, хӑнасем хута вуласа пӗтерсен.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр вӑтам ҫулхи арҫын (музыкант пулас) контрабас йӑтса тухнӑ та ним тума аптраса тӑрать.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пысӑках мар сӗтел хушшинче, шинельне хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑскер, вӑтам ҫулхи хыткан ҫын ларать, сухалне хырнӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑвак кӗпе ҫине шур саппун ҫыхнӑ вӑтам ҫулхи хӗрарӑм Эльгеева кӗме чӗнчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тупса парать ашшӗ вунҫичӗ ҫулхи ачине пӗр-пӗр мӑшӑр та, пурӑнать пара леш ӗмӗр тӑршши пӗртен-пӗр арӑмне лӳчӗркесе, — терӗ кула-кула хӑрӑнтӑк сасӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн курнӑ вунсакӑр ҫулхи пуҫупа?

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed