Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ татах выртрӑм, унтан каялла вӑрман ӑшне шӑвӑнса кӗтӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пӗр шутласа тӑмасӑр, кӳлӗрен пӗр каска шыв ӑсса илчӗ те ӑшне чӳхерӗ, аллипе ҫурӗ, унтан таса мар шыва ҫыран хӗрне чашлаттарчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫӗрсе хӑвӑлланнӑ ватӑ хыр вулли ӑшне пытарма шут тытрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Федя вӑрман ӑшне кӗрсе кайрӗ, Кирук автомат илчӗ те анат еннелле вӑрманпа чупрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӑна михӗ пек туса ҫӗлерӗҫ, анине ункӑ ӑшне тӑхӑнтартрӗҫ те ҫиппе ҫӗлесе тухрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑллӗ пуҫне пӗкрӗ, вара, икӗ аллипе чул хысакӗсенчен тытса, ӳпле ӑшне пӗшкӗнсе кӗрсе кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук каллех вӑрман ӑшне тапса сикрӗ: поселок енчен машинӑсем кӗрлени илтӗнсе кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вара хӑюлӑх пухса, Кирук шӑтӑк ӑшне кукленсе кӗчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук, фашистсем хӑй хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ пулӗ тесе, вӑрман ӑшне тата шаларах тарса кӗчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Фашистсем килтен киле кӗриччен автомачӗсене малалла кӑнтараҫҫӗ те, алӑка алӑпа мар, урапа тапса уҫса, килкартине кӗреҫҫӗ, пӗр черет персе яраҫҫӗ те пӳрт ӑшне е ытти хуралтӑсене кӗрсе ҫухалаҫҫӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑрман ӑшне ҫӗр аллӑ-икҫӗр метр шалалла кӗрсен, ачасем ҫӗртенех туратланса ӳсекен ҫамрӑк хырсем хушшине пырса выртрӗҫ те хӑлхисене чанк! тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кӗл нумайлансан вӗри кӗл ӑшне, кӑвар айне, паранкӑ хутӑмӑр та кӑвайт умне лартӑмӑр.
Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Турат тӗлне ҫитсен вӑл пӗшкӗнчӗ те курӑк ӑшне аллипе хыпала пуҫларӗ.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӗрре мана аппа уҫнӑ аш консерви тыттарчӗ те, туратпа паллӑ тунӑ тӗле, хупахпа витсе курӑк ӑшне лартма хушрӗ.
Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чӑпӑркки вара Варуҫ алли-мӗнӗпех машина ӑшне яваланса кӗнӗ…
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чечек ӑшне тӗкӗлтура ҫывӑрма выртнӑ-мӗн те мана сӑхса илнӗ.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Шӑршлас тесе, ҫывӑрма чӗркеннӗ чечек ӑшне сӑмсана тӗкнӗччӗ…
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӗр чӑваш ялӗ ҫумӗпе иртсе тарӑн вар урлӑ каҫрӑмӑр та вӑрман ӑшне кӗрсе пыратпӑр тетпӗр.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫатюк амӑшӗ пӳрте кӗрсе кайсан, эпӗ вӗрлӗк хушшипе пахчана кӗтӗм те пӗр сухан ҫулҫи татса илсе папка ӑшне хутӑм.
Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Шултӑра та чӑтма ҫук сарӑ хитре чечеке шанасран эпӗ чечек кӗлти ӑшне пытарнӑччӗ.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.