Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах the word is in our database.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) more information about the word form can be found here.
Пурте тахҫанах ырӑ ҫанталӑк ҫитессе кӗтнӗ, Корней ирӗксӗрех ҫав ҫанталӑк ҫитнине чи малтан хыпарлакан ҫын пулнӑ!..

Он был невольным первым вестником доброй погоды, которую все давно ждали!..

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах аллисем пушӑ мар пулин те, Аниҫҫе тӑванӗсене ӑшӗнче тахҫанах кӗтсе илчӗ ӗнтӗ.

Но как ни заняты были руки, Анисья в мыслях давно приветила родных.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Турачӗ тахҫанах ҫӗрнӗ-ҫке, тӗксенех — кӑпӑлт ҫеҫ тухса ӳкет.

— Да сук-то уж давно сгнил, тронь его — он и отвалится.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахҫанах килмеллеччӗ!

— Давно бы домой надо!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.

Было удивительно, что все открывалось будто заново, хотя хранилось в памяти давным-давно, — и ввинченное в потолочную балку железное кольцо, на котором когда-то висела детская люлька, баюкавшая его ребятишек, и ржавый крюк, навечно вбитый в стену около порога еще в ту далекую пору, когда у Корнея была своя лошадь и на крюк зимой вешали сбрую, и проступивший даже сквозь пыль на потолке обгорелый кружок от керосиновой лампы, и облезлая, когда-то крашенная голубой краской полка в углу, куда в последние годы, сняв иконы, сыновья и дочери складывали свои учебники и тетради…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫӗнни пулман пулсан, эпир унта тахҫанах тӗрӗслесе пӗтернӗ пулӑттӑмӑр, вӑл пӗтӗм ӗҫе пӑсса пырать…

— Если бы не новенький, мы бы давно навели полный ажур, но он все дело портит…

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иннокентий Ксение качча илме хатӗрленмен пулсан, вӑл, паллах, тахҫанах хӳтӗленӗ пулӗччӗ ӑна!

Если бы Иннокентий не был ее женихом, он, конечно, давно бы защитил ее!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тата, тӗрӗссипе калас-тӑк, Лузгин тахҫанах

Тем более что если уж говорить но совести, то Лузгин давно…

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Любушкина пире хӑй колхозне тахҫанах илесшӗн, анчах вӑл ҫынсене икӗ хутлӑ пурӑнтарасшӑн…

— Любушкина, конечно, давно нас хочет принять в свой колхоз, но она желает, чтобы люди на два этажа жили…

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тахҫанах кӗтет вӑл сире, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ҫывӑрмасть!

Она давно ждет вас, ночей не спит!

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, Лузгин тахҫанах ертсе пыракан пуҫлӑх пулма пӑрахнӑ, халӗ коммунист та мар вӑл, этем те мар…

— Я думаю, что Лузгин давно изжил себя как руководитель, изжил себя как коммунист и даже как человек…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ҫын майне тахҫанах ҫухатнӑ! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна хирӗҫ.

— Личность ты давно потерял! — неслось ему в ответ.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта ун ӑсла сӑмахӗсене тахҫанах хӑнӑхнӑ пулас».

Наверное, тут давно привыкли к его замысловатым оборотам».

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пухусенче Дымшаков е кам та пулин урӑххи вӑрҫса калаҫнине итленӗ чухне Лузгин яланах хӑй тахҫанах тӗрӗсленӗ йӑлана тытса пынӑ — пӗтӗмпех ахаль пакӑлтатаҫҫӗ пулсан та, критикӑна пӗртте хирӗҫлемелле мар, чӗнмесӗр лармалла.

Всякий раз, когда Лузгину приходилось выслушивать на собраниях злые выступления Дымшакова или кого-либо другого, он обычно придерживался давно испытанного правила — никак не отвечать на критику и молчать, даже если будут говорить сплошную напраслину.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей тӑвану хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупӑрласа тӑрас мар пулсан сана, эсӗ партире тӑма мар, тахҫанах тӗрмере тунсӑхланӑ пулӑттӑн.

И если бы Аникей, твой брательник, не загородил тебя своей спиной, ты давно бы за решеткой скучал, а не в партии числился.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав ҫӗре, колхоза тахҫанах касса панӑскере тата ҫӗрпе ӗмӗрлӗхех усӑ курмалли акт тӑрӑх колхоз аллинче юлнӑскере, Аникей чухне япӑхтарса янӑ, унта хурӑнсемпе тӗмӗллӗ йывӑҫсем ӳссе ларнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте, тӑпра тӑварлӑ вырӑнсенче, армути те ӳсмен.

Земли эти, когда-то нарезанные колхозу и отошедшие ему по акту в вечное пользование, при Аникее были запущены, заросли березкой и кустарником, частью так были выбелены солонцами, что на них не росла даже полынь.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, ҫук, ун пек пуҫлӑхӑн сӑмах ҫителӗксӗр-и вара, вӑл яланах халӑхшӑн тӑрӑшатӑп тесе тупа тӑвать, анчах хӑй хресчен пӳртне юлашки хут хӑҫан кӗрсе курнине те тахҫанах маннӑ.

— Нет, нет, у такого начальника в словах недостатка не будет, он всегда клянется интересами народа, а сам давно забыл, когда в последний раз заходил в крестьянскую избу.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Унпа колхоза кайсан, вӑл сан ҫинчен нихҫан та манмастчӗ, хӑй ӑҫта апата ларать, сана та унта хӑйӗнпе юнашар лартать, Коробин мар: вӑл каять те тепӗр чухне, аса та илмест, — тен, эсӗ хырӑм выҫнипе тахҫанах вилсе кайнӑ-ха.

— С ним, бывало, поедешь по колхозам, так он о тебе сроду не забудет — где сам сядет поесть, тут и тебя рядом сажает, не то что Коровин: уйдет иной раз и не вспомнит, что ты, может, давно с голоду околел.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫил-тӑман тахҫанах чарӑннӑ, ҫунӑ юр ирӗлсе пӗтнӗ, — хӗл лариччен кун пекки час-часах пулать ӗнтӗ, — сӗмлӗхре тӗл-тӗл кӑна юр акшар пек шуррӑн курӑнса выртать.

Метель давно стихла, выпавший снег растаял, как это часто бывает перед тем, когда ложится настоящая зима, лишь кое-где известково белели в темноте отдельные уцелевшие островки.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӑлхара чи ҫывӑх чӑваш ялӗ тахҫанах йӗркеленнӗ.

Самое близкое болгарское село образовалось давно.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed