Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑл the word is in our database.
йӑл (тĕпĕ: йӑл) more information about the word form can be found here.
Анчах Давыдов саламачӗпе хӑйӗн, саралса кайнӑ аттине вӑйпа туртса ҫапрӗ те, Устин ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса, кулас килмен ҫӗртенех йӑл кулма хӑтланса, хыттӑн: — Ҫук, ҫапмастӑп эпӗ сана, Устин, ҫук! — терӗ.

Но Давыдов с силой хлопнул плетью по голенищу своего порыжелого сапога и, глядя сверху вниз на Устина, тщетно пытаясь улыбнуться, громко сказал: — Нет, не ударю я тебя, Устин, нет!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ан хуйхӑрӑр, тараймӗ, — лӑпкӑн йӑл кулса шантарчӗ Нагульнов, вара, тӗксӗм куҫ хупаххисене антарса, самантлӑха вутӑн-хӗмӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсене пытарчӗ.

— Будь спокоен, не уйдет, — тихо улыбаясь, заверил Нагульнов и опустил темные веки, притушил блеснувшие на мгновение в глазах огоньки.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл кӑн-кӑвак сухалне ывӑҫласа тытрӗ те йӑл кулчӗ:

Он сжал в горсти густо побеленную сединой бороду, широко улыбнулся:

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Халлӗхе туянаймарӑм-ха, ялан вӑхӑт ҫук, — йӑл кулчӗ Давыдов.

— Пока еще не обзавелся, все некогда, — улыбнулся Давыдов.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫан иртсе кайнӑ япалана аса илчӗ те йӑл кулчӗ; ҫавӑнтах вара ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, мана ку «тӑшман», Варюха, патне ҫывхарма юрамасть.

Вспомнил и улыбнулся далекому прошлому и тотчас подумал: «Нет, мне с этим «противником», Варюхой, «идти на сближение» не годится.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Секретарӗн уҫӑ та кӑмӑллӑ пичӗ ҫине айккинчен пӑхса пынӑ май Давыдов хӑйне ҫӑмӑл та ирӗклӗ туйма пуҫларӗ, тӑп тытнӑ тутисем ун ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗҫ.

Глядя сбоку на простое, открытое лицо секретаря, Давыдов вдруг почувствовал себя так легко и свободно, что улыбка невольно тронула его твердые губы.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑн пек чипер стрепкене ӗмӗр тӑршшӗпех пулӑшса пурӑнма хатӗр, ҫӗрлесенче вӑл ман ҫине пӑхса йӑл култӑр кӑна…

У такой привлекательной стряпухи согласен всю жизнь в помощниках быть, лишь бы она мне по ночам улыбалась…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тырӑсене кам тӗттӗмре пӑхса ҫӳрет вара? — Палламан ҫын, сӑмсине пӗркелентерсе тата стрепкен ҫаврака та ҫуталса тӑракан пичӗ ҫине тем пӗлесшӗн пулнӑ пек пӑхса, йӑл кулса илчӗ.

— Кто же хлеба разглядывает в потемках? — Незнакомец улыбнулся, морща нос и пытливо вглядываясь в круглое лоснящееся лицо стряпухи.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ аллисемпе ҫӗре сӗртӗнмесӗрех ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ — йӑл кулса, куҫӗсене хӗсӗнтерсе, ҫапла ыйтрӗ:

А та, не касаясь руками земли, гибко привстала, — улыбаясь, щуря глаза, спрашивала:

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ.

Не потому он озлился и накричал, что бригадиры, не освоившие своих обязанностей, действительно одолевали его, обращаясь за разрешением всяческих мелочных хозяйственных вопросов, а потому, что Лушка, по словам Дубцова, «всем улыбалась, посулы делала».

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка манӑн мӗнпур йӗкӗтсене ӗрӗхтерсе ячӗ: пурне те йӑл кулса илӗртет.

Лушка всех ребят мне перебесила: всем она улыбается.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн калаҫрӗҫ-ха вӗсем? — Давыдов, хӑй йӑл кулнине пытарса, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

— Что же они говорили? — Давыдов отвернулся, пряча улыбку.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл ӗнтӗ яланах ҫапла пулать, — Кондратӑн сассинче ӑна кӑмӑллӑн ырласа йӑл кулни сисӗнчӗ.

— Уж это завсегда так, — в голосе Кондрата послышалась сочувственная улыбка.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, мӗн чухлӗ ҫавӑрттарса тӑкрӑн? — йӑл кулса, йӗкӗлтесе ыйтрӗ Куженков, Давыдов стан патне урисене аран-аран сӗтӗркелесе пырса тӑрсан.

— Ну, сколько наворочал? — с чуть приметной улыбкой, с ехидцей спросил Куженков, когда Давыдов, волоча ноги, подошел к стану.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Такӑна-такӑна уткаласа вӑл хӑйӗн лаптӑкне виҫсе тухрӗ, вара типсе куштӑркаса кайнӑ, тусанпа хуралса ларнӑ тутисене йӗрсе, йӑл кулса ячӗ: кун каҫиччен пӗр теҫеттин сухаласа пӑрахнӑ-мӗн.

Спотыкаясь, обмерил он свой участок и улыбнулся спекшимися, почерневшими от пыли губами: вспахана за день одна десятина.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат йӑл кулса ячӗ те, тайкаланса пысӑк утӑмсемпе суха касси тӑрӑх утса кайрӗ.

Кондрат улыбнулся и широко и валко зашагал по пашне.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аким тӑрас килмесӗрех тӑчӗ, анасласа илчӗ, йӑл кулчӗ.

Аким нехотя встал, зевнул, улыбнулся.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тараса патӗнче тӑракан Демид Молчун йӑл кулса ячӗ, кӗпи ҫаннипе тарне шӑлса илчӗ.

Демид Молчун, стоявший возле весов, улыбнулся, вытер рукавом пот.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫавӑнтах, ҫавӑнтах инке! — ӗнентерсе пырать Давыдов, пуҫне пӗшкӗртнӗ май йӑл кулнине пытарса.

— Там, там, тетушка! — уверял Давыдов, наклоняя голову, пряча улыбку.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов вӑл кураймасӑр пӑхнине асӑрхаса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ун умӗнче пӑлханса, темскере кӗтнӗн йӑл кулса, Демид Молчуна тем ҫинчен пӑшӑлтатса каласа тӑракан Яков Лукича та курчӗ.

Давыдов уловил ее враждебный взгляд и почти тотчас же увидел около нее Якова Лукича, взволнованно, выжидательно улыбавшегося, шептавшего что-то Демиду Молчуну.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed