Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӑл вӑтанчӑк гимназист пулма пӑрахать, калама юраман хӗрӳллӗ сӑмахсене калама пӗлекен ҫиллес те хаяр ҫын пулса тӑрать.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫак сӑмаха ывӑннӑ салтака, нарядран тин ҫеҫ таврӑннӑ салтака калӑр-ха, вӑл пӗр самантрах тумланать те штыклӑ винтовкине ярса тытать, вара вӑл тем тума та: тӑшманпа чи хӗрӳллӗ ҫапӑҫӑва кӗме те, тӑр-пӗччен тытӑҫма та, таҫта ҫитиччен йӗрлесе кайма та хатӗр.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх тулнӑ чух эпӗ час-часах ҫӗр каҫа тӳшек ҫинче ларатӑп, уйӑх ҫути ҫине, мӗлкесем ҫине тинкерсе пӑхатӑп, шӑплӑха, сас-чӗвӗ тӑнлатӑп, ҫав хушӑра тӗрлӗ япаласем, нимрен ытла хӗрӳллӗ юрату кӳрекен поэзилле телей ҫинчен ӗмӗтленетӗп, ку телей мана этем пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телей пек туйӑнать, ҫак телее хам ку таранччен шухӑшра кӑна курма пултарнишӗн пӑшӑрханатӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав романсенче мана чее шухӑшсем те, хӗрӳллӗ туйӑмсем те, асамлӑ ӗҫсем те, улшӑнми кӑмӑллӑ сӑнарсем те килӗшрӗҫ; унти ҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ; усал пулсан, пур енчен те усал, — яш ӗмӗрте мана ҫынсем шӑпах ҫавнашкал пулнӑн туйӑнатчӗҫ; ҫав кӗнекесем пурте французла пулни те питӗ-питӗ килӗшрӗ, ырӑ йӑхран тухнӑ геройсен ырӑ сӑмахӗсене эпӗ астуса юлма, май килсе тухсан пӗр-пӗр ырӑ ӗҫре вӗсене асӑнса хӑварма пултартӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗн тери шел, Варенька мӗншӗн илемсӗр-ха, вӑл мӗншӗн Сонечка мар-ха, — шухӑша путрӑм эпӗ пӳлӗме пӗччен тӑрса юлсан, — университетран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем патне килсе, ӑна качча тухма сӗнесси мӗнешкел лайӑх пулмалла. Эпӗ ҫапла калӑттӑм: «Княжна, эпӗ ҫамрӑк мар ӗнтӗ — хӗрӳллӗ юратма пултараймастӑп, анчах сана савнӑ йӑмӑка юратнӑ пекех ӗмӗрлӗхех юратӑп».
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем Иван Яковлевич ҫинчен, тӗшмӗшлӗх ҫинчен тавлашнӑ пулмалла; анчах вӗсем урӑххине, пӗтӗм ҫемьене ҫывӑх япалана асра тытмаҫҫӗ пулсан, тавлашу кунашкал хӗрӳллӗ пулас ҫук.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Василий авланни ҫак телейсӗр хӗрӳллӗ юратуран мана йӑлтах сыватса ҫитерчӗ, ӑна авланма хӑй сӗннипе аттерен эпӗ ирӗк ыйтса илтӗм.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӑшӑлтатнӑ пекех тата ӗнентересшӗн пулса хӗрӳллӗ каланӑран, эпӗ ирӗксӗрех ҫӳлелле пӑхрӑм, карнизсем ҫине пӑхса тем шырарӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Мӗнле-ха эпӗ Сережӑна ҫакнашкал вӑрахчен хӗрӳллӗ юратма пултарнӑ? — шухӑшласа выртрӑм эпӗ вырӑн ҫинче.«Как мог я так страстно и так долго любить Сережу? — рассуждал я, лежа в постели.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Арӑмӗн хӗрӳллӗ те чун-чӗререн тухакан сӑмахӗсем, асаилӳсене вӑратса, ун умне хӑйсем пӗрле пурӑннӑ чухнехи сӑнарсене кӑларса тӑратрӗ.Горячие, страстные слова жены разбудили в нем воспоминания о жизни с ней.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӗрӳллӗ, пӗтӗмпех сан пек.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫулла тин ҫеҫ пуҫланать-ха, анчах вӑл Украинӑри хӗрӳллӗ хӗвел ҫинче пиҫме ӗлкӗрнӗ, унӑн сӑмси те кушаланать.Лето только начинается, но он успел загореть на щедром украинском солнце, даже нос лупится.
62 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Иккӗмӗш партие манӑн ачасем ҫав тери хӗрӳллӗ вылярӗҫ вара.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Кӑмӑла каять мана ҫав ача: хӗрӳллӗ, — терӗ пӗррехинче Король.— Нравится мне этот парень: горячий, — сказал как-то Король.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн ҫурт тавра кулак пусмӑрӗ айӗнчи выҫӑ ял мар, талкӑшпех коллективизаци тунӑ район, пирӗнтен инҫетре те мар ӳссех пыракан, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫуртсем тӑвакан хула пур, унта хӗрӳллӗ пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
48 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унта вӗсене хӗрӳллӗ ӗҫ кӗтет — унта вӗсене колхоз пӑланӗсен кӗтӗвӗсем, темиҫе пин пӗчӗк пӑрусем кӗтеҫҫӗ.Там их ждала горячая работа — ждали богатые колхозные оленьи стада с тысячами маленьких телят.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пухусенче ӗмӗрне сӑмах тухса каламан старик каплах хӗрӳллӗ сӑмах каласса никам та кӗтменччӗ.Никто не ожидал такой горячей речи от старика, который никогда не выступал на собраниях.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав хӗрӳллӗ, пурне те пӗлме тӑрӑшакан йӗкӗтпе туслӑ пулмасан, пурнӑҫ та пулма пултарайман пек туйӑна пуҫларӗ ӑна.
Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сан хӗрӳллӗ сӑмаху ман чӗрене хӗрхенекен турӗ.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.