Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухне the word is in our database.
чухне (тĕпĕ: чухне) more information about the word form can be found here.
2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Амалик Израиле мӗн тунине, вӑл Египетран килнӗ чухне унӑн ҫулӗ ҫинче ӑна мӗнлерех хирӗҫ тӑнине аса илтӗм; 3. халӗ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тӑк, унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗтер; [вӗсем патӗнче хӑвна валли нимӗн те ан ил, анчах унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех тӗп ту, тупала;] ӑна хӗрхенсе ан тӑр, упӑшкинчен пуҫласа арӑмӗ таранах, яш ачаран пуҫласа кӑкӑр ачи таранах, вӑкӑрӗнчен пуҫласа сурӑхӗ таранах, тӗвинчен пуҫласа ашакӗ таранах вӗлерсе тух.

2. Так говорит Господь Саваоф: вспомнил Я о том, что сделал Амалик Израилю, как он противостал ему на пути, когда он шел из Египта; 3. теперь иди и порази Амалика [и Иерима] и истреби все, что у него; [не бери себе ничего у них, но уничтожь и предай заклятию все, что у него;] и не давай пощады ему, но предай смерти от мужа до жены, от отрока до грудного младенца, от вола до овцы, от верблюда до осла.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вара Саул Ахийӑна: «Турӑ кивотне# илсе кил» тенӗ: Турӑ кивочӗ ун чухне Израиль ывӑлӗсемпе пулнӑ.

18. И сказал Саул Ахии: «принеси кивот Божий», ибо кивот Божий в то время был с сынами Израильскими.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Саул ун чухне Гива хули хӗрринче, Мигрон теекен вырӑнти нар йывӑҫӗ айӗнче, тӑнӑ.

2. Саул же находился в окраине Гивы, под гранатовым деревом, что в Мигроне.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнӑ; [Саул та хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнӑ, ҫавӑн чухне вӗсене тӑшман ҫарӗ тапӑннӑ;] Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене шутласа пӑхнӑ та, вӗсем ултҫӗр ҫын пулнӑ.

15. И встал Самуил и пошел из Галгала в Гиву Вениаминову; [оставшиеся люди пошли за Саулом навстречу неприятельскому ополчению, которое нападало на них, когда они шли из Галгала в Гиву Вениаминову;] а Саул пересчитал людей, бывших с ним, до шестисот человек.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.

1. Год был по воцарении Саула, и другой год царствовал он над Израилем, как выбрал Саул себе три тысячи из Израильтян: 2. две тысячи были с Саулом в Михмасе и на горе Вефильской, тысяча же была с Ионафаном в Гиве Вениаминовой; а прочий народ отпустил он по домам своим.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫавӑн чухне халӑх Самуила каланӑ: «пирӗн патша Саул пулмалла-и?»

12. Тогда сказал народ Самуилу: «Саулу ли царствовать над нами»

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.

27. Когда подходили они к концу города, Самуил сказал Саулу: скажи слуге, чтобы он пошел впереди нас, - и он пошел вперед; - а ты остановись теперь, и я открою тебе, что сказал Бог.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӗсем тӑвалла, хулана хӑпарнӑ чухне шыв ӑсма тухнӑ хӗрсене тӗл пулнӑ та вӗсенчен: кунта витӗркуран пур-и? тесе ыйтнӑ.

11. Когда они поднимались вверх в город, то встретили девиц, вышедших черпать воду, и сказали им: есть ли здесь прозорливец?

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Халиччен Израильре кам та пулин Турӑран ыйтса пӗлме кайнӑ чухне ҫапла каланӑ: «витӗркуран патне каяр» тенӗ: халӗ «пророк» теекенсене унччен «витӗркуран» тенӗ.

9. Прежде у Израиля, когда кто-нибудь шел вопрошать Бога, говорили так: «пойдем к прозорливцу»; ибо тот, кого называют ныне пророком, прежде назывался прозорливцем.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Филистимсене ҫапла йӑвашлатнӑ, вӗсем Израиль ҫӗрӗ ҫине ҫӳреме пӑрахнӑ; Самуил пурӑннӑ чухне филистимсене Ҫӳлхуҫа алли пусса тӑнӑ.

13. Так усмирены были Филистимляне, и не стали более ходить в пределы Израилевы; и была рука Господня на Филистимлянах во все дни Самуила.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Самуил пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳнӗ чухне филистимсем Израильпе ҫапӑҫма ҫитнӗ.

10. И когда Самуил возносил всесожжение, Филистимляне пришли воевать с Израилем.

1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.

Те сказали: по числу владетелей Филистимских пять наростов золотых и пять мышей золотых; ибо казнь одна на всех вас и на владетелях ваших; 5. итак сделайте изваяния наростов ваших и изваяния мышей ваших, опустошающих землю, и воздайте славу Богу Израилеву; может быть, Он облегчит руку Свою над вами и над богами вашими и над землею вашею; 6. и для чего вам ожесточать сердце ваше, как ожесточили сердце свое Египтяне и фараон? вот, когда Господь показал силу Свою над ними, то они отпустили их, и те пошли; 7. итак возьмите, сделайте одну колесницу новую и возьмите двух первородивших коров, на которых не было ярма, и впрягите коров в колесницу, а телят их отведите от них домой; 8. и возьмите ковчег Господень, и поставьте его на колесницу, а золотые вещи, которые принесете Ему в жертву повинности, положите в ящик сбоку его; и отпустите его, и пусть пойдет; 9. и смотрите, если он пойдет к пределам своим, к Вефсамису, то он великое сие зло сделал нам; если же нет, то мы будем знать, что не его рука поразила нас, а сделалось это с нами случайно.

1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Илий ун чухне тӑхӑрвун саккӑрта пулнӑ; ӗнтӗ унӑн куҫӗ те тӗксӗмленнӗ, курми пулнӑ.

15. Илий был тогда девяноста восьми лет; и глаза его померкли, и он не мог видеть.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Вӑл пырса ҫитнӗ чухне Илий хапха умӗнче, ҫул хӗрринчи ларкӑч ҫинче, пӑхса ларнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӗри Турӑ арчишӗн сехӗрленсе-чӗтресе тӑнӑ.

13. Когда пришел он, Илий сидел на седалище при дороге у ворот и смотрел, ибо сердце его трепетало за ковчег Божий.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫав вӑхӑтра, Илий хӑй вырӑнӗнче выртнӑ чухне, — вӑл тӗлӗре пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл курман та, — 3. Турӑ ҫутаткӑҫӗ сӳнмен пулнӑ-ха, Самуил вара Турӑ арчи ларакан Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче выртнӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Самуила чӗнсе каланӑ: [Самуил, Самуил!]

2. И было в то время, когда Илий лежал на своем месте, - глаза же его начали смежаться, и он не мог видеть, - 3. и светильник Божий еще не погас, и Самуил лежал в храме Господнем, где ковчег Божий; 4. воззвал Господь к Самуилу: [Самуил, Самуил!]

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫамрӑк ача Самуил ӗнтӗ Илий патӗнче Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе пурӑннӑ; ун чухне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сайра пулнӑ, Турӑ курӑнни-уҫса пани те тӑтӑшах пулман.

1. Отрок Самуил служил Господу при Илии; слово Господне было редко в те дни, видения были не часты.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: Эпӗ ун чухне: «санӑн килӳ, санӑн аҫун килӗ ӗмӗрех Манӑн куҫ умӗнче пулӗҫ» тенӗччӗ.

30. Посему так говорит Господь Бог Израилев: Я сказал тогда: «дом твой и дом отца твоего будут ходить пред лицем Моим вовек».

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫиелтен тӑхӑнмалли пӗчӗк тумтирне ун валли амӑшӗ хатӗрлесе тӑнӑ, вӑл упӑшкипе пӗрле тивӗҫлӗ парне кӳме ҫӳренӗ чухне ӑна ҫулсеренех илсе килсе панӑ.

19. Верхнюю одежду малую делала ему мать его и приносила ему ежегодно, когда приходила с мужем своим для принесения положенной жертвы.

1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. [Ачана Ҫӳлхуҫа умне илсе пынӑ; унӑн ашшӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, палӑртнӑ кунсенче мӗнле парне кӳрсе тӑнӑ, ун чухне те ҫавӑн пек парне кӳнӗ.

25. [И привели его пред лице Господа; и принес отец его жертву, какую в установленные дни приносил Господу.

1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ноеминь вӗсене каланӑ: ӗнтӗ мана Ноеминь# тесе ан чӗнӗр, мана Мара# тесе чӗнӗр, мӗншӗн тесессӗн Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ман ҫине пысӑк хурлӑх ячӗ; 21. кунтан кайнӑ чухне эпӗ тулли пурӑнӑҫпа тухса кайрӑм, таврӑнасса вара Ҫӳлхуҫа мана пушӑ алӑпа таврӑнмалла турӗ; Ҫӳлхуҫа мана ҫапла асаплантарчӗ пулсассӑн, Пурне те Тытса Тӑракан мана хӗн-асап пачӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха мана Ноеминь тесе чӗнес? тенӗ.

20. Она сказала им: не называйте меня Ноеминью, а называйте меня Марою, потому что Вседержитель послал мне великую горесть; 21. я вышла отсюда с достатком, а возвратил меня Господь с пустыми руками; зачем называть меня Ноеминью, когда Господь заставил меня страдать, и Вседержитель послал мне несчастье?

Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed