Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех the word is in our database.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) more information about the word form can be found here.
— Эп ӗнтӗ сирӗнпе килнӗ начальнике пӗтӗмпех каласа патӑм…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Патӑръел уесӗнчи милици уйрӑмӗсенчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тискер ӗҫсене пӗтӗмпех Калюк хурахӗсем тунӑ пек курӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухне вӑл Давид мӗнле пуҫ хунине Никифоров учительпе Улькана пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗтӗмпех шанар мар стрелука, — терӗ Никифоров.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирчченех куҫ хупмарӗ Телегин, граждан вӑрҫинче епле ҫапӑҫнине, тыткӑна лекнине, унта пурӑннине, кайран мӗнле тарнине пӗтӗмпех ҫӗнӗрен аса илчӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, конвойласа килекен милиционер ӑна граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑпа аса илме, ӑна пӗтӗмпех йышӑнма сӗнчӗ-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уҫнӑ та, шалта мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен вӑл яла, Утара, ҫитсе килнӗ-мӗн те, унти хыпарсене шӑллӗне курнӑҫу вӑхӑчӗ май панӑ таран пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пурӑнмаллаччӗ, кам чарнӑ сана, — ӑна тарӑхни халлӗхе пӗтӗмпех иртсе кайманран, унпа ӑшшӑнах калаҫасшӑн пулмарӗ Антун.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тата тем ыйтасшӑнччӗ, хураллаканни пурне те хытӑрах ӗҫлеме, ирхи апатчен картишне пӗтӗмпех шӑлса тасатма хушрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Комиссариатӑн ытти пайӗсем, халех, паянах, Калюк эшкерӗ ҫинчен мӗнле материалсем пур, пӗтӗмпех пухӑр та ӑна парӑр.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавскер сасартӑк тыррине те, ҫӑнӑхне те мӗн пуррине пӗтӗмпех сута пуҫланӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Колхоз туса ярсан, тен, ялта кулака пӗтӗмпех пӗтерме пулӗччӗ…

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эс халех Шиков патне кай та мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа кӑтарт.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку питӗ кирлине ӑнланса, Матви мӗнпур вӑйне пухса хӑйне хытарчӗ, мӗн асӑрхаса юлнине пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ:

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хресченӗн пӗтӗм нуши, ҫитӗннӗ ҫынна та курпунланса ҫӳреттерекенскер, хайхи пӗтӗмпех Ванькка ҫине тиенчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килсе сӗртӗнӗр анчах, халех колхозниксене пурне те пухатӑп та, пӗтӗмпех каласа паратӑп, ялсовета жалоба парам.

Только подойдите, тут же соберу всех колхозников и все расскажу, и жалобу в райсовет отправлю.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Вара пӗтӗмпех ыйха куҫрӗ…

И все перешло в сон.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed