Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ ҫумӗнче тӑнине куртӑм, Вӑл каларӗ: хапхан ҫӳлти суллине ҫап, хапха суллисем кисренсе кайччӑр, вӗсене пурин пуҫӗ ҫине те ишӗлтерсе антар, ыттисене Эпӗ хӗҫпе тӗп тӑвӑп: тараканнисенчен пӗри те тарса ӳкеймӗ, хӑтӑлас теекеннисенчен пӗри те хӑтӑлаймӗ.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ароер хӗрӗ, тух та ҫул ҫине пӑхса тӑр, чупаканран, тарса хӑтӑлас теекенрен: «мӗн пулчӗ?» тесе ыйт.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир вара, Ассири патшинчен хӑтӑлас тесе, вӗсенчен пулӑшу ыйтаттӑмӑр! епле ҫӑлӑннӑ пулӑттӑмӑр-ши эпир?» тейӗҫ.и к которым прибегали за помощью, чтобы спастись от царя Ассирийского! и как спаслись бы мы?
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑна тухӑҫ ҫилӗ ҫавӑрттарса-вӗҫтерсе кайӗ, тарӗ вӑл, мӗнпур вӑйран чупӗ; 22. тем пекех тарса хӑтӑлас тесессӗн те, ҫилӗ вирлӗн тапӑнӗ ӑна, хӗрхенсе тӑмӗ.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.