Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туррӑн Удмурт ҫӗрӗнче пурӑнакан Елена чури: «Пӗррехинче эпӗ, — тесе ҫырать хӑй пирки, — хам пӑрахнӑ ачамсене куртӑм тӗлӗкре. Вӗсен пӗрин те алли-ури ҫук (миниаборт вӑхӑтӗнче алури татӑла-татӑла ӳкет иккен)… Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ питӗ пӑшӑрханма, ӳкӗнме тытӑнтӑм. Хам тунӑ усал ӗҫӗм манӑн чӗреме ҫунтармаллипех ҫунтарма тытӑнчӗ. Эпӗ халь аван пӗлетӗп: вӗсене вӗлернӗшӗн ман ӗмӗрӗм вӗҫленичченех ӳкӗнсе, асапланса, вӗсемшӗн Турра кӗлтуса пурӑнма тивет…»
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Лаши мӑраннине кура, хам куҫпа хам асӑрхарӑм эп, Вихтӗр лавне кашнинчех тӑкӑниччен тиерӗҫ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Темех мар, хампа хам калаҫса шухӑшлатӑп.
IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пӗтӗмпех иртсе каять ку тенӗччӗ хама хам.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Манӑн хам алӑпа, хам тарпа ӗҫлесе илнӗ укҫана курас килетчӗ…
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шутласа лартӑм-лартӑм ҫапла темлерен темле: «Аннен виҫӗ ача, аттен — пӗрре те ҫук. Тӗрӗс-и ку? Мӗн-ма пулмалла мар-ха пире чунтанах юратакан аттен пӗр ача та пулин?..» — тетӗп хама хам.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
«Ваҫук пуртан кӑна юлашки вӑя хурса ӗҫлерӗм, халь, вӑл кайрӗ те, вӑй та тӑрук пӗтрӗ. Тек ӗҫлеес ҫук», — Пӑлаки аппа ҫапла каланине эпӗ хам хӑлхапа хамах илтсе.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Эпӗ хам хӑлхапа хам илтрӗм-иҫ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хама хам Ленинпа ҫыхӑнмастӑп тесе те сӑмах патӑм.
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Хам алӑсемпе туса хам куҫпа курнӑ-ҫке-ха эпӗ вӗсене.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вара Нонна халь ҫитӗннӗ иккенне аса илеттӗм, хамран хам кулаттӑм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Каҫпа пӑрахутсем пулмӗҫ… — хамран хам вӑтанса каласа хутӑм.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
«Ухмах вӗт эпӗ, — хама хам вӑрҫса илтӗм вара.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Эпӗ сана госпитальре чухнех юратрӑм, анчах пӑрӑнса ҫӳрерӗм, хамран хам хӑрарӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.
«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html
Малалла!» — команда патӑм хама хам.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Эпӗ ҫыннӑнне вӑрласа пуймастӑп вӗт, йӑлтах хам вӑйпа тунӑ, хам алӑпа шӑлса пухнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хам ҫинчен ҫырса тултарнӑ та, хамах алӑ пусса тӑрӑп-и?
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрӗ, хам юхтармасан та, хам ҫине илӗп.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хам укҫана хам шыва пӑрахатӑп иккен.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.