Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун умӗнче, ҫурта ҫутине пӳлсе, лутӑрканса пӗтнӗ ҫӗлӗкне куҫ таранах пусса лартнӑ палламан ҫын тӑрать.Перед ней, заслоняя свет, стоял незнакомый мужчина в надвинутой до глаз смятой папахе.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫак тинӗс пек вут ҫутисем хушшинче, инҫетре, Матвейӗн ҫивӗч куҫӗсем вутлӑ ҫаврака диадемӑна тата «Ирӗклӗх» ҫутине аран-аран уйӑрса илнӗ.
XX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫитменнине тата вӑл ывӑннӑ пек туйрӗ, вара юлашки хут ҫветтуй Марк чиркӗвӗ ҫине, унӑн уйӑх ҫутине пула шурӑ ҫутӑсем пӑнчӑн-пӑнчӑн ҫуталакан сенкертерех тӑхлан тӑрри ҫине пӑхса илчӗҫ те хуллен кӑна килне таврӑнчӗҫ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унтан сасартӑк пысӑк йывӑҫсен мӗлки айӗнчен ун умне тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, уйӑх ҫутине пула кӑвакарса кайнӑ пек курӑнакан ҫӗлӗксӗр Шубин сиксе тухрӗ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пушар ҫутине пула пирӗн окопра та веҫех курӑнать.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫакӑ авалхи историпе, ҫул ҫинчи ҫыннӑн плащне хывса илесшӗн тем пекех асапланнӑ тӑвӑлпа, хӗвел ҫутине ярса илме ӗмӗтленнӗ, анчах ҫав ҫутӑна пурпӗрех хӑй аллине ҫавӑрса илнӗ тӑвӑлпа танлашса пӗр мая килмест-ши?
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Эпир ӗнӗк шӑрши пуррине туятпӑр пулсан, вут ҫутине курмастпӑр, — терӗ вӑл.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вутӑ ҫутине, вӑл пӗҫертнине чӑтаймасӑр чи инҫетре лараканнисем те куҫӗсене хӗссе, пит-куҫӗсене шӑлса лараҫҫӗ, ҫывӑхрисем ҫухӑрашса, ахӑлтатса кулса аяккалла чупрӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Хӑйӑ ҫутине хӑнӑхман пуль-ха эсир? — терӗ те вӑл, кӑтра пуҫне силлесе илчӗ.— Чай, не привыкли к лучине? — проговорил он и тряхнул кудрями.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Уйӑх ҫутине ҫуталса выртакан урамра красноармеецсен тӗксӗм кӗлеткисем чупкаласа иртни курӑнать.Освещенные луной, на улице мелькали серые фигуры красноармейцев.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пиллӗкӗшӗ те ҫыран хӗрринче пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, чикаркка ҫутине шинель аркисемпе хупласа табак туртрӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗррехинче ҫеҫ вӑл, ҫӗр варринче ыйхӑран вӑранса кайсан, кравать айккинче чикарккӑн хӗрлӗ ҫутине курса каларӗ:Только раз ночью, когда проснулась и увидела сбоку багряный огонек папиросы, она сказала:
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тулта кӑнтӑрлахи хӗвел йӑлтар-йӑлтӑр ҫутине сапалатчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сехетӗн хӗрӳ хӗвел ҫутине упраса тӑнӑ пек туйӑнакан шалти хуппи ҫине касса вензель ӳкерсе хунӑ пулнӑ, кӑшт аяларах, айккинчен пӑхсан, ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗске сӑмах ҫутӑлса тӑнӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Йӑлтӑр ҫутӑсем — пӗр-пӗччен мӗлтлетекеннисем е ҫеҫен хир анлӑшӗнче хавассӑн, нумаййӑн сапаланнисем — йыхӑрнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илчӗҫ, унтан вӗсем сӳнме пуҫларӗҫ, таҫта лере, ҫумӑр лӳшкетнӗ сухаланӑ уйсем хыҫӗнче, пӗр ял хыҫҫӑн тепри ҫывӑра-ҫывӑра кайнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳртсен чӳречисем хӑйсемех кӗрӗслеттерсе пыракан поездӑн йӑлтӑркка ҫутине тӗттӗм шыв пек тытнӑ…
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл каллех кулса ячӗ, анчах халӗ йӑвашшӑн та кӑмӑллӑн кулчӗ, унӑн пуҫӗ тӗлӗнче сарлака сӑмса шӑтӑкӗнчен кӑларса янӑ тӗтӗм ҫӗкленчӗ, вӑл, лампӑ ҫутине тӗксӗмлетсе, нумайччен сывлӑшра чӳхенсе тӑчӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫатан хапха хушӑкӗсенчен, хӑйӗн ҫутине ала витӗр сапаланӑ пек, хутран-ситрен хӗвел пӑхать.В хворостяные ворота, как сквозь решето, иногда глянет солнце.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, ҫӑлтӑрсен шупка симӗс ҫутине тӗксӗмлетмесӗр, хӑрхӑнчӑк ҫутӑ сапалать.
XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн сӳнме пӗлми хӗрхенӳсӗр ҫутине пула ҫынсен чунӗсене уҫӑмсӑр пӑлхану тытса илет, выльӑх-чӗрлӗх кансӗрленсе асапланать.И от его нещадного немеркнущего света рождалась у людей невнятная тревога, нудился скот.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.