Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах the word is in our database.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) more information about the word form can be found here.
Анчах халӗ йӑлтах сапаланса кайнӑ та, эпӗ унӑн умӗнче тӑп-тӑрӑ ухмах пекех ларатӑп.

Теперь все улетучилось, и я сидел перед ней дурак-дураком…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Халех ак анне патне пырас та пӗр пытармасӑр йӑлтах каласа парас килсе тӑрать.

Несколько раз мне хотелось подойти к маме и рассказать ей все по порядку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Йӑлтах тӗтре хупласа илнӗ.

— Туман закрыл все.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ытах эсӗ килне пулӑ илсе каяс тетен пулсан, эпӗ сана хурахырӑмсене йӑлтах паратӑп.

Если ты хочешь принести домой рыбы, я тебе отдам.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Мана йӑлтах утма йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара эпӗ хамӑн пӗтӗм чеелӗхӗме пула, юри чӑтма ҫук ывӑнса ҫитнӗ пек кутӑна хывма шухӑш тытрӑм.

Мне надоело идти, поэтому я, со всей своей хитростью, решил притвориться безумно уставшим.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах эпӗ хамӑн чунӑмра мӗн пулса иртнине йӑлтах ҫынсене ӑнлантарса пама пултараймастӑп: ӗнерхи тӗксӗм хӗвеланӑҫӗ, манӑн тӑванӑма авӑра илсе каякан асар та писер хумсем, кӑнтӑр ҫумӑрӗ тата банансемпе пальмӑсен ҫулҫисем тӑрӑх шапӑртатса анакан вутлӑ шӗвек юххисем…

Я не мог объяснить этим людям всего, что произошло в моей детской душе, — вчерашний мрачный закат, коловорот волн, унесший моего брата, тропический дождь и огненные потоки на листьях бананов и пальм…

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫавна пула паян ҫӗр ҫинчи чи пысӑк лаптӑклӑ йывӑҫ йӑлт туратсемпе сывлӑшри тымарсенчен ҫеҫ тӑрать, вӗсем ӑна мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтереҫҫӗ.

Поэтому сегодня самое большое по площади дерево мира целиком состоит из кроны и воздушных корней, которые снабжают его всем необходимым.

Капмар баньян — пӗртен-пӗр йывӑҫран тӑракан 1,5 гектар лаптӑк вӑрман // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5566.html

Унӑн ҫӳҫӗсем йӑлтах кӑвакарса кайнӑ…

Без фуражки он совсем седой…

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Полк мӗн туни йӑлтах ҫавӑн пек тӗллев патнелле пырать, ҫавӑнпа та полка панӑ приказ Казакова хӑйӗн приказӗ пек туйӑнать.

Действия полка были направлены именно к этой цели, и поэтому приказ, отданный полку, казался Казакову его собственным приказом.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Полк йӑлтах паллӑ ҫынсенчен, суйласа илнӗ герой-паттӑрсенчен кӑна тӑнӑ пек тухса тӑрать.

Выходило так, что он состоит сплошь из исключительных людей, из отборных героев-богатырей.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ротӑри боецсем умӗнче, Черныш умӗнче хӑй мӗнпе капӑр курӑннӑ, ҫавна йӑлтах пытарса хунӑн туйӑнать.

Будто уже спрятала все, чем так щедро красовалась днем перед бойцами его роты, перед ним.

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шӑлӗсене ялтӑртаттарса, пуринпе те харкаша-харкаша, Хома юлашкинчен хӑйӗн лашипе казаксен пӗр темӗнле йӑпӑх-япӑх кухньине тӳнтерсе ячӗ, ун вырӑнне кӗрсе тӑчӗ те, саламатсемпе ӑшаласран хӑрамасӑр, хыҫалтан хӗстерсе килекенсене самантлӑха чарса, хӑйӗн йӑлтах тискерленсе кайнӑ Ионине казаксем хушшине хӗстерсе кӗртрӗ.

Сверкая зубами, огрызаясь налево и направо, Хома, в конце концов, сбил конем какую-то захудалую казачью кухню, втерся на ее место и, под нагайками сдерживая нажим, втиснул между казаками своего совсем озверевшего Иону.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Йӑлтах амантса пӑрахрӗҫ пулсан, сан вырӑна Фесюра тӑрать.

Совсем ранило, тебя заменяет Фесюра.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫавӑнтанпа эпӗ ҫырма пуҫларӑм, кашни кун тенӗ пекех кӑшт ҫырса пытӑм, ҫырасса эпӗ пурин ҫинчен те мар, чи кирлине ҫеҫ ҫыртӑм пулин те, вӗҫӗ патне шкулта вӗрентме пӑрахсан тата Костьӑпа иксӗмӗр малалли класа йӑлтах пиллӗк паллӑсемпе куҫсан кӑна ҫитрӗм.

С тех пор я начал писать и писал чуть ли не каждый день понемногу, и, хотя я писал не обо всем, а только самое главное, я подошел к концу, уже когда занятия в школе кончились и мы с Костей перешли в следующий класс с одними пятерками.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӑл ҫурхи кунсем, вӗҫен кайӑксем ҫинчен тата тем калама пуҫларӗ, анчах эпӗ астуса юлаймарӑм, мӗншӗн тесен шӑп ҫав вӑхӑтра ман пуҫа хамӑрпа мӗн пулса иртнине йӑлтах ҫырас шухӑш пырса кӗчӗ.

И он начал еще что-то рассказывать про весну и про птичек, но я не запомнил, потому что как раз в это время мне в голову пришла мысль написать про все, что с нами случилось.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Юлашкинчен вӑл стакана йӑлтах тултарса лартрӗ, Костя темӗн ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ те кӗлентӗр ҫинчен мансах кайрӗ.

Наконец она раздулась почти во весь стакан, а Костя о чем-то задумался и как будто совсем позабыл о ней.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Анчах эсӗ никама та ан кала, унсӑрӑн кӑсӑкӗ йӑлтах пӗтет.

— Только ты никому не говори, а то весь эффект пропадет, — говорит Костя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Унта хӗвел питӗ хӗртсе пӑхать, ман сирӗн ӳт йӑлтах вистенсе тӑкӑнчӗ.

А солнце там печет так, что с меня сошла вся кожа.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ӑна пула манӑн кӑмӑлӑм та йӑлтах пӑсӑлчӗ, унччен эпӗ шкула кайнишӗн питӗ савӑнаттӑм вӗт-ха.

Из-за нее у меня настроение совсем испортилось, а до этого я очень радовался, что иду в школу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Халӗ, вӗсем иккӗшӗ Будапештри ҫурт ҫивиттийӗ айӗнче чӗлӗм туртса ларнӑ чух, Черныш хӑйӗн тусӗн кунта мӗн пуррине йӑлтах ҫӗрпе танлаштарса лартас килет пулӗ тесе шутлать.

Теперь, когда они сидели, покуривая, под будапештской крышей, Черныш подумал, что его другу-ленинградцу, наверное, хочется здесь все стереть с лица земли.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed