Шырав
Шырав ĕçĕ:
Зоя пӗр чӗнмесӗр пальтоне ҫакрӗ, витӗрех йӗпеннӗ туфлийӗсене хывма пикенчӗ.Зоя молча сняла пальто, повесила его и принялась стаскивать разбухшие, насквозь мокрые туфли.
Тавлашса ҫиеле тухни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑй килте ҫуккине кура, пӑрӑнса кайнӑ, йӗрӗ вӗр-ҫӗнӗ, кам хывма пултарнӑ-ши вӑл йӗре?Но увидев, что хозяина нет дома, уехал… а след свежий-пресвежий… интересно, кто мог его оставить?
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эпӗ ерипен йӗлтӗрсене хывма пуҫларӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ӑна Уфапа Златоуст хушшинче чугун ҫул хывма хушаҫҫӗ.Ему поручают проложить железную дорогу между Уфой и Златоустом.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Вӑрҫӑ пӗтсен, ҫамрӑк инженера Бессарабине Бендерпа Галац хушшине чугун ҫул хывма яраҫҫӗ.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Хамӑр патра пурнӑҫ условийӗсем лайӑхрах, пурӑнма интереслӗрех те хӑтлӑрах пуласси ытларах хамӑртанах килнине ӑнланса пурте пӗрле ӗҫлесе пырсан, ҫак ӗҫе кашниех хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшсан эпир вӗсене ӑнӑҫлах татса пама пултарӑпӑр», — терӗ тӗл пулу итогӗсене пӗтӗмлетнӗ май ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Кузьмин.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Хуҫа арӑмӗ, авалхи йӑлапа, пирӗн чӑлхасене хывма пулӑшасшӑн пулчӗ, анчах эпир ӑна ку ӗҫпе чӑрманма хушмарӑмӑр.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Мӗн хывать — пурне те тӗрӗслесе пырать хӑй; татӑлма пуҫланӑ тӳмине, шӑтӑк-ҫурӑка е тата урӑх мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхе тӗл пулсан, ҫавӑнтах ҫӗле-ҫӗле лартать; ҫиплӗ йӗпе ҫӑварне хыпса, тата мӗнне те пулин хывма пуҫлать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хывма май килмерӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ефим васкамасӑр хӳшше кӗрсе кайрӗ, ҫулҫӳрен хӗрарӑмсем кутамккисене хывма тытӑнчӗҫ, йӗкӗтсенчен пӗри, ҫӳллӗ те хытканскар, сӗтел хушшинчен тарса, вӗсене пулӑшма пикенчӗ, тепри, патвар та ҫӑмламасскер, шухӑша кайса, сӗтел ҫине чавсаланчӗ, унтан пуҫне хыҫкаларӗ те, вӗсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна юрланӑ пек мӑрлакаларӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Боецсен тарӑн юр ӑшӗнче ашса тухма, вӑрман касса ҫуд хывма тата тайга витӗр тупӑсене алӑ вӗҫҫӗн сӗтӗрсе тухма тиврӗ, Сивӗ хӗрӗх градус ытла тӑрать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Серёжа йӑл кулса илнӗ те, ответ парас вырӑнне, курткине хывма пуҫланӑ, унтан шӑлаварне чӗркуҫҫинчен ҫӳлерех тавӑрса лартнӑ.Сережа улыбнулся и вместо ответа снял с себя куртку, а потом подвернул брюки выше колен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Шкул картишне ҫитсен Серёжа ҫӗр ҫине ларса аттисене хывма тытӑннӑ.Придя на школьный двор, Сергей сел на землю и стал снимать сапоги.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Серёжа йывӑр ваткӑллӑ пальтине васкаса хывма тытӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах вӑл хӑйӗн ваткӑллӑ пальтине ҫапах хывма шутламан.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Анчах Павел хӑй кӑкринчен тарӑн та пысӑк шухӑш хывма хӑнӑхнӑ сӑмахне кӑларсан, амӑшӗ хӑйӗн пырне савӑнӑҫ капланса ларнине туйрӗ, унӑн чӑнлӑх ҫинчен ӗмӗтленнипе ҫулӑмланнӑ чӗрине ҫынсене ывӑтса парас килчӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Мана алӑсенчен тытса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫӗлӗке епле хывма пултаратӑп-ха эпӗ? — ыйтрӗ Николай, протокол вулакан сасса хупласа.— Как же я сниму шапку, если меня за руки держат? — спросил Николай, заглушая чтение протокола.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вуласа пӗтерсен, Акимушка кӑшт тӑхтаса тӑчӗ, ку тӑхтав ӑна куҫлӑхне хывма кирлӗ пулчӗ, хӑрах ҫиппи хӑлха тавра ҫаврӑнса ларнӑ та, ӑна сӳтсе вӑхӑт минута яхӑн иртрӗ.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Коля — вӑл ӑна хывма ӗлкӗреймен-ха, — шуранка питне ҫӗклесе арҫын ачана куҫӗнчен шӑтарас пек пӑхрӗ.А Коля в теплой шапке — он еще не успел ее снять, — подняв бледное лицо, молча смотрел ему в глаза.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Инсаров малтан перчетке тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан пӗрне туртса хывма пуҫларӗ, ҫурри таран хывсан, перчетке айӗнчи шурӑ, ҫӳхе те ҫемҫе алла хытӑ чуптума пуҫларӗ.
XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.