Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялта the word is in our database.
ялта (тĕпĕ: ял) more information about the word form can be found here.
Ялта сутӑнчӑксем те тупӑнӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ялта халӗ чул ҫурт лартаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ялта пурӑнакансене саламланӑ май ҫӗнӗ Культура ҫуртне халӑх хапӑл тусах ҫӳрессине шанса каланӑ.

Приветствуя жителей села он выразил уверенность, что обновлённый Дом культуры станет местом притяжения сельчан.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Ялта пӗри ҫитерет, тепри ҫитерет, ача садӗнче ҫитереҫҫӗ.

Help to translate

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялта капла тумланнине курман эпӗ.

Help to translate

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялта эпӗ юратакан питӗ илемлӗ инке пур.

Help to translate

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялта шкул ҫурчӗ те ҫук.

Help to translate

Аппасем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ялта ӗҫе юратса, пӗлсе, ҫыпӑҫуллӑ, шӑратса тӑвакан арҫын сахал мар-ха, анчах вӗсене пурне те пӗр тикӗтпе сӗрсе тухнӑ тейӗн: кашниех «симӗс шӗвекшӗн» вутта та, вакка та сикме хатӗр (халӑха «симӗс ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен» пистерес тесе, «типӗ саккун» та йышӑнса пӑхрӗҫ чи ҫӳлтисем, анчах ӑна вӑйа кӗртеймерӗҫ: ама вута пӗр витре шыв лашт! сапсах сӳнтереймӗн ҫав).

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ялта яклашка-ха эс, килте ҫеҫ муклашка…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ялта ӑна пурте юратаҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ, ялти чи хастар, ҫирӗп, тӗрӗс сывӑ пурнӑҫ сыхлавҫи, «пакунсӑр милиционер» тесе, унпа тяппине тытса калаҫакан та пур», — пӗлтерчӗ вӑл.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ялта сакӑр ҫул вӗренсе свидетельство илсен, вӑл хӑйне ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те укҫа-тенкӗ енчен пӑртак та пулин «тӗкӗ парас» тесе, Шупашкарти промышленноҫ валли тракторсем туса кӑларакан завода ӗҫе вырнаҫнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ялта аннепе пурӑнатӑп.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ялта, килӗнче, хӑраххӑнах хӑйне хӑй йӳнеҫтеркелесе, сиплештеркелесе пурнӑҫ саккине савалать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ялта вӗсене ырӑпа ҫеҫ асӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ялта ҫамрӑксем нумай.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ялта пуху та чылайранпа пуҫтарӑнмасть.

Help to translate

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ялта та, хула ҫывӑхӗнчи посёлоксенче те, интеллигенци хушшинче те ӗҫ япӑхрах пырать.

Слабо идет работа на селе, и в предместьях, и среди интеллигенции.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Халӑх ӳлӗмрен таса сывлӑша сывласа таса шывпа усӑ курма пуҫлӗ. Ялта пурӑнакансенчен 95 проценчӗ ытла централизациленӗ майпа таса шывпа усӑ курать. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсен шыв ыйтӑвӗ туллин уҫӑмланнӑ», - тесе каланӑ вӑл хӑйӗн ум сӑмахӗнче.

Help to translate

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Кӗнекене А.И. Миттовӑн «Ялта» ӳкерчӗкӗпе капӑрлатнӑ.

При оформлении книги использован рисунок А.И. Миттова «В деревне».

Авалхи ял пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34137.html

Ялта пурӑнакансем те ӑшӑ та хӑтлӑ клубсене ҫӳреме пултарччӑр теҫҫӗ Чӑваш Енре.

Help to translate

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed