Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем хӑвна ҫын тунине манса кайрӑн, ҫынсемсӗр кам эсӗ?
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Усть-Невинскине Виктор кӑмӑлпах килмен пулсан та, хӑй каларӗш, вӑхӑтлӑха анчах пулсан та, ҫавах малтанхи кунсенче Тури Кубань тӑрӑхӗнчи ҫынсем унсӑр пуҫне нимӗн те тӑвайманнине пӗлсе тӑни савӑнтарнӑ ӑна, вӑл кӑна — ку таврари ҫынсенчен пӗртен-пӗр ҫын — ҫав пысӑк машинӑсене лартса, вӗсене ҫутӑ партарма пултарнӑ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл пынӑ ҫын ҫине, ҫын та мар, кӗрсе тӑнӑ ҫын мӗлки ҫине пӑхнӑ пек, сиввӗн пӑхса илчӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫын ӑсӗпе усӑ курас тесе, хупахри ҫынсене (чумаксем те пур кунта, ахаль ҫынсем те) пурне те пӗр ҫӗре пухрӗ те вӑл, хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа пачӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пуриншӗн те паллӑ, ҫапӑҫура пулнӑ пӗр ҫын ҫапӑҫура пулман икӗ ҫын тӗшне тӑрать, апла пулсан пирӗн дивизисенчи ҫын шучӗ шӑпах пӗр тан!
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакна ӑна нимӗн пӗлмен ҫын, ӗҫсӗр ларакан ҫын — аякрине пачах курман, хуҫалӑха, тытма пӗлмен ҫын кӑна — тума пултарать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сукмак тӑрӑх, пӗр сас-чӳсӗр тата унталла-кунталла пӑхмасӑр, темӗнле хуйхӑллӑ черетпе яланхи пек мар тумтирсем тӑхӑннӑ ҫичӗ ҫын — ҫын тесен ҫын та мар, симӗс балахонсем тӑхӑннӑ, вилнӗ ҫынӑнни евӗрлӗ шурса кайнӑ, тарӑн шухӑша путнӑ симӗсрех пит-куҫсемлӗ ҫичӗ мӗлке утса пынӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Морфинистсем, табак туртакансем, пӗр вӗҫсӗр ӗҫекенсем — пурте пӑсӑлнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех темиҫе хӗрарӑма курса хӑйӗн ӳтне килентернӗ ҫын та — ӗмӗрлӗхех пӑсӑлнӑ ҫын.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӗҫке ернӗ ҫын, морфинист е табак туртакан ҫын хӑйне хӑй мӗнле туять, аскӑн ҫын та хӑйне ҫавӑн пекех туять.А быть блудником есть физическое состояние, подобное состоянию морфиниста, пьяницы, курильщика.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Нецветова вӗреннӗ, кӗнеке нумай вуланӑ ҫын, пуринчен ытла — унта темскер ҫынсене кӑмӑла каякан япала пур, ӑна ҫынсем уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халь вӑл хытса ларнӑ сивӗрех сӑн-питлӗ ҫын, тӗксӗм куҫӗсем те тинкерсе, сыхлансарах пӑхаҫҫӗ, — вилӗме куҫкӗретӗн курнӑ ҫынсен ҫавӑн пек пулать вӑл, ун пек ҫынсем вилӗм яланах пӗр пек вӑйлӑ маррине те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫавӑнта, ҫыран хӗрринче, ҫын ҫӳренӗ, тен, пӗр ҫын мар, пилӗк е ултӑ ҫын ҫӳренӗ, тесе шухӑшласа таврӑнтӑм эпӗ хамӑн киле.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ман йӑмӑк — ӑна-кӑна ним те чухламан хӗрарӑм, ялан пӗлӳллӗ ҫынсем пек пулассишӗн айкашса сӗмленет, Егоркӑна та нумай вӗреннӗ ҫын тӑвасшӑн, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах эпӗ Егоркӑна хам тӗллӗн вӗрентнипех те, ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ ҫын туса хӑварма пултарнине пач ӑнланасшӑн мар.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кунта ӗҫсем мӗнле пулса пынине пӗлмен ҫын кӑна, инҫетрен килнӗ ҫынах пулма кирлӗ, ҫав ҫын кӑна янӑ…Лишь тот, кто не знает, что здесь делается, кто прибыл сюда издалека…
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй таврара виҫ-тӑват ҫухрӑм таран чи хисеплӗ ҫын пулни те савӑнтарнӑ ӑна: хӑйӗн тата таврари приказчиксем, артельщиксем тата хула тулашӗнчи ытти ҫавӑн пек ҫынсем, обществӑри положенийӗсем тӑрӑх заводсемпе фабрикӑсен приказчикӗсенчен ҫӳлӗрех тӑраканскерсем, ӑна питӗ хисепленӗ; хӑйне ҫав таврари пӗрремӗш ҫын вырӑнне хунипе вара вӑл чиксӗрех савӑннӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов мӗнле ҫын пулни ҫинчен нумай страницӑсем ҫинче тӳррӗнех ҫырса кӑтартнӑ пулин те, витӗр курса вулакан, сана ҫав ҫынпах, романта кирлӗ пулман ҫынпа, паллаштарма тата та ытларах страницӑсем кирлине ӑнланатӑн-ши ӗнтӗ эсӗ халь?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Иксӗр те — вӑл та, эсир те, — сиртен пӗри те пулин ӑнланман ҫын, сӑпай мар, усал ҫын пулнӑ пулсан — упӑшкипе арӑмӗ хушшинче яланхи пекех харкашу пулмалла ӗнтӗ, — иксӗр те усал пулнӑ пулсан, эсир пӗр-пӗрне кӑшланӑ пулӑттӑр, е сиртен пӗри тепӗрне кӑшласа янӑ пулӗччӗ, — кирек мӗнле пулсан та, ҫемье каторги пулнӑ пулӗччӗ, — мӑшӑрланнӑ ҫынсен пурнӑҫӗнче ытларах ҫавна куратпӑр та ӗнтӗ эпир; вӑл, паллах, тепӗр ҫынна юратса пӑрахма кансӗрлес ҫукчӗ, анчах та чи йывӑрри ҫав каторгӑра, пӗр-пӗрне кӑшланинче пулать ӗнтӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн йӑлисем пит тӗлӗнмелле пулнӑ пулин те, кашниех Рахметова питӗ ӑслӑ тесе шутланӑ; вӑл ҫынпа питӗ хыттӑн калаҫнӑ, анчах ҫавӑншӑн ӑна тӑнлӑ-пуҫлӑ пӗр ҫын та кӳренмен, тата хӑй питӗ йӗркесӗр пулин те, тӗпрен илсен, питех те ҫепӗҫ ҫын пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах идиллие тума йывӑр тени вӑл ҫав тери юрӑхсӑр сӑмах: вӑл пур ҫыншӑн та тенӗ пекех лайӑх япала, апла ҫеҫ те мар, пулма пултаракан, питех те пулма пултаракан япала; ӑна тума пӗртте йывӑр мар пулӗччӗ, анчах ӑна пӗр ҫын валли е вунӑ ҫын валли мар, пурин валли те тумалла.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.