Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Эпӗ Семилетова шоссе ҫине артиллерирен хӳтлӗх хӑварма, бригадӑн тӗп вӑйӗсемпе Солхат патне тухма канаш патӑм.

Я посоветовал Семилетову оставить на шоссе артиллерийские заслоны, а основными силами бригады выходить к Солхату.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти тытӑнчӑклӑн, пӑвӑннӑ сасӑпа, сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, Мерельбан Солхатри вырӑссемпе армянсен кварталӗсене пӗр ҫын юлмиччен пусса тухма приказ пани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Кариотти прерывающимся, сдавленным голосом, глотая слова, доложил, что Мерельбан приказал начать поголовную резню русских и армянских кварталов Солхата.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ман пата Габриэлян, пысӑках мар ҫамрӑк ҫын, питӗ именекенскер, пычӗ те тытӑнчӑклӑн калаҫса, тӳрре тухма тӑрӑшрӗ.

Ко мне подошел Габриэлян, невысокий молодой и чрезвычайно стеснительный человек, и принялся сбивчиво оправдываться.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Устин Анисимовича илсе тухма тата Михайлюк водолаза каллех хулана куҫарма йышӑнчӗҫ.

Было решено вывезти Устина Анисимовича и снова перебросить обратно в город водолаза Михайлюка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кариотти хӑйӗн разведкӑри ӗҫне питӗ лайӑх пӗлет, унӑн вӑрттӑн тӗл пулмалли вырӑнсем, тусӗсем пур, вӑл чи хӑрушӑ операцисенчен те сывлӑхлӑ пуҫпа тата сурансӑр-мӗнсӗрех тухма пултарать.

Кариотти отлично знал свое дело разведчика, имел явки и друзей и выходил целым и невредимым из самых отчаянных операций.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӑвӑрах ӑнланатӑр вӗт: вӑрмантан тухма юрамасть.

Ведь сами понимаете: уйти из лесу нельзя.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ хушнипе Яша аманнисене ҫыран хӗррине илсе тухма кайрӗ.

По моему приказанию Яша ушел выводить раненых к берегу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Феодосирен е Судакран хурал катерӗсем тухма пултараҫҫӗ, ҫыран хӗррине засадӑсем пытанса ларма пултараҫҫӗ, тен, тата, ӑҫта та пулин пирӗн ҫывӑхрах, нӳрлӗ сӑртсем хушшинче, пӗрӗхекен сивӗ ҫумӑр айӗнче, тапӑнмалли лайӑхрах саманта кӗтсе тӑшмансем кӳтсе ларма пултараҫҫӗ.

Могли выйти патрульные катеры из Феодосии или Судака, могли быть береговые засады, и, может быть, где-нибудь близ нас, так же поеживаясь на сырых скалах под моросящим дождем, лежат враги, выжидая удобную минуту для нападения.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Аманнисене турттарса тухма Коктебельпе Карадаг наука станцийӗ хушшине палӑртсан лайӑхрах пулассине вӑл халӗ тепӗр хут каласа ҫирӗплетрӗ.

Он также подтвердил, что лучше ориентироваться на участок между Коктебелем и Карадагской научной станцией.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Юланутпа турттарса тухма тивет.

— Придется вывозить вьючным транспортом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Гаврилов ӑна ура кӗлипе айккинчен тапа-тапа илет, анчах утӑмран тухма ирӗк памасть, ку вара лашана татах та ытларах тарӑхтарса хавхалантарать.

Гаврилов хлопал ее пятками под бока, но из шага не выводил, что злило лошаденку и прибавляло ей бодрости.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӗсене Коктебель патӗнчен турттарса тухма майлӑрах, мӗншӗн тесен унта румынсем хурал тӑраҫҫӗ.

Вывозить лучше у Коктебеля, где охрану держат румыны.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ сан валли ҫула тухма лайӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хурӑп.

Я тебе на дорогу хорошего продукта припасу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Партизансем патне тухма сылтӑмалла кайӑр.

Держитесь праворуч, шоб попасть к партизанам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кун пек чухне тӑшман умран та, хыҫран та, айккисенчен те килсе тухма пултарать.

А здесь противник может появиться и впереди, и позади, и с боков.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир флот командованипе калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ — вӗсене илсе тухма вӗсем катерсем яраҫҫӗ.

Мы договорились с командованием флота — они вышлют за ними катеры…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Е «DR» аэродрома стройран кӑларсан, йывӑр аманнисене тинӗспе илсе тухма пулать.

Если же выведем «WR» из строя, тяжело раненных можно будет эвакуировать морем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ӗнтӗ Кара-Цецепе Асфальт тӑвӗ ҫинче каллех нефть тухма тытӑннӑ, теҫҫӗ…

Говорят, уже пошла снова нефть на Кура-Цеце и Асфальтовой горе…

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Апла пулсан курса тухма пӑсмасть.

— Любопытно было бы вам проехать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Майор тухма хушать.

Майор скомандовал строиться!

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed