Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
«Шкул ачисемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулса ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ҫинчен калаҫасси йӑлана кӗчӗ. Эпир хускатакан ыйтусем чӑннипех те ҫивӗч тӑнине статистика кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: ҫулсем ҫинчи инкексен шучӗ пӗчӗк мар. Ҫавӑнпа та ачасемпе пӗчӗкренех ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермелле. Паллах, аслисем хӑйсем ырӑ тӗслӗх кӑтартни нимрен те хаклӑрах. Нумаях пулмасть Юнтапа шкулӗнче ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тӗл пултӑмӑр. Вӗсем ҫулсеренех республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, ятарлӑ тумӗ те пур. Хальхинче ҫамрӑк инспекторсемпе пӗрле водительсене ятарлӑ асӑрхаттарусем валеҫсе патӑмӑр. Пӗрлехи ӗҫсем хӑйсен ҫимӗҫне парасса шанатпӑр».

Help to translate

Ачасем аслисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/achasem-aslisench ... lecce.html

Анатолий Андреевич уйрӑмах ҫулсем ҫинче час-час тӗл пулакан кӗтменлӗхсем ҫинче те тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ, вӗсене хӑйсен ӗҫӗнче тӗл пулакан тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Ачасем аслисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/achasem-aslisench ... lecce.html

Элӗксем те хаваспах хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Help to translate

Ачасем аслисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/achasem-aslisench ... lecce.html

Пӗчӗкскерсем хӑйсен тыткӑнне илеҫҫӗ.

Help to translate

Ӑшӑлӑх кунсерен тапса тӑрать // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/ashalax-kunseren- ... tarat.html

Ҫемьери хутшӑнусем хӑйсен ӑшшине ҫухатнин тепӗр сӑлтавне те шыраса тупать Урине, уншӑн хӑйне айӑплать.

Help to translate

Пурнӑҫри сӑнарсемех // Галина МАТВЕЕВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... -narsemekh

Хуҫалӑхра хӑйсен вӑйӗпе ҫитӗнтернӗ тыр-пулӗ те, утӑ-улӑмӗ те пуртан выльӑх усрамаллах тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Тӗллевпе, ӗмӗтпе пурӑнакансем телейлӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12435-t-llev ... sem-telejl

«Хӑйсен ирӗкӗпе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме, нацизмпа паттӑррӑн кӗрешме тӑракансемшӗн ҫакӑ питӗ лайӑх пулӑшу. Чӑваш Енре ҫакӑн пек ҫар ҫыннисен шучӗ ӳсет. Пирӗн кашни салтака пулӑшмалла», - тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_37 (11024) // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/12437-khal-k ... t-37-11024

Пурте стартра хӑйсен чӑтӑмлӑхне чемпион евӗр кӑтартса ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ.

Help to translate

Сывӑ пурнӑҫ - ӑнӑҫу никӗсӗ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51314-syv- ... cu-nik-s-2

Унсӑр пуҫне Ирина Петровна докладӗнче шкулсенче хӑйсен, ведомствӑна пӑхӑнман е уйрӑм предприятийӗн хуралӗн вӑйӗпе хӑрушӑ лару-тӑрӑва сирмеллине, здание кӗрекен кашни палламан ҫынна тӗрӗслемеллине те палӑртрӗ.

Help to translate

Террорла хӑрушлӑхран та, ҫул-йӗр ҫинчи аварирен те асӑрханмаллах // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51321-terr ... hanmallakh

Выльӑх патӗнче те шанчӑклӑ, хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫлакансем кирлӗ.

Help to translate

Хӗл ӑшӑ та тутӑ килтӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51312-kh-l ... tut-kilt-r

Участниксем хӑйсен коррупципе кӗрешмелли шухӑшӗсене пӗлтермелле, ҫавӑн пекех асӑннӑ ҫул-йӗре пӗтӗм тӗнче хутшӑннин пӗлтерӗшне палӑртмалла.

Help to translate

«Пурте пӗрле коррупцие хирӗҫ» // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-09- ... ir-3945720

«Культурӑн чикки ҫук. Ку вӑл ҫынсене хӑйсен гражданлӑхне, нацине, тӗнне пӑхмасӑрах пӗрлештерекен инструмент».

Help to translate

Каминке ҫыннисем валли ҫӗнӗ центр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3944432

— Вӗсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, тӗрлӗ ҫӗрте хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3944419

Аслисем хӑйсен ачисемшӗн ӑруран ӑрӑва ӗҫлесе пурӑнакан ҫемье ҫинчен каласа парас тетӗп сире.

Help to translate

Ачисемшӗн ӗҫлесе пурӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3944419

Пурнӑҫран уйрӑлса каяс умӗн вӑл питӗ вӑйлӑ чирленӗччӗ, Карсак урамӗнче хӑйсен килӗ умӗнче уткаласа ҫӳретчӗ, ҫынсемпе хутшӑнсах каймастчӗ, анчах сывлӑх сунсан вӑл та хирӗҫ сунатчӗ, «мӗнле пурӑнатӑн-ха, Иван тете;» - тесе ыйтсан кӗскен кӑна, «лайӑх!», - тетчӗ те малалла утатчӗ.

Help to translate

Вун тӑхӑр ҫулхи каччӑсене герой ятне памалла пулнӑ // Василий ЛАПИН. https://kanashen.ru/2024/09/20/%d0%b2%d1 ... %bc%d0%b0/

Унтан шкул ачисем, ҫитӗннӗ ҫынсем, ветерансем те хӑйсен спортри пултарулӑхне тӗрӗслерӗҫ.

Help to translate

Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch

Надежда Давыдова ертсе пыракан фитнес-студин воспитанникӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Вӑрмар округӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци кросӗ» чупӑва активлӑ хутшӑнчӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12417-v-rmar ... khutsh-nch

Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене хӑйсен спорт пултарулӑхне кӑтартма, ӑмӑрту опытне тата малалла аталанма сӑлтав тупма май параҫҫӗ.

Help to translate

Воспитанниксене чӗрипе чунне парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... at-3933659

Ку укҫана Дарья мӑшӑрӗпе пӗрле хӑйсен ҫуртне тума янӑ.

Help to translate

Воспитанниксене чӗрипе чунне парать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... at-3933659

Хӑйсен пӗлӗвне ачасем продуктивлӑ ӗҫ-хӗлӗнче - «Веселый светофор» тата «Пешеходный переход» ӳкерчӗкре ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Пишпӳлекри "Дюймовочка" ача садӗнче "Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пӗрлехи кунӗ" иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3928355

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed