Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарнӑ (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
Эпир тӑпра ӑшӗнче ылтӑн та кӗмӗл тултарнӑ, ҫурри ҫӗрнӗ арча тупсан, эсӗр мӗн калӑрши?

Вдруг нам посчастливится откопать полусгнивший сундук, набитый золотом и серебром?

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унта юр хӳсе тултарнӑ.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чӑнах та, кӗҫех кинемей юр тултарнӑ пысӑк таз йӑтса кӗчӗ.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хаҫатӑмӑр 25 ҫул тултарнӑ ятпа ӑшӑ саламлӑ видеоролик та ӳкерсе ярса савӑнтарчӗ вӑл пире кӑҫал.

Help to translate

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ҫакӑ 60 тултарнӑ арҫынсемпе 55-рен иртнӗ хӗрарӑмсене, 1 тата 2 ушкӑн инваличӗсене кӑна тивмест.

Help to translate

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Унта пусма хутаҫа тултарнӑ тӑпрана хумалла.

Туда надо положить землю, наполненную в тканевый мешок.

Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28

Сӑмах май, вӑл пулӑшнипе ирттерекен тӗпчевсене ҫитӗннисене кӑна мар, 3 ҫул тултарнӑ ачасенчен тытӑнса пурне те йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Кун пек вӑл ӑпӑр-тапӑрпа пӗрлех кирлӗ япаласемпе тултарнӑ чартака аса илтерет.

Так она напоминает чердак, наполненный вперемешку нужными вещами и хламом.

Телефонсӑр мӗнле пурӑнӑпӑр-ши? // Н.ДАНИЛОВА. Пирӗн пурнӑҫ

«Букет Чувашии» обществӑн Ленин урамӗнчи «Сахарок-4» апат-ҫимӗҫ лавккинче асӑннӑ предприятире савӑтсене тултарнӑ тӗрлӗ шывпа сӑра, Шупашкарти ликерпа эрех завочӗн шурӑ эрехӗ, «АККОНД» обществӑн пылак ҫимӗҫӗпе «Вавилонӑн» лапши-макаронӗ, Куславккари сӗт-ҫу, Вӑрнарти аш-какай, Комсомольски районӗнчи сыр завочӗсен продукцийӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Сумкинчен чей тултарнӑ банка кӑларчӗ.

Help to translate

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ун чухне пӗрӗнтернӗ газа баллонсене тултарнӑ та ял тӑрӑх салатнӑ.

Help to translate

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫӑмарта хывнӑ икӗ карас, апат — пыл — тултарнӑ икӗ карас пулсан аван.

Help to translate

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Крым Республикинче А.Иванов тата пысӑкрах ҫитӗнӳ тунӑ: 32 килограмлӑ икӗ снаряда кӑкӑр ҫинчен 109 хут тӗртсе, унтан кире пуканне 189 хут ҫӗклесе ҫамрӑксен Европа рекордне ҫӗнетнӗ, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗн нормативне тултарнӑ.

Help to translate

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Минтер айне пӗр ывӑҫ хӑмла пучахӗ хума е хӑмла тултарнӑ минтер ҫинче ҫывӑрма юрать.

Help to translate

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Тин вӗренӗ 1 стакан шыва тӳпелесе тултарнӑ 1 чей кашӑкӗ хӑмла пучахӗ ямалла, 15 минутран сӑрӑхтармалла.

Help to translate

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев КПСС Чӑваш обкомне 1974-1988 ҫулсенче ертсе пынӑ патшалӑх тата политика деятелӗ, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗ Илья Прокопьев 90 ҫул тултарнӑ ятпа Чӑваш наци библиотекинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑнчӗ.

Глава Чувашии Михаил Игнатьев 29 июня в национальной библиотеке участвовал на празднике, посвященном в честь 90-летия почетного гражданина города Чебоксары, государственного и политического деятеля, руководителя Чувашского обкома КПСС в 1974-1988 годах Ильи Прокопьева.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пилӗк ҫул каялла район 70 ҫул тултарнӑ тӗле ҫыравҫӑсемпе тавра пӗлӳҫӗсен хастар йышӗ энциклопеди хатӗрлесе кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Спортсменсен рейтингӗнче кӑҫал ҫаксем малта пыраҫҫӗ: ҫамрӑксем хушшинче — Пикшик шкулӗнче вӗреннӗ, иртнӗ кӗркунне олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Эдуард Краснов (ҫӑмӑл атлетика, пӗрремӗш разряд тултарнӑ), райцентрти иккӗмӗш шкулти Алексей Васильев (каратэ, спорт мастерӗн кандидачӗ), Трак гимназийӗнчи Константин Львов йӗлтӗрҫӗ, хӗр ачасенчен — Трак гимназийӗнчи Таня Чернова йӗлтӗрҫӗ, Красноармейскинчи 2-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан олимп резервӗсем хатӗрлекен училищӗне панӑ Оксана Дуйсембаева кӗрешӳҫӗ, Трак гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ Марина Степанова йӗлтӗрҫӗ.

В рейтинге спортсменов в этом году идут впереди: среди молодежи - выпускник Бикшикской школы, абитуриент училища олимпийского резерва прошлой осени Эдуард Краснов (легкая атлетика, пополнил первый разряд), ученик 2 школы райцентра Алексей Васильев (каратэ, кандидат мастера спорта), лыжник гимназии Константин Львов, среди девочек - ученица гимназии Трак лыжница Таня Чернова, выпускница второй школы Красноармейска, абитуриентка училища олимпийского резерва борец Оксана Дуйсембаева, выпускница гимназии Трак лыжница Марина Степанова.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Тинӗс-ҫар флотне туса хунӑранпа 320 ҫул тултарнӑ ятпа чылай ветерана кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ парса чысларӗҫ.

Help to translate

Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Ятарлӑ ҫыхӑну операторӗсемпе усӑ курса электрон майпа 5 ял хуҫалӑх ороганизацийӗ ҫырав хучӗсене хӑйсем тӗллӗн тултарнӑ тата тепӗр 13 предприяти районти статистика пайне тӑратнӑ.

Help to translate

Ҫырав вӗҫленсе пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed