Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑрма (тĕпĕ: ҫывӑр) more information about the word form can be found here.
Пӗр ҫӗр те килте ҫывӑрма юрамасть-ши вара?

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн Машук ҫывӑрма юратнине ху та пӗлетӗн.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ҫӗлӗкне хывса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ, каялла ҫаврӑнса, картишне кӗчӗ, тепре пырса йыттине ачашларӗ, унтан кайри пӳрте кӗрсе ҫывӑрма выртрӗ.

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ҫывӑрма каятӑп, — терӗ те Сергей, амӑшӗнчен пӑрӑнса, вите ҫине улӑхса кайрӗ, чаппанпа витӗнсе, типӗ улӑм ҫине выртрӗ.

Help to translate

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарьен ӑш-чикӗ те кӑштах хӑй вырӑнне ларчӗ пулас-ха, ачи-пӑчине ятламарӗ, апат та пӗҫерсе ҫитерчӗ, вырӑн сарса парса ҫывӑрма вырттарчӗ, килте Сергей курӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарчӗ ӑна.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте ҫывӑрма выртнӑ.

Help to translate

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла ан пултӑр, ҫав намӑс патне ҫитес мар тесен, унӑн паянах, халех мӗнле те пулин ҫывӑрма тӑрӑшмалла.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрма кайма тӑчӗ, анчах хуҫа ӑна тепӗр алтӑр тултарса пачӗ те, темле ҫыхӑ тыттарса, ыран ирхине хӑй патне канцелярине кӗме каларӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫитӗннӗ хӗрсем лараҫҫӗ, ҫамрӑккисем, ҫывӑрма кайиччен, ура ҫинчех тӑраҫҫӗ, аслисем юрланине, вӑйӑ каланине итлеҫҫӗ, хӑйсем те майӗпен-майӗпенех вӗсем пек пулма хӑнӑхса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑрма килех ҫӳрӗҫ.

Help to translate

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн та, Уля килне ҫывӑрма кӑна каять.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывӑрма вӑл тӗкӗрҫӗсене хӑй патне илсе кайрӗ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теттӗм пулсан, ҫывӑрма выртас умӗн, Чечекпи ун умне пӗр чашӑк пӑтӑ лартрӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑрма элчӗсем пасарах юласшӑнччӗ — май килмерӗ, тӗттӗм пулас умӗн унти халӑха пӗтӗмпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ иккен.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчен таврӑнсан Мамич-Бердей темиҫе каҫ йӗркеллӗ ҫывӑрма та пултараймарӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуҫана алӑ парса (арӑмӗ ҫывӑрма выртнӑччӗ ӗнтӗ), мӑрса алӑк патнелле утрӗ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Ун чухне тарҫӑсем пӗри те ҫывӑрма выртманччӗ-ха.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӳртӗнче ҫутӑ пур, ҫывӑрма выртман, — терӗ Мамич-Бердей.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темшӗн ҫывӑрма выртас килмерӗ.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed