Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑннӑ (тĕпĕ: йышӑн) more information about the word form can be found here.
1938 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗнче Президиум ларӑвӗнче районти кашни клубра, хуҫалӑхра, учрежденисемпе предприятисенче, организацисенче архив ӗҫне пуҫарса яма йышӑннӑ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑйсӑррисене пулӑшассине Николай Михайлович хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ, анчах салтак каяс килменнине тунман.

Help to translate

Ҫартан тарса суд тенкелӗ ҫине лекнӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11771.html

Пурнӑҫа кӗртмелли ҫулсене уҫӑмлатса ҫитермен пирки йышӑннӑ саккунсем ӗҫлемеҫҫӗ.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Красноярскра республика чысне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑнӑ.

В Красноярске, защищая честь республики заняла 2-ое место, стала кандидатом в мастера спорта России.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ.

Help to translate

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2014 ҫулта вара Люба Зеленодольск хулинче Каюма Насыри ячӗпе регионсем хушшинчи ҫамрӑксен 12-мӗш наукӑпа тӗпчев вулавӗнче «Хими» секцийӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Help to translate

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Малти вырӑнсене те пӗрре мар йышӑннӑ.

Не раз занимали призовые места.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӗсем шкулӑн 20 ҫулхи юбилейне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ турнирсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Вӗсенчен вуннӑшӗ 1952-1990 ҫулсенче ҫуллахи тата хӗллехи Олимп вӑййисенче ӑмӑртнӑ, пиллӗкӗшӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Чӑваш АССРӗн пӗрлештернӗ команди ун чухне 70-мӗш вырӑн кӑна йышӑннӑ.

Help to translate

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Республикӑра кӗрхи культурӑсем 81 086 гектар йышӑннӑ.

Help to translate

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Думӑри шалу пирки сӑмах пулнине кура трибуна умне Раҫҫей парламенчӗн аялти палатин депутачӗ Валентин Шурчанов та тухрӗ: «Дума депутачӗсен шалӑвне пӗлтӗр те, кӑҫал та пысӑклатман. Пӗлтӗр ӗҫ укҫине 10% чакарма йышӑнтӑмӑр. Ҫапла вара бюджетӑн 125 млн тенкине перекетлесе хӑвартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах Газпром ертӳҫисем хӑйсене кашнинех 240 млн тенкӗ бонус тӳлеме йышӑннӑ...»

Help to translate

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Акӑ мӗншӗн хӑйне «Единая Россия» списокӗнче праймериза хутшӑнма сӗнсен ку сӗнӗве йышӑннӑ.

Help to translate

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

2012 ҫулччен ишӗлекен тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчен граждансене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарас ӗҫ хастар пырать.

Активно ведется работа по переселению граждан из жилищного фонда, признанного аварийным до 1 января 2012 года.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Эсир пӗлетӗр: пӗлтӗр Раҫҫее хирӗҫ йышӑннӑ санкцисем майлӑ пулнӑ ҫӗршывсенчен продуктсем кӳрсе килме чарчӗҫ.

Вы знаете, что в прошлом году введено эмбарго на поставку продуктов из стран, присоединившихся к санкциям против России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Вӑт ҫапла, вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсене пула эпир Чӑваш Республикин патшалӑх парӑмне тивӗҫтернӗ чухне 391,2 миллион тенкӗ перекетлерӗмӗр.

Так вот, благодаря своевременно принятым мерам в прошлом году мы сэкономили на обслуживании государственного долга Чувашской Республики 391,2 млн. рублей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed