Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сывӑ the word is in our database.
Сывӑ (тĕпĕ: сывӑ) more information about the word form can be found here.
Николай Владимирович сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллать, ҫавна май спорт мероприятийӗсем те йӗркелет.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Юрий Александрович пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма сӗнет.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш наци конгресӗнче «Сывӑ наци» комитета ертсе пынӑ май тӗрлӗ профилактика мероприятийӗ йӗркелет.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Ҫамрӑк ӑру сывӑ та вӑйлӑ ҫитӗнтӗр тесе тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ача чухне шӑл ыратни вӑйлӑ нушалантарнӑран вӑл шӑл тухтӑрӗ пулма — ҫынсене сиплеме, сывӑ шӑл парнелеме — тӗллев лартнӑ.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тӗпе хурса пурӑнма хӑнӑхтарасси — воспитани тӗллевӗсенчен пӗри.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах тӗрлӗ чир-чӗртен Петӗрпе Униҫҫи ҫеҫ сывӑ юлнӑ.

Однако из-за различных болезней в здравии остались только Петр и Анисья.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

«Сывӑ наци» текен ӑнлав граждансен ӳт-пӳ сывлӑхне кӑна мар, кӑмӑл-сипет сывлӑхне те палӑртать.

Понятие «здоровая нация» включает в себя не только физическое, но и нравственное здоровье граждан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем! Ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен сывӑ ҫын кӑна тухӑҫлӑ пулма пултарать!

Уважаемые депутаты и коллеги! Эффективным может быть только физически и духовно здоровый человек!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑрмаллах ӳстерме, сывӑ конкуренци йӗркелеме, ҫапла вара, юлашкинчен, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май парать.

Это позволит существенно увеличить объемы оказываемой медицинской помощи, создать здоровую конкуренцию и, как результат, повысить качество услуг.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен – сывӑ регион!

Чувашия – здоровый регион!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ.

Чем больше у нас здоровых, активных, жизнерадостных детей, тем больше в республике счастливых и крепких семей! Семья - основа нашего общества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Сывӑ пултӑр футбол!

Help to translate

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Шел, паян таврӑннисенчен те сывӑ ветеран юлман ялта.

Help to translate

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунисене асӑнса, вӑрҫӑран сывӑ таврӑннисене чысласа ирттерекен ҫак мероприятие Елчӗкри шкулта вӗренекенсем, вӗрентекенсем ертсе пынипе, темиҫе ҫултанпа хавхаланса тата пысӑк хастарлӑхпа хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӗнчере чипер ӑс-тӑнлӑ, чӑнкӑ та сывӑ каччӑсем пайтах.

Help to translate

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Пирваях сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, усал йӑласене пӑрахӑҫламалла, тӗрлӗ витаминпа пуян апат-ҫимӗҫпе апатланмалла.

Help to translate

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, уҫӑ сывлӑшра ытларах пулмалла.

Help to translate

Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

«Спорт аэробики пулӑшнипе сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансен йышӗ ҫултан-ҫул нумайланать. Аэробика - спортӑн чи илемлӗ енӗсенчен пӗри. Вӑл кӗвӗ илемлӗхӗпе ташӑ асамлӑхне, спортсмен хастарлӑхӗпе унӑн тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхне пӗтӗҫтерет. Паркет ҫине тухакан ташлать те, сикет те, ҫаврӑнать те. Ҫав вӑхӑтрах унӑн артист та пулмалла. Ҫавӑнпа илӗртет вӑл паянхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа», - терӗ Михаил Васильевич.

Help to translate

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed