Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗ the word is in our database.
хӗрӗ (тĕпĕ: хӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Эпир Уилкссен ҫурчӗ патне ҫитнӗ ҫӗре вӗсен умне халӑх туллиех пуҫтарӑннӑ, виҫӗ хӗрӗ алӑкра тӑраҫҫӗ.

Когда мы дошли до дома Уилксов, улица перед ним была полным-полна народа, а три девушки стояли в дверях.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӗрӗ вунулттӑсенче, лӑпкӑ та кунӗскер, хӑранипе йӑлт шурса кайнӑ.

Дочь была лет шестнадцати, такая тихая и кроткая, только очень бледная от страха.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӗрӗ кӑна ӳкӗте кӗртме пултарать ӑна.

Если кто-нибудь может его уговорить, так это только дочь.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӑнтарӑн хӗрӗ, миҫе хут кӗре-кӗре тухрӑм эпӗ унӑн пӳлӗмне!

Бедняжка, сколько раз я заходил к ней в комнату!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Икӗ хӗрӗ утиялпа чӗркенсе ларнӑ, ҫӳҫӗсем сапаланчӑк вӗсен.

Обе девушки сидели, завернувшись в одеяла, с распущенными волосами.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑн пекех пурнӑҫри киревсӗрлӗхсене ытлашшипех курма ӗлкӗрнӗ Клавье те (Лукарье хӗрӗ), мӑнастиртех ирӗк шухӑшлӑ манашкӑсемпе пӗр чӗлхе тупнӑскер, Михха йышши сӗлӗхсемпе вӗсен сыхлавҫисене хирӗҫ тарассӑн туйӑнать.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.

Пьесы Н. Мранькки: «Готовимся», изображающая враждебные элементы, противодействующие Советам, и вместе с тем выводящая их на чистую воду, «Все трое из одного теста», обличающая хвастливых и темных людей, «Салют», восхваляющая подвиг Чувашской молодежи в гражданской войне, «Изменившаяся эпоха», рассказывающая об улучшении жизни женщины в советское время, «Родина зовет», предупреждающая об опасности обрушения на нашу страну огня войны гнусных фашистов, «Кровь за кровь», «Письмо матери», «Проклятие матери», «Любящие сердца», прославляющие земляков, самоотверженно сражавшихся в прошедшей войне войну, — и рассказы: «Соседка», «Иначе я не мог сказать», — ранее вышли в свет в вышеперечисленных журналах.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫав тери ула-чӑла та начар тумланнӑ: ҫӳҫне хӗрлӗ сетка витсе тӑрать, тӗссӗрленнӗ сенкер атлас кӗпи кӑкӑрне хӗсет, шведски текен хулӑн перчетки шӗвӗр чавси патнех ҫитет; ара, ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл, мӗнле те пулин бергамӑри кӗтӳҫӗн хӗрӗ, Париж камелийӗсем мӗнле тумланнине!

Одета она была до наивности пестро и плохо: красная сетка покрывала ее волосы, платье из полинялого голубого атласа давило ей грудь, толстые шведские перчатки восходили до острых локтей; да и где ж было ей, дочери какого-нибудь бергамского пастуха, знать, как одеваются парижские камелии!

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах Николай Артемьевич тухса кайсанах (вӑл тӑтӑшах килтен туха-туха каякан пулчӗ: Августина Христиановна чӑн та таврӑннӑ-мӗн), Елена амӑшӗ патне кӗрет те — Анна Васильевна вара хӗрӗ ҫине чылайччен куҫҫуль витӗр шӑппӑн пӑхать.

Но как только Николай Артемьевич уезжал (а это случалось довольно часто: Августина Христиановна взаправду вернулась), Елена являлась к своей матери — и та долго, молча, со слезами глядела на нее.

XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна вилес патнех ҫитнӗ; ӑна хӗрӗ качча кайнинчен ытла вӑл кунтан тухса кайни хуйхӑртать.

Анна Васильевна убита, но ее гораздо больше сокрушает отъезд дочери, чем ее замужество.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Столбовой дворянин Николай Стахов хӗрӗ кил-ҫуртсӑр ҫынна, разночинеца качча кайнӑ!

Дочь столбового дворянина Николая Стахова вышла за бродягу, за разночинца!

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мана сан хуҫун хӗрӗ ӑсатса ячӗ.

Дочь твоего хозяина меня проводила.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна дачӑран нихҫан та ҫакӑн пек ир куҫса каякан марччӗ; анчах кӑҫал, кӗркуннехи пӗрремӗш сивӗсене пула, унӑн шӑлӗсем сурма пуҫларӗҫ; Николай Артемьевич та, чирӗнчен сипленсе пӗтернӗскер, арӑмне тунсӑхласа ҫитрӗ; унсӑр пуҫне тата Августина Христиановна хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗ хӗрӗ патне Ревеле хӑнана кайнӑ иккен; ют ҫӗршывран Мускава пластикӑлла гимнастика туса кӑтартакан пӗр ҫемье килнӗ, вӗсем des poses plastiques туса кӑтартни ҫинчен Мускав ведомоҫӗсем ятлӑ хаҫатра ҫырнӑ Анна Васильевнӑна ҫав тери интереслентерчӗ.

Анна Васильевна никогда так рано не съезжала с дачи, но в тот год у ней от первых осенних холодов разыгрались флюсы; Николай Артемьевич, с своей стороны, окончивши курс лечения, соскучился по жене; притом же Августина Христиановна уехала погостить к своей кузине в Ревель; в Москву прибыло какое-то иностранное семейство, показывавшее пластические позы, des poses plastiques, описание которых в «Московских ведомостях» сильно возбудило любопытство Анны Васильевны.

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унпа эпӗ хамӑн тӑвансен килӗнче тӗл пултӑм; ҫав тӑванӑн питӗ чипер хӗрӗ пур.

Я тогда встретился с ним в доме одного родственника; у этого родственника была дочка, очень хорошенькая.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

(Пахчаҫӑ вӗсене карта ҫумӗнче тупнӑ та хуҫа хӗрӗ патне илсе пынӑ, лешӗ кирек мӗнле чӗрчуна та хӗрхенни ҫинчен ӑна прачкӑсем каласа кӑтартнӑ-мӗн. Пахчаҫӑ йӑнӑшман: улпут хӗрӗ ӑна ҫакӑншӑн ҫирӗм пилӗк пус укҫа панӑ.)

(Садовник нашел их заброшенными под забором и принес их барышне, про которую ему сказали прачки, что она, мол, всяких зверей и скотов жалует. Он не ошибся в расчете: Елена дала ему четвертак.)

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Вӗсем мана ҫав тери килӗшрӗҫ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — уйрӑмах хӗрӗ.

— Они мне очень понравились, — отвечал Инсаров, — особенно дочь.

XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унтан хуҫана чӗнтерчӗҫ; анчах малтан хуҫа хӑй мар, унӑн ҫиччӗри хӗрачи, тем пысӑкӑш чӑпар тутӑр ҫыхнӑскер килчӗ; вӑл Инсаров мӗн каланине тимлӗн, хӑранипе сехри хӑпнӑ пекех, ним шарламасӑр итлерӗ те ним шарламасӑр тухса кайрӗ; хӗрӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланас патне ҫитнӗ арӑмӗ килчӗ, ку та тутӑр ҫыхнӑ, анчах пӗчӗкҫӗ тутӑр кӑна.

Позвали хозяина; но он сперва прислал свою дочку, девочку лет семи, с огромным пестрым платком на голове; она внимательно, чуть не с ужасом, выслушала всё, что ей сказал Инсаров, и ушла молча; вслед за ней появилась ее мать, беременная на сносе, тоже с платком на голове, только крошечным.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анна Васильевна хӗрӗ юрланине вӑрттӑн итлесе тӑнӑ та тарӑхса кайнӑ.

Анна Васильевна подслушала ее и пришла в негодование.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Пӗррехинче, ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра вӑл Катьӑпа курнӑҫма кайнӑ та кӗпине вараласа таврӑннӑ; ашшӗ, ҫакна курсан, ӑна вараланчӑк, хресчен хӗрӗ, тенӗ.

Однажды она в дождь бегала на свиданье с Катей и запачкала себе платье; отец увидал ее и назвал замарашкой, крестьянкой.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Ну, эсӗ ҫавӑн пек ырӑ пулсан, халь ӑна хӑвна ҫыртма пар», йӗкӗлтесе астутарнӑ ӑна ашшӗ; анчах хӗрӗ ӑна итлемен.

«Ну, теперь дай себя покусать, коли ты такая добрая», — иронически замечал отец; но она его не слушала.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed