Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Эпӗ вӗсемпе пӗрле залран тухмалли алӑк патнелле иртрӗм, маскарад ҫыннисен хушшинче хӗсӗнкелесе Биче мана аллине тӑсса пачӗ.

Я прошел с ними до выходных дверей зала, теснясь среди маскарадной толпы, Биче подала руку.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак ӗҫ-пуҫ пирки вӑл урӑх пӗр сӑмах та хушмарӗ, кӑмӑлӑм пур тӑк Гезпа хирӗҫни тата унӑн преступленийӗ ҫинчен мана каласа пама ирӗк пачӗ.

Она не прибавила ничего больше об этой истории, предоставляя мне, если я хочу сам, сообщить о ссоре и преступлении Геза.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Портрет пирки, паллах, шарламарӑм, калав патне тӳрех пыракан вак-тӗвеке хуша-хуша хутӑм, ҫапла Гезпа ҫыхӑннӑ хамӑн ӗҫ-пуҫа тӗплӗн аталантартӑм; ҫакӑн хыҫҫӑн Биче мана ӗненчӗ ахӑр, карап историйӗпе паллаштарчӗ, хӑй кунта килнин сӑлтавне уҫса пачӗ.

Не упоминая, разумеется, о портрете, прибавив, сколько мог, прямо идущих к рассказу деталей, я развил подробнее свою историю с Гезом, после чего Биче, видимо, доверяя мне, посвятила меня в историю корабля и своего приезда.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Телее, чӑннипех ылтӑн алӑллӑ маҫтӑр тупӑнчӗ вӗсен тӗлне, виҫӗ-тӑватӑ кун хушшинчех тӗлӗнмелле хитре рамӑсем туса пачӗ вӑл: кашнинех хӑйне евӗр эрешлесе капӑрлатнӑ, лакпа сӑрласа ялтӑртатакан тунӑ.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эпӗ кунтах-ха, — сас пачӗ тӗпелтен кукамӑшӗ.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫӗрле сивӗ, шӑнатӑр, ак, — текелесе алӑк патӗнчи пӑтаран путек милӗкӗ ҫакса пачӗ пӗчӗкҫӗ янаварсене.

Help to translate

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗчӗк пукан ҫине вырнаҫса ларнӑ Эверкки Илемпине юнашар тупса пачӗ вырӑн.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унтан мӑйракине кантрапа ҫыхса илчӗ, ӑна ҫамрӑк арҫынна пачӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫенӗкре кӑштах юлнӑ уттине антарса пачӗ, унтан пӳрте кӗрсе ҫаврака ҫӑкӑра ҫурмалла касрӗ те пӗр пайне саппунӗпе чӗркесе аслӑк айне илсе тухрӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫӑварнире лешӗ пӑруласа та пачӗ, анчах ӑшӑ вите те ҫук пӑру валли, чуспа ҫапкаласа тунӑ лупас кӑна, ҫавӑнпа пӑрӑва пӳртре усрама тӳрӗ килчӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Особист Иван-Джона блокнотӗнчи виҫӗ страницине уйӑрса ҫурса пачӗ, ручка тыттарчӗ.

Help to translate

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ пӗлӗшӗмсемпе сӗтел патне пырса тӑтӑм, анчах пукансем ҫитместчӗҫ те — Бавс юнашар чупса иртекен арҫын ачана тытса чарчӗ, ӑна хыҫалтан тапрӗ, кӗмӗл укҫа пачӗ, вара парнеллӗ пулнӑскер ресторанран виҫӗ пукан сӗтӗрсе килчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лаштах сывласа ячӗ те сӑмсине нӑшлаттарса малалла вӗҫтерчӗ.

Я подошел к столу с новыми своими знакомыми, но так как не хватало стульев, Бавс поймал пробегающего мимо мальчишку, дал ему пинка, серебряную монету, и награжденный притащил из ресторана три стула, после чего, вздохнув, шмыгнул носом и исчез.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Э! — терӗ те ҫак ҫын — пире мӗн пур вӑхӑтӑн мӗн пур пьесин геройӗсемпе героинисем тӗрткеленӗрен палӑк ҫумнех кайса тӑчӗ, мана ҫывхарма паллӑ пачӗ.

— A! — сказал человек и, так как нас толкали герои и героини всех пьес всех времен, отошел ближе к памятнику, сделав мне знак приблизиться.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл мана икӗ аллине те пачӗ, манӑн алӑсене силлерӗ те йӑл кулса ячӗ:

Она подала мне обе руки, встряхнула мои и сказала:

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӑшӑ кӑмӑллӑ тӗнчелӗх тенӗ пек, тен, тӗрлӗ шанчӑкшӑн та — вӗсем вара пыл хурчӗсем мар, ялан тенӗ пекех шӑнасем — Проктор пурне те пӗрер стакан ром ярса пачӗ.

В знак душевного мира, а может быть, и различных надежд, какие чаще бывают мухами, чем пчелами, Проктор налил всем по стакану рома.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Гез капитан тӗлӗшпе, — шухӑшлӑн пуҫларӗ Браун, — манӑн сире акӑ мӗн хыпарламалла: ҫав ҫын мана хӑйӗн карапне вӑйпа тенӗ пекех пачӗ.

— Относительно капитана Геза, — задумчиво сказал Браун, — я должен вам сообщить, что этот человек почти навязал мне свое судно.

VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ҫырӑвне мана пачӗ те юнашар вырнаҫрӗ.

Он вручил мне письмо и пересел рядом со мной.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл мана манӑн тӑрӑм тӗлӗшпе темиҫе ыйту пачӗ.

Он задал мне несколько вопросов относительно моего состояния.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ун патне ҫитсе тӑрсан хӗр вак укҫа валеҫсе пачӗ, экипажа тулли кӑмӑллӑ кулӑпа улӑхса ларчӗ.

Подойдя, девушка раздала мелочь и уселась с улыбкой полного удовлетворения.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Акӑ вӑл ӑша кантаракан шыв савӑтне — урамри сутуҫӑ тӑсса панӑскере — асӑрхарӗ; чӑнахах шӑрӑх пулнӑран-тӑр — кӑштах шухӑшларӗ те стакана ҫӗклерӗ, шыв ӗҫрӗ те хӑйӗн малтанхи тыткаларӑшӗпех, килӗнчи пекех туйса, савӑта каялла пачӗ.

Ее взгляд упал на подсунутый уличным торговцем стакан прохладительного питья; так как было действительно жарко, она, подумав, взяла стакан, напилась и вернула его с тем же видом присутствия у себя дома, как во всем, что делала.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed