Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Вара вӑл шухӑшласа илнӗ те каланӑ: «манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп!
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ пухнӑ.17. И ели, и насытились все; и оставшихся у них кусков набрано двенадцать коробов.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ: 5. акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ; 6. хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ; 7. хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ; 8. хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫисе ларнӑ чухне Иисус каланӑ: чӑн калатӑп сире: сирӗнтен пӗри, Манпа пӗрле ҫиекенӗ, Мана тытса парӗ, тенӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Вифанире тилҫеллӗ Симон килӗнче апат ҫисе ларнӑ чухне пӗр хӗрарӑм алаватсӑр савӑтпа хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен тунӑ мирӑ илсе пынӑ; савӑтне ҫӗмӗрсе ҫӑвне Ун пуҫӗ ҫине юхтарнӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ.8. И ели, и насытились; и набрали оставшихся кусков семь корзин.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Пурте ҫисе тӑраннӑ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ пӗрне туллиех пухнӑ; 38. ҫиекеннисем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ; 21. ҫиекенӗсем, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
акӑ акаҫӑ акма тухнӑ; 4. акнӑ чухне хӑш пӗрчи ҫул хӗррине ӳкнӗ; вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килнӗ те ӑна ҫисе янӑ; 5. хӑшӗ чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ, унта тӑпра сахал пулнӑ; тӑпра ӑшӑх пулнӑран пӗрчӗ часах шӑтса тухнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эпӗ курса тӑнӑ вӑхӑтра акӑ сылтӑм енчи пуҫ сулахай енчине ҫисе ячӗ.35. И вот, голова с правой стороны пожрала ту, которая была с левой.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫак пуҫ, ытти икӗ пуҫпа пӗрлешсе кайнӑскер, патша пулма ӑнтӑлнӑ икӗ пӗчӗк ҫуната ҫисе ячӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иудейсем те вӗсенӗн сӑпрайӗсене хирӗҫ тытӑҫма сӑпрайсем вырӑнаҫтарса тухнӑ, ӗнтӗ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ; 53. анчах управӑшсенче малтан хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫӗ ҫитеймен, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул теекен ҫулталӑк пулнӑ, мӗн янтӑласа хунине Иудейӑна суя тӗнлӗ ҫынсенчен тарса пынӑ халӑх ҫисе янӑ; 54. ҫапла вара сӑваплӑ Ҫурта сыхлама ҫынсем нумай юлман: выҫӑпа аптӑранипе кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне саланса пӗтнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ лӗпӗш хурчӗ пек ӗрчесе кайсан та, хӗрлӗ шӑрчӑк пек ӗрчесе кайсан та, унта сана вут хыпса ҫӑтӗ, хӗҫ тураса тӑкӗ, сана лӗпӗш хурчӗ ҫинӗ пек ҫисе ярӗҫ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫапла пулчӗ: хӗрлӗ шӑрчӑк ҫӗр ҫинчи курӑка ҫисе пӗтерсен, эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! хӗрхенсемччӗ; Иаков мӗнле чӑтса тӑрайӗ? вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗ-ҫке, терӗм.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сирӗн тыррӑра Эпӗ ӑрша ярса та, шурӑхтарса та пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн нумай пахчӑра, сирӗн иҫӗм ҫырли пахчисене те, смоква йывӑҫӗсене те, ҫу йывӑҫӗсене те хурт ҫисе яратчӗ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тырӑ хуртӗнчен юлнине хӗрлӗ шӑрчӑк ҫинӗ, хӗрлӗ шӑрчӑкран юлнине хуртсем ҫинӗ, хуртсенчен тӑрса юлнине нӑрӑсем ҫисе янӑ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.