Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлте утнине тата мӑкӑртатнине илтсен яштах сиксе тӑтӑм; анчах ку пирӗннисен сасси мар.Я вскочил, услышав шаги и голоса сверху; но то не были голоса наших.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах ҫӳлте сивӗ те питӗ киревсӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Раҫҫей Федерацийӗ татса паракан ыйтусене тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле татса паракан ыйтусенчи Раҫҫей Федерацийӗн полномочийӗсене шута илмесен, Чӑваш Республикин Конституцийӗ право тӗлӗшӗнчен нимрен ҫӳлте тӑрать, тӳррӗнех ӗҫе кӗрет, Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче вӑйра тӑрать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
— Эпӗ, куратӑр-и, хӑнасене ҫӳлте йышӑнатӑп, — терӗ хуҫа пынӑ ҫӗртех, «ан айӑплӑр» тенӗ пек пулса.— Я, видите ли, наверху принимаю, — точно извиняясь, говорил на ходу хозяин.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсене ниҫта вырнаҫтарма ҫуккипе, ҫӳлте сасӑсӑр ярӑнса ҫӳрекен хурчӑкан вичкӗн куҫӗсенчен тӗкӗсене тӑратнӑ ҫерҫи ҫапӑ купипе пӗр тӗслӗ пулса тӑнӑ пекех, пӗр муклашка пулса пӳрт ҫийӗнчи улӑмпа тата курӑкпа пӗрпек пулса, пӗчӗкленсе чӗрӗпле кукленсе пытанма май килменни пӗтӗм ӑша вӑркатса тӑрать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
«Вӗсем те чее мӗн, сӑнакансене ӑҫта шырамаллине пӗлеҫҫӗ», тесе шухӑшларӑм та пуҫӑма Чубук хыҫнелле пытартӑм; мӗншӗн тесен тӑшман санран ыйтмасӑрах сана бинокльпа хӑй куҫӗсем патнелле туртса ҫывхартнӑ чухне, е тӗттӗме сирсе прожектор санпа юнашар колоннӑна ҫутатнӑ чухне, ҫӳлте пуҫ тӗлӗнчех разведкӑна тухнӑ аэроплан ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ чухне, сан куҫна курӑнман сӑнавҫӑсенчен ниҫта тарса пытанма та ҫук чухне вӑрҫӑра аван мар пек туйӑнать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Негр ман валли ҫӳлте, мачча ҫинче, питӗ хӑтлӑ вырӑн сарса хунӑ.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫӑлтӑрсем шупкаланаҫҫӗ; ҫӳлте, сӗм тӗттӗмлӗхӗн хуп-хура пусми витӗр, тӑрӑсемпе трубасем ӗренкеленеҫҫӗ; сивӗ типӗ сывлӑм пит ҫӑмартисене чиккелет, ыйхӑллӑ куҫсене ҫӑвать.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Эпӗ ҫӳлте ҫырса кӑтартнинчен чӑнлӑхлӑраххи урӑх нимӗн те пулма пултараймасть.Ничего не может быть действительнее описанного мною происшествия.
III. Комон, е Баярд // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Нимӗн те шавламасть, ҫапӑнмасть; ҫӳлте ҫын утни те, чӑштӑртатни те илтӗнмеҫҫӗ; сасартӑк Галеран шӑтӑк тӗлӗнче тӑват уран пӗшкӗннӗ Факрегеда курчӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳлте лум сасси илтӗнни-илтӗнменнине тӗрӗслес йӳтӗмпе Стомадор чул сарнӑ ҫул ҫине тухрӗ, аялтан, Тергенс чавнӑ тӗлтен, хӑлхине тӑратсах тӑнлать пулин те ҫӳлте вӑйсӑр сасӑсене кӑна илтет: ҫӑм ҫӗлӗк ӳкнине евӗрлекен чӑштӑртатусем ӑҫтан тухнине палӑртаймастӑн.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак пусӑ тарӑнӑшӗ пирки тӗрлӗ майлӑ сӳтсе явса ӗҫе часах пуҫӑнаймарӗҫ, ҫапах та Галеран икӗ метр чӗрӗк тарӑнӑш чавмаллине ӗнентерчӗ-ӗнентерчех: пӗр метр — горизонталь ҫул, ытти вара — ҫӗр ай ҫул маччин хулӑнӑшӗ, вӑл ҫӳхерех чухне ҫӳлте, чул сарнӑ ҫул ҫинче, йывӑр грузовиксем ҫӳресе ишме пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ку тарӑнӑшра ҫӗрлехи шӑплӑхӑн хӑрушӑ ӗҫ сасси илтӗнмест.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳлте хускалакан, тӑрӑран хысак ҫине улӑхакан икӗ мӗлкене курсан лешӗ тилӗрсе кӑшкӑрчӗ те персе ячӗ, анчах таркӑнсем тӗм хушшинче ҫухалчӗҫ ӗнтӗ; ҫав вӑхӑтра картиш хӳми урлӑ чикӗ хуралҫисем сике-сике каҫрӗҫ, аркату пуҫланчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӗмӗрен ҫӳлелле пӗлет ҫинелле улӑхса кайсан, «шапа» ҫӳлте сывлӑшра шартлатса ҫурӑлса, вут хӗлхемӗсем унта-кунта сирпӗнтерсе кураксемпе чавкасене хӑратса яратчӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лутра ҫыран, хушӑк-ҫурӑкпа ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗскер, ҫӳлте кам ҫӳренине курма чӑрмантарать, анчах паллӑ марскер — Пенкале асӑрхаттарнӑн — йывӑҫсен мӗлкинчен хӑех тухса тӑчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Пушанса юлнӑ тӳремлӗх ҫийӗн сывлӑшӑн малтанхи вӑйӗ ҫӑралма пуҫларӗ, ҫил хыҫҫӑн вӗҫсе пыма ӗлкӗреймесӗр пӗлӗтсем арканакан сывлӑш карапӗн парӑсӗлле — ҫӳлте — татӑкӑн-татӑкӑн сапаланаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Джесси унран питӗ ҫӳлте, урисене пуҫтарнӑ та вӗсемпе аялалла усӑннӑ турата явакласа хӗстернӗ; йывӑрӑша тӳсеймесӗр турат вулӑран куҫ умӗнчех хӑйпӑнма пуҫларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Ҫӳлте, хӑйӗн номерӗнче, ӳсӗр джентльмен кумса ҫӳрени, юрлани илтӗнет:Было слышно, как вверху ходит по своему номеру пьяный джентльмен, напевая:
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Курсам: ҫӳлте, хальлӗхе тӗлӗрекен тӳпере, пӗтӗмпех чӳхенет те чӗтрет тата сывлать; унта мӗлкесем ҫутӑпа ыталашаҫҫӗ; ас ту, Франсуа, ирхи сехете ҫывӑрса ан юл!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Пӗр хӗрринчен теприн еннелле курӑнман перопа ҫырнӑн — сивлек тӗпсӗрлӗхӗн вутлӑ йӗрӗсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ, мӗлтлетекен анлӑ тавралӑхра ҫуна-ҫуна е сӳне-сӳне йӑлтӑртатаҫҫӗ, таҫта ҫӳлте пӗтӗмпех хуп-хура сӗмлӗхпе пӗрлешеҫҫӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.